АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇИТĔНŸСЕМПЕ КĂНА ЛĂПЛАНМАСТПĂР

18 июля 2008 г.

ÇИТĔНŸСЕМПЕ КĂНА ЛĂПЛАНМАСТПĂР

Ултă уйăх хыçа юлчĕ. Çак тапхăрта предприятисемпе организацисем йăлана кĕнĕ йĕркепе кăтартусене пĕтĕмлетеççĕ. Редакцин паянхи хăни – районти ветеринари станцийĕн ертÿçи А. Степанов. Анатолий Иванович вулакансене ветеринарсен çур çулхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма хаваспах килĕшрĕ.

– Сарăлакан тĕрлĕрен инфекци чирĕсем районта ан пулччăр тесе ветеринари службин ĕçченĕсем профилактика ĕçĕсем çине тăтăшах пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çавăн пекех чирленĕ выльăх-чĕрлĕхе сыватассипе, выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем халăха сиен кÿресрен тĕрĕслевсем йĕркелессипе те тимлеççĕ.

Ветеринари специалисчĕсем районта вырнаçнă харпăрлăхăн тĕрлĕ формипе ĕçлекен 35 хуçалăхри выльăх-чĕрлĕхĕн тата Канашри чăх-чĕп фабрикинчи кайăк-кĕшĕкĕн сывлăхне пăхса тĕрĕслесе тăраççĕ. Ветеринари надзорĕн витĕмне çавăн пекех «Канаш» ЯХПКн кăлпасси туса кăларакан мини-цехĕ, В.Григорьевпа В.Миронăвăн пулă тĕтĕмлекен цехĕсем, сĕт пуçтаракан пунктсем, Канашри сыр тăвакан комбинат, курттăмăн суту-илÿ тăвакан 11 склад, çăмарта склачĕ, çурма фабрикатсем туса кăларакан 4 цех, чăх-чĕппе суту-илÿ тăвакан предпринимательсем, 46 выльăх масарĕ, районти 108 ял, пулă ĕрчетекен пĕр питомник, апат-çимĕç тата тĕрлĕрен чĕр чун сутакан 6 пасар тата райпон лавккисемпе услам тăвакансен магазинĕсем кĕреççĕ.

– Йĕркене пăсакансем пур-и; Тата вĕсене мĕнле майпа явап тыттаратăр;

– Пĕрремĕш çур çулта Ветеринари саккунĕсене пăснă 108 тĕслĕх тупса палăртнă, кашни тĕслĕхпех предписанисем çырнă пулнă. Районта чĕрĕ выльăхпа кайăк-кĕшĕке тата выльăх-чĕрлĕх продукцине турттарнине тăтăшах тĕрĕслесе тăратпăр. Саккунпа çирĕплетнĕ йĕркесене пăснăшăн пилĕк çынна 2500 тенкĕлĕх административлă майпа явап тыттарнă.

– Ĕç планĕ еплерех пурнăçланса пырать