АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇЕÇПĔЛ МИШШИ ТĂВАНĔСЕМПЕ ХУРĂНТАШЛĂ

23 июля 2008 г.

Римма Константиновна Мироновапа эпир кооператорсен кунĕ умĕн калаçнăччĕ. Калаçăвăн пĕр пайĕ «Канаш ен» хаçатра утă уйăхĕн 4-мĕшĕнче пичетленсе тухрĕ. Калаçу сутуçă ĕçĕ çинчен кăна мар, уйрăммăн илсен, çемье çинчен, унăн воспитани парас ĕçри пĕлтерĕшĕ, профессие тĕрĕс суйласа илесси çинчен пынăччĕ.

Римма Константиновна Канаш райповĕнче ĕçлеме пуçланăранпа кăçал 32 çул çитрĕ. Вăл шутран юлашки 17 çулĕ - Вăтапуç ялĕнчи магазинта. Вăл райпора та, ялта та пысăк хисепре. Тавар туянма пыракансемпе - 17 çулхи çамрăк каччă и вăл, е 70 çулхи кинемей - пуринпе те сутуçă ăшă кăмăллă, тарават. Кашнинпе пĕр чĕлхе тупма пĕлет. «Пире атте-анне лайăх воспитани панă, вĕсене эпир паян кун та тав тăватпăр», - тет вăл.

Çеçпĕл ялĕнчи йышлă çемьере çуралса ÿснĕ Римма Миронова. 12 ача çуратнă Анна Михайловна, 10-шĕ ÿснĕ, çĕр шыва юрăхлă çын пулнă. Аннушкăна (Çеçпĕл ялĕнче ăна çапла чĕннĕ) патшалăх «Ача амăшĕ – герой» ят парса чыс тунă...

– Çапла, çемьере эпир вуннăн ÿснĕ: пилĕк ывăл та пилĕк хĕр. Пурте халĕ çемьеллĕ, ача-пăчаллă, мăнуксем те пур. Анчах пирĕн хушăра чи хаклă çыннăмăрсем - аттепе анне – çук ĕнтĕ. Мĕн тăвăн, пурнăç çавăн пек. Вилĕмрен никам та хăтăлса юлаймасть.

– Çемьере мĕнле ÿснĕ эсир; Пĕтĕм йывăрлăх аннÿ çине тиеннĕ пулĕ...

– Анне çине ĕнтĕ, урăх кам çине пултăр. Аттене эпир питĕ сайра курнă. Вăл Канашра райĕçтăвкомра ĕçленĕ те, эпир çывăрса тăнă çĕре килтен тухса кайнă, эпир çывăрма выртсан ĕçрен килнĕ.

– Вунă ачана çитĕнтерме çăмăл мар ĕнтĕ...

– Паллах, виççĕмĕш ачи эпĕ пулнă та, мана та питĕ йывăр лекетчĕ. Анне ирех фермăна ĕçе тухса каятчĕ те, мана тăратса хăваратчĕ. Ĕнене сумалла, картишĕнчи пĕтĕм выльăха кĕтĕве кăларса ямалла.

Çуркунне, шăнпа, колхоз хирне удобрени сапма та кая-кая килнĕ. Çемьерен пилĕк ача харăс шкула каяттăмăр.

– Ятран аса ил-ха кашнинех...

– Валя асли пирĕн. Мускавра стройкăра ĕçленĕ, халĕ пенсире. Хăйĕн ячĕпе Çеçпĕл ялĕнче магазин лартрĕ. Ăна «Аннушка» ят пачĕ. Ку анне ячĕпе пулчĕ-ха. Аннене Валя çапла калатчĕ: «Сан ятпа ялта лавкка лартатпăр, сывал, текех ан чирле...» Ун чухне анне сывах марччĕ те, унăн чунне хавхалантарма, чирне хуса яма çапла каларĕ пулĕ те-ха аппа. Анчах анне сывалаймарĕ, çĕре кĕчĕ. Панă сăмаха тытасах пулать тесе икĕ уйăх пĕр канмасăр ĕçлесе, виççĕмĕш уйăхĕнче магазина уçрăмăр.

Иккĕмĕшĕ пирĕн Мишша. Вăл колхозра тракторист та, шофер та пулнă. Халĕ колхозĕ çуккă та, аппана магазинта пулăшать. Виççĕмĕшĕ эпĕ ĕнтĕ, эсир мана пĕлетĕр. Ман хыççăнхи Зоя, вăл та райпора ĕçлет – Шăхасанти гастрономра. Тепри Витя, машинăпа почта турттарать. Лена Шупашкарта, вăл та суту-илÿре. Халĕ яла килнĕ-ха пурăнма. Чунĕ ялах туртать пулмалла. Унтан Костя. Вăл Шупашкарта заводра ĕçлет. Тата кам-ха пирĕн... Ăçта çитрĕм, хам та манса кайрăм. А-а, Юрик-çке-ха. Ялта пурăнать, тĕп килте. Кунта эпир пурте пĕрле пуçтарăнатпăр, Мускавран та килеççĕ, Шупашкартан та... Эпир вуннăн, тăххăрăшĕн икшер ача, пĕрин виççĕ. Мăнуксем те пур, улттăн.

Чи кĕçĕннине манса хăварнă эпĕ, Надьăна. Вăл Каçалта пурăнать, унта качча тухнă. Хăйсем лавкка тытаççĕ.

Ачасем ман питĕ лăпкă ÿснĕ. Хам пĕр вăхăт чирлесе пурăнтăм та (тăватă уйăх пульницара выртрăм), ун чухне ачасене анне пăхнă. Садика илсе кайнă, илсе килнĕ.

– Хăвăр тата çемьере мĕнле ÿснĕ;

– Лайăх. Пĕрре те хурламастăп пурнăçа. Çăкăр çитменни пулман пирĕн. Кÿршĕ ачисене те çитереттĕмĕр. Канаш çăкăрĕ паха пулнă вĕт. Атте пирĕн пилĕк буханка хури, пĕр буханка шурри йăтса килнĕ кашни кун. Кулачне кашнине пĕрер чĕлĕ касса паратчĕ. Килте пĕçернĕ çăкăра çиес килнипе кÿршĕ ачисемпе чĕлĕсене улăштараттăмăрччĕ.

Эпир пĕр-пĕрне ялан пулăшнă. Аппа сакăр класс хыççăнах килтен тухса кайрĕ те пĕтĕм ĕç ман çине тиенчĕ. Саккăр хыççăн эпĕ те тухса кайсаччĕ Шупашкара. «Рассвет» фабрикăн училищине çĕвĕçе вĕренме кĕтĕм. Анчах темшĕн кăмăла каймарĕ кунта. Паян кун та алла йĕппе çип тытмастăп. Эпир тăваттăн кайнăччĕ вĕренме ялтан. Тантăшсене калатăп: «Тавай вĕренместпĕр кунта, урăх çĕре каятпăр». Унтан кайрăмăр текстильнăйне. Хапăл тусах кĕтсе илчĕç пире. Вĕренетпĕр, ĕçлетпĕр. Наччасра тăватă станукпа ĕçлеме хăнăхса çитрĕм. Хамăра ялти шкулта вĕрентнĕ учительница Анфиса Игнатьевна (тăпри çăмăл пултăр) Шупашкара пычĕ те тантăшпа иксĕмĕре каялла яла илсе килчĕ. Мана çавăнта питĕ хăварасшăнччĕ, малалла вĕренме яратпăр – тетчĕç. Ĕçлеме Шупашкартах юлнă пулсан, ку таранччен таçта çитеттĕмĕрччĕ ĕнтĕ. Кам пĕлет... Атте-аннесĕр тунсăхланă пулĕ, çавăнпа пăрахса килнĕ Шупашкартан.

Манăн, паллах, врач пулас килнĕ. Хам ĕмĕте пурнăçлайманшăн паян кун та кулянатăп. Медучилищĕне вĕренме кĕме документсем кайса патăм. Вырăсла пĕлмен пирки экзамен тытма кĕме вăтантăм, аттене тытаймарăм тесе суйрăм. Ĕмĕрте пĕрре суйнă пирки паян кун та хама йывăррăн туятăп. Атте ăнланчĕ мана, нимĕн те шарламарĕ. Туйрĕ ĕнтĕ вăл эпĕ тĕрĕс мар каланине.

Аннерен нумай вĕреннĕ эпир ĕçлеме. Ĕлĕк газ пулман вĕт-ха, вучаха хуран çакмалла пулнă. Анне ĕçрен килнĕ çĕре яшка пĕçерсе хураттăм. Пиллĕкмĕш класра вĕреннĕ чухне çăкăр пĕçерме вĕрентĕм. Питĕ лайăх ас тăватăп: кăмакара пирĕн яланах шаркку, яшка ларатчĕ. Тата кăмака умми... Ас тăватăр-и; Мĕнле паха пулнă вăл! Анне кашни кун уйран уçлатчĕ.

Эпир кашни çулах выльăх нумай пуснă: сысна, вăкăр, темиçе сурăх, хур-кăвакал, чăх... Пирĕн витри-витрипе шăратнă какай ларатчĕ. Эпир какайсăр апат çимен.

– Мĕне эсир шăратнă какай тетĕр;

– Какая им-çам ярса пĕçерсе тушенкă тăваççĕ вĕт-ха, çавна шăратнă какай тенĕ.

Эпир саплăклă кĕпе-тумтирпе çÿресе курман. Нумай ачаллисене шкултан пулăшу та панă – аттепе анне унтан пĕр япала та илмен. Атте: «Эпир ачасене хамăр çуратнă, хамăрах пăхса ÿстеретпĕр», – тетчĕ.

Эпĕ виççĕмĕш класран колхоза ĕçе тухма пуçланă, тепĕр икĕ çултан утă çулма тухнă. Аннерен тĕлĕнетĕп: мĕнле ĕлкĕрнĕ-ха вăл вунă ача пăхма; Кашни ачин характерĕ расна, кашнинпе калаçма пĕлмелле. Атте те, анне те пĕр ачине те хĕнемен. Аттерен эпир лайăх воспитани илнĕ. Кашни ачишĕн учитель пулнă вăл.

Анне пире ĕçлеме вĕрентетчĕ. Мĕн пĕчĕкренех эпир хамăра валли хамăрах алсиш-нуски çыхнă. Тĕрĕ тĕрлеме те аннех вĕрентнĕ. Ĕçре ялан малтаччĕ. Шупашкара чĕнетчĕç ăна, района. Анне питĕ типтерлĕ, хитре çÿретчĕ.

Атте-анне нихăçан та ĕçсе аташса курман. Ĕçкĕсене кайсан та питĕ хитре килетчĕç киле.

– Пурте пĕрле вуннăн пуçтарăнатăр-и;

– Пухăнатпăр, мăшăрсемпе, ачи-пăчипе, мăнуксемпе. Малтан аттепе аннен çуралнă кунĕсене паллă тума пуçтарăнаттăмăр, халĕ вара аслисен çуралнă кунĕсене. Аппанне, манне... Тепĕр аппа пур пирĕн, анне йăмăкĕ Анфиса Михайловна. Вăл пирĕншĕн анне вырăнĕнчех. Мĕн тĕрлĕ лайăх, тараватлă хĕрарăм вăл. Вунă туй тунă эпир. Улттăшне-çиччĕшне аппапа иксĕмĕр туса патăмăр темелле. Аттепе анне пенси укçипе ăçтан вăй çитерччĕр.

Аттене Афанасьев Константин Афанасьевич тенĕ, аннене – Афанасьева Анна Михайловна. Тата çакна каласа хăварам-ха: эпир атте енчен Çеçпĕл Мишшин хурăнташĕсем пулатпăр. Ĕлĕк вĕт-ха пĕрле пăтă çинĕ, халĕ те çиетпĕр Мишша тăванĕсемпе. Ĕçкĕ-çикĕре те, туйсенче те эпир чăваш халăхĕн паллă çыннин йăхран йăха пыракан хальхи сыпăкри тăванĕсемпе пĕрле...

Эпĕ Римма Константиновнапа калаçнă кун питĕ вăйлă çумăр çăватчĕ. Мĕн çумăр чарăничченех калаçса лартăмăр Вăтапуç магазинĕнче. Эпĕ Канаша каякан автобус çине васкаса тухрăм, Римма тавар туянма пынă çынсемпе калаçса юлчĕ...

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика