23 июля 2008 г.
Пĕрлехи информаци кунĕ районти 24 ял тăрăхĕнче пуринче те иртрĕ. Унăн теми – «Республика кунĕн пĕтĕмлетĕвĕсем: обществăпа политика тата социаллă пурнăçпа экономика витĕмĕ; Чăваш Республикинчи муниципаллă тытăмсен стратегиллĕ çул-йĕрĕ; вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен халăх пурăнакан вырăнсене тирпей-илем кĕртес тата ешĕл тум кÿрес, халăха пахалăхлă йăла пулăшăвĕсем парас, тавралăха тата экологие сыхлас енĕпе çыхăннă ыйтусене татса памалли задачăсем çинчен».
Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн ректорĕ Н.Кириллов тата район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов Ăвăспÿрт Кипеч ял тăрăхĕнче пулчĕç. Николай Кириллович информкун ыйтăвĕсене çутатрĕ. Владислав Васильевич районта агропромышленность комплексне аталантарма мĕнле мерăсем йышăнни, пушă çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртес енĕпе епле ĕçлени çинчен каласа пачĕ. Хальхи вăхăтра районта аграри секторне укçа хывас текенсемпе ĕçленине пĕлтерчĕ.
Хучел ялĕнче пурăнакансен ушкăнĕпе район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Л.Камалтдинова тата Патшалăх пушар сăнавĕн Канаш хулипе тата районĕпе ĕçлекен уйрăмĕн пуçлăхĕ Ф.Смирнов тĕл пулчĕç. Вĕсем тата ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Степанов хăйсен сăмахĕсенче ялсен сăн-сăпатне, автоçул хĕррисене, учрежденисен таврашне, палăк лартнă лаптăксене, урамсене тирпей-илем кÿрес, çÿп-çапран, çум курăкран тасатас, пушар хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă ыйтусене хускатрĕç. Тасалăх, хăтлăх çинчен нумай калаçатпăр, тавлашатпăр та, анчах та хăш чухне питĕ хытă ÿпкелешекенсемех, кулленхи калаçу чĕлхипе каласан, хурахлатса кăшкăракансемех, кил картишĕнчи çÿп-çапа, йăла каяшĕсене çывăхри çырмана е урамри куç тĕлне пулсах кайман вырăна тухса тăкма именсе тăмаççĕ. «Чĕлхи касать, ĕçĕ курăнмасть», – теççĕ çавăн евĕр çынсене. Ун пеккисене вара кашни утăмра тенĕ пекех курма пулать. Çурла уйăхĕн вĕçĕнче ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен кунĕ Хучел ял тăрăхĕнче те иртет. Николай Иванович çак куна хатĕрленсе тумалли ĕçсемпе паллаштарчĕ. Уйрăмах тасалăхпа тирпейлĕх çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Чылай курăмлă ĕçсем тунă, анчах та тумалли те чылай-ха.
Информаци кунне район администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче пĕтĕмлетрĕç. Кашни ушкăн ертÿçи тĕл пулу мĕнле иртнине пĕлтерчĕ, вĕсенче хускатнă ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ.