АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Марина БЕЛЬСКАЯ: "ЙĔКĔРЕШ ХУШШИНЕ ВЫРТАТĂП ТА…"

25 июля 2008 г.

Сиккассинчи Бельскисем, Марина Николаевнапа Василий Александрович, ултă ача çитĕнтереççĕ. Асли Настя – вун виççĕре, Сергей – вун пĕрте, Валя – саккăрта, Ирина – тăваттăра, Аньăпа Таня – иккĕре. Эпир пынă чухне кил хуçипе арăмĕ те, ачисем те килтехчĕ. Тарават та ăш пиллĕскерсем тÿрех пÿртелле чĕнчĕç. Сап-сарă кĕпе тăхăннă йĕкĕреш хĕр пĕрчисем тÿрех куç тĕлне пулчĕç. Ют çынсене асăрхаса Таня çийĕнчех амăшĕ çумне туртăнчĕ, Аня вара пытанмарĕ, тĕленсе пăхрĕ.

– Йĕкĕреш пулсан та раснарах вĕсем пирĕн. Таня палламан çынсенчен ютшăнать, вăтанать. Аня вара, хаваслă хĕрача, пурин патне те пырать, – вăрттăнлăхне уçать Марина Николаевна.

– Ачăрсем Аньăпа Таньăна пăтраштармаççĕ-и;

– Уйăрма пулать вĕсене, кăшт раснарах сăнлă хĕр пĕрчисем: пĕри çутăрах сăн-питлĕ, тепри хурарах куçлă.

– Сирĕн йăхра йĕкĕр ача çурални маларах пулнă-и;

– Сăмах май, эпĕ Комсомольски районĕнчи Çĕнĕ Кипеç ялĕнче çуралса ÿснĕ. Манăн асатте те йĕкĕреш хăраххи пулнă.

– «Сирĕн йĕкĕреш пулать» тенине мăшăрăр мĕнле йышăнчĕ;

– Пĕрремĕш хут УЗИ пăхнă чухне йĕкĕр ача пулассине каламарĕç. Пилĕк уйăхра чухне Шупашкара ячĕç. «Хăть ĕненĕр, хăть ан ĕненĕр – сирĕн икĕ ача кунта», – терĕç мана. Ачасене питĕ юратать те – йĕкĕреш пулассине пĕлсен мăшăрăм питĕ хĕпĕртерĕ.

– Çапах та пĕртен пĕр ывăлне, йăх тăсмăшне ытларах кăмăллать пулĕ-ха вăл;

– Çук, ун пек уйăрман эпир. Ара улттăшĕ те хамăрăн-çке! Каçхине йĕкĕреш хушшине выртатăп та хăш еннелле çаврăнмаллине те пĕлместĕп: пĕрин еннелле пăхсан теприне кÿрентересрен хăратăп.

– Çапах та, мĕнле-ха эсир ултă ача çуратма хăраман;

– Ку ыйтупа çут çанталăк пирĕнтен вăйлăрах пуль. Иксĕмĕр те йышлă çемьесенче çитĕннĕрен пилĕк ача пултăр терĕмĕр те – Турри улттă пачĕ.

– Хĕрарăмăн кашни çĕклемĕ расна пулать. Йĕкĕрешпе çÿреме тата йывăртарах-тăр;

– Аслисемпе йывăр çын пулнă чухне чиперех çÿренĕ эпĕ. Йĕкĕрешпе виçĕ уйăха яхăн больницăра выртма тиврĕ. Аслисене ÿстернĕ чух канлĕрехчĕ, вĕсене сăпкара сиктернĕ. Йĕкĕрешшĕн сăпка çакмарăмăр. Тахăшне хума пĕлмелле унта. Пĕрне Настя çĕклесе çÿретчĕ, тепри манăн алăраччĕ. Çитменнине, иккĕшĕ те икĕ çула çитиччен кăкăр ĕмрĕç.

– Сирĕн хушаматăр питĕ интереслĕ, Василий Александрович.

– Пирĕн асатте Анатолий Ефимович пĕрремĕш тĕнче вăрçинче Польшăра пулнă. Унта вăл «Бельский» хушамат йышăннă. Пирĕн ялта хăйне евĕр хушаматсем татах та пур. Сăмахран, Шеппи, Кади, Нуги, Чаби, Вазинге.

