25 июля 2008 г.
Чакаç тăрăхĕнче Обаськин хушаматлă çамрăк кунта пурăнакансен чĕрисене яланлăхах кĕрсе вырнаçнă. Владислав пурăннă пулсан çак уйăхăн 16-мĕш кунĕнче 30 çул тултаратчĕ. Вăл Алексей Михайловичпа Галина Григорьевна Обаськинсен çемйинче кĕçĕнни пулнă. Ялти вăтам шкула вĕренсе пĕтернĕ. Сарлака хул-çурăмлă арçын ача сывлăхĕ енчен те çирĕп ÿснĕ. Юлташĕсем ăна тÿрĕ чунлă пулнишĕн, кирек кампа та пĕр чĕлхе тупма пултарнишĕн хисепленĕ. Канашри 22-мĕш номерлĕ профучилищĕре шофер правине илнĕ хыççăн «Канаш» колхозра водительте вăй хунă. Часах салтака кайма ят тухнă. Кĕркунне Владислав çар тумĕ тăхăннă, вăл Оренбург облаçĕнчи Троцкое поселокĕнче службăра тăнă. 1988 çулта ăна Абхазине илсе кайнă. Кунта пирĕн ентеш хĕç-пăшаллă хирĕçÿсене мирлĕ майпа татса парас ĕçсене хутшăннă. Çав çулхи утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче Абхазири Квишино ялĕ çывăхĕнче бронетранспортера фугаспа сирпĕтнĕ хыççăн автоматсенчен пенĕ вăхăтра Владислав вилмеллех аманнă.Тепĕр кунне унăн демобилизаци йĕркипе килне таврăнмаллаччĕ. Вăт çапла вăхăтсăр татăлнă çирĕм те тултарайман Чакаç каччин пурнăçĕ.
Паттăр ентеше асăнса кăçал пуçласа Чакаç ялĕнчи стадионта кире пуканĕ йăтакансен уçă турнирне ирттерчĕç. Унта республикăри хуласемпе районсенчен 100 яхăн спортсмен хутшăнчĕ. Амăртăва уçнă чухне Чăваш Республикин физкультура, спорт тата туризм министрĕн çумĕ А.Яковлев, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов тата ытти хăнасем тухса калаçрĕç, В.Обаськин пекех хăюллă та хастар пулма çирĕп сывлăх, унăн ятне ялан çÿлте тытма, спортра ăнăçусем тума сунчĕç.
Турнира ветерансем пуçларĕç. Вĕсем хăйсен вăйĕсене 16 килограмлă кире пуканне çĕклесе тĕрĕслерĕç. Аллă çула çитичченхи виçере республикăн кире спорчĕн ветеранĕ Ю.Карпов 201 очко пухса çĕнтерчĕ. Юрий Михайлович – Чăваш Республикин кире спорчĕн федерацийĕн президенчĕ. Иккĕмĕш вырăна Канаш хулинче пурăнакан В.Никитин, виççĕмĕшне Мăкăр çынни А.Никифоров йышĕнчĕç. Аллă çултан аслăраххисем хушшинче В.Понихидкин (Канашран) çĕнтерчĕ. Йĕпреç поселокĕнчи М.Петров иккĕмĕш, Шупашкар районĕнчи А.Павлов виççĕмĕш пулчĕç.
Çулĕпе çамрăккисем 24 килограмлă кире пуканне «вылянтарчĕç». Хăйсен виçе категорийĕсенче В.Петров (Йĕпреç), Чăваш ял хуçалăх академийĕн преподавателĕ, тĕнче класлă спорт мастерĕ Б.Глинкин, Чакаçри А.Ильина, Йĕпреç районĕнчи Д.Павлова, Янкăлчри А.Чернов мала тухрĕç. Призерсен йышĕнче – В.Семенов (Елчĕк районĕ), Н.Леонтьевпа Н.Яковлев (иккĕшĕ те Йĕпреç районĕнчен), П.Кутузов (Патăрьел), А.Чернов (Чакаç ялĕнчен).
Спорт уявне хутшăнакансем хăйсен ăсталăхĕсене ал вăйĕсене виçес, мини-футболла, волейболла выляс, вĕрен туртас енĕпе те кăтартрĕç. Армспорта юратакансем хушшинче пĕрремĕш вырăна Раççей спорт мастерĕ, Патăрьел районĕнчи Е.Еремеева студентка, Шупашкарта пурăнакан спорт мастерĕ Р.Гарифуллин, Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕ Л.Тинкчан тивĕç пулчĕç. Турнира ЧПУри спорт клубĕн воспитанникĕсем нумаййăн килчĕç. Кире пуканĕ йăтассипе тата армспортпа вĕсен ăсталăхне ÿстерсе пыма Чакаç ялĕнче çитĕннĕ, Раççей спорт мастерĕ А.Атласкин тренер пулăшать.
Мини-футбол командисем хушшинче малти виçĕ вырăна шăхасансем, мăкăрсем тата чакаçсем çĕнсе илчĕç. Волейболла выляса пъедесталăн чи çÿлти картлашкине Раççей Банкĕн Канашри уйрăмĕнче ĕçлекенсен команди улăхрĕ. Иккĕмĕш вырăнта – «Находка» магазинта ĕçлекенсем, виççĕмĕшĕнче – В.Обаськин ентешĕсем. Вĕрен туртассипе чакаçсемпе шăхасансем палăрчĕç.
Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене дипломсемпе наградăларĕç, хаклă парнесем парса хавхалантарчĕç. Командăсем хушшинче çĕнтернисене такасем пачĕç. Турнира йĕркелесе ирттерме пулăшнăшăн «Лидер», «Европрестиж», «Стройтранс», «ПМК-400» тулли мар яваплă пĕрлĕхсене (ертÿçисем – Л. тата А. Дмитриевсем, Г.Борисовпа Р.Валиуллов, А.Михайлов, А.Ильин), «Горизонт» муниципаллă предприятине (А.Атласкин), А.В.Дмитриевăн уйрăм предприятине тата В.Долгова тав тăваççĕ.