23 июля 2008 г.
«Ылтăн туйпа, ылтăн туйпа сире саламлатпăр, чунтан, чĕререн», – тесе юрларĕ Катя Петрова Вырăскас Пикших ялĕнчи «Колос» кафере. Юрă çаврăмĕ уяв кĕрекипе пĕр килчĕ, юбилярсен тата хăнасен кăмăлне те çĕклерĕ.
Асхва ялĕнче пурăнакан Раиса Александровнапа Михаил Васильевич Васильевсем ылтăн туйне анлăн паллă турĕç. Аллă çул алла аллăн пĕр сукмакпа пĕрле утакансене саламлама тăванĕсемпе пĕлĕш-хурăнташĕсем Канашран, Шупашкартан, Тăвай районĕнчен, Асхваран... килчĕç.
Чи малтанах салам сăмахĕсене ачисем каларĕç. Телейлĕ мăшăр виçĕ ача çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Пурне те вĕрентсе çын тунă. Асли, Славик, электрик, Люба – инженер, Саша – педагог, Федеральнăй судья. Вĕсем ашшĕ-амăшне юратни, хисеплени пуриншĕн те курăмлă пулчĕ.
Юбилярсене районти вĕрентÿ управленийĕн пуçлăхĕ Ю.Алексеев та саламларĕ. Вăл Васильевсене аллă çул пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнса ыттисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче пулнине палăртрĕ, ырлăх-сывлăх, телей сунчĕ. Хăнасем Тăвай районĕнчен те йышлăн килнĕ. Вĕсем – Раиса Александровнăн çывăх юлташĕсем. Асхвасем те çак телейлĕ мăшăра хисепленине пытармарĕç, ăшă сăмахсем, саламсем каласа савăнтарчĕç.
Асхвасем ăслă та пултаруллă тата çав вăхăтрах тăрăшуллă учительницăна мухтаççĕ, унăн ырă кăмăлĕшĕн тата чун тасалăхĕшĕн тав тăваççĕ. Вĕсем ăна уявсене те чĕнмесĕр хăвармаççĕ. Михаил Васильевич – чаплă аккордеонист, пулăçă тата ăста сунарçă пулнипе паллă. Вăл хăй те карп пулла, мулкач тата хир сыснисене тытма кăмăлланине пытармасть.
Уяв кĕрекинче Васильевсем ăçта тата еплерех паллашнине аса илчĕç. Çамрăк учителницăна шăпа Асхвана илсе çитернĕ. 1958 çулта Раисăпа Михаил пуçласа Асхвари кĕпер çинче тĕл пулнă иккен. Асхва каччи Тăвай районĕнчи хĕре ирттерсе ярасшăн пулман тет. Икĕ çул пĕрле çÿресен икĕ чĕре пĕрлешнĕ.
Уявра ятарлă концерт программи хатĕрленĕ. Юбилярсене саламласа Сергей Петров, Сергей Павлов тата Катя Петрова чаплăран та чаплă юрăсем шăрантарчĕç. Юрăсем хушшинче конкурссем те пулчĕç. Çав конкурссенче тăван-пĕлĕшĕсем Васильевсен çемйине лайăх пĕлнипе пĕлменнине тĕрĕслерĕç.
Халĕ хыçра тивĕçлипе утса тухнă 50 çул. Çемье тĕрлĕ йывăрлăхсене çĕнтерсе, пĕрне пĕри ăнланса, пулăшса, юратса тата хисеплесе пурăнать. Сахал мар орденсемпе медальсем парса чысланă Васильевсене. Асра юлнă вăхăтсем те нумай вĕсен. Мускаври ВДНХна кайса килнине, «МИР» кинотеатрта пĕрремĕш хут «Хождение по мукам» кинона курнине тата кашни ачин çитĕнĕвĕсене ăшшăн аса илеççĕ.
Çамрăк мăшăрсене юбилярсем чăтăмлă пулма сĕнеççĕ, чылай вăхăт хушши çиленсе çÿреме юраманнине, каçарма пĕлмеллине асра тытма ыйтаççĕ. «Çемьере юрату пулмалла. Юрату пулсассăн пурте пулать. Уйрăлма шут тытни вырăнсăр. Ачасем пирки те манмалла мар», – пĕр шухăшлăн пĕлтерчĕ 50 çул пĕрле пурăнса ирттернĕ мăшăр.