– Çемьере çураçупа килĕшÿ пултăр тесен мăшăрăн пÿлĕмĕнче йăлтах виççĕ – чечек чÿлмекĕ, тĕкĕр, минтер, пукан – пулмалла теççĕ. Хăш кун пĕрлешни те мăшăра пысăк витĕм кÿрет-мĕн, 3, 12, 21-мĕшĕсенче пĕрлешнисем уйрăмах телейлĕ пулаççĕ иккен. Эсир çакна ĕненетĕр-и;

Марина Николаевна:

– Эпир ăна-кăна уямасăрах çĕртмен 12-мĕшĕнче çырăннă. Сăмах май, кăçал çемье чăмăртаннăранпа 15 çул çитрĕ, кĕл чечек туйне паллă турăмăр. Пытармасăрах пирĕн çемьере килĕшÿпе çураçу хуçаланать теме пултаратпăр. Пирĕн чи пысăк пуянлăх – ачасем.

– Сирĕн çемьере кам хуçа;

– Хăшĕ-ши; Иксĕмĕр те мар-ши;

– Ачăрсем мĕнпе интересленеççĕ;

– Аслисем виççĕшĕ те хитре ÿкереççĕ, шкулти хуравсене хутшăнаççĕ. Сергей «5» паллăсемпе кăна вĕренет. Настьăпа Валя – ударниксем. Пĕлтĕр Сергей Шупашкара Президент елкине кайма та тивĕç пулчĕ. Халĕ каникул пуçланнăранпах ачасен канăç çук, ялан ĕçлеттеретпĕр вĕсене. Кăçал эпĕ, тĕрĕссипе, пахчана тухса та курман: йăрансене йăлтах ачасем çум курăкран тасатнă.

– Эсир хăвăр пушă вăхăта мĕнле ирттеретĕр;

– Халĕ пушă вăхăт çукпа пĕрех, ялти ĕне ферминче ĕçлетĕп. Хĕллехи вăхăтра çăм арлатăп, алсиш-нуски çыхатăп, тĕрлетĕп, кĕнеке вулама юрататăп. Тĕрĕссипе, çур хĕле çыхса ирттеретĕп.

– Çемьепе уявсем ирттересси йăлара-и;

– Çуралнă кунсене кашнинчех паллă тăватпăр: кукăль пĕçеретпĕр, торт янтăлатпăр. Çынна чĕнмесĕрех йышлăн эпир, пĕр сĕтел тулли ларатпăр.

– «Çын мĕн чухлĕ телейлĕрех – çавăн чухлĕ сывлăхлăрах», – теççĕ халăхра. Ачасем сывă ÿсчĕр тесе мĕн тăватăр;

Васлий Александрович:

– Ачасем сывă ÿсчĕр, спортпа туслă пулччăр, манран тĕслĕх илччĕр тесе хĕллехи вăхăтра кашни кун йĕлтĕрпе ярăнатăп, çулла чупатăп, кире пуканĕ йăтатăп, ывăлăм Сергей, футболла выляма кăмăллать. Ачасем çут çанталăка юратса ÿсчĕр тесе вăхăт «вăрласа» çырлана, кăмпана, милĕке кайма тăрăшатпăр.

Кил хуçисем пахчана та тухса курма сĕнчĕç. Чăн та, çĕр улми пуссинче те, йăрансем çинче те пĕр çум курăкĕ те çук. Бельскисен сад пахчи те пур. Ун тавра карта тытса çавăрнă. Карта çумĕпе чăрăшсем лартса тухнă. Пахчара темĕн чухлĕ улмуççи, чие, слива... Хура, сарă хурлăхан тĕммисем, çĕр çырли, хĕрлĕрех сарă лилисем... Икĕ вĕллере – пыл хурчĕсем. Чăн-чăн çăтмах пахчи. Кунта куккук авăтнине те, шăпчăк юрланине те илтме пулать. Çак ырлăха йăлтах Бельскисем хăйсем тунă. Сăнанă тăрăх, йышлă çемьере ачасем ĕçчен, туслă çитĕнеççĕ. Вĕсем ашшĕ-амăшĕ каланине те яланах итлеççĕ. Кун пек йышпа çăтмах пахчи кăна мар, темĕн те тума май килĕ. Çапла пултăрччĕ те.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика