25 июля 2008 г.
Пуçласа парта хушшине ларасси ачасемшĕн кăна мар, вĕсен ашшĕ-амăшĕсемшĕн те яваплă утăм. Районти вĕрентÿ управленийĕн ятарлă центрĕн педагог-психологĕсем ача садĕнчи ачасем шкула кайма еплерех хатĕрленсе çитнине çулсеренех тухса тĕрĕслеççĕ. Практика тата психологи тĕрĕслевĕсем пур ача та шкула çирĕппĕн ура ярса пусма хатĕр пулманнине палăртаççĕ. Пĕчĕклех ачан психикине тĕрĕс ăнланса пыни унăн малаллахи аталанăвĕ çинче питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать.
Çак ятарлă тĕрĕслев витĕр 20 ача садĕнчен, 2 пуçламăш шкултан, шкул çумĕнче ятарласа уçнă 9 ушкăнтан пĕтĕмпе 235 ача тухнă. Унта ачасен сывлăхне, вĕсем еплерех аталанса пынине, хăйсене еплерех тытнине тĕрĕсленĕ, ашшĕ-амăшĕсемпе воспитательсене анкета тултарттарнă.
Ачасем парта хушшине ларичченех шкул çинчен шутлаççĕ, хăшĕ пĕлÿ çуртне чунтан ăнтăлать, тепри унта пачах та каясшăн мар. Çакă ачана шкул çулне еплерех хатĕрленинчен килет. Чылай ашшĕ-амăшĕ ачисене хăратса воспитани парать: «Эсĕ нимĕн те пĕлместĕн-çке, капла шкула епле кайăн;» е тата «Шкула çÿреме тытăн-ха, унта сана йăлтах кăтартĕç!» Енчен те çакăн пек кăмăл-туйăмпа ача шкула пырсан унпа ĕçлеме, паллах çăмăлах пулмĕ.
Тĕрĕслев вăхăтĕнче çакă паллă пулнă, шкул çулне çитмен ачасем час-часах пăшăрханаççĕ, шкул çумне йывăррăн хăнăхса пыраççĕ, ирĕккĕн калаçмаççĕ, тăтăшах чирлесе тăраççĕ.
Çакăн пек аналитикăлла тĕрĕслевсем пире ача шкула кайма еплерех хатĕрленсе çитнине уçăмлăнах курма пулăшаççĕ.