АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХИСЕП ГРАМОТИСЕНЕ ТИВĔÇНĔ

23 июля 2008 г.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн ятарлă Указĕпе килĕшÿллĕн саппасра тăракансем çу уйăхĕнче хăйсене тепĕр хутчен салтаксем пек туйнă. 25 талăка тăсăлакан çар службине Канаш хулинчен тата Канашпа Тăвай районĕсенчен 31 çын хутшăннă. Служба Пермь тăрăхĕнчи чаçре иртнĕ. Ĕнерхи салтаксем çар техникипе тепĕр хутчен паллашнипе пĕрлех вĕсемпе тĕрĕс усă курма, юсаса йĕркене кĕртме хăнăхнă.

Пирĕн тăрăхран тепĕр хутчен çар службине кайнă салтаксем техникăпа çывăх туслашнине, ĕç патне яваплăхпа пынине палăртнă çар чаçĕн представителĕсем. Çакна служба вăхăтĕнче Канаш тата Тăвай салтакĕсене панă Хисеп грамотисем те тÿрремĕнех çирĕплетеççĕ. А.Михайлов, А.Николаев, А.Азолин тата А.Маканин Хисеп грамотисене тивĕçнипе пĕрлех «çарта пулнă» ытти «салтаксемпе» пĕрле черетлĕ тепĕр звание те илнĕ.

Çак çар вĕрентĕвĕ тивĕçлĕ шайра иртнишĕн хулапа район администрацийĕсен тата организацисемпе предприятисен ертÿçисене уйрăмах палăртса хăвармалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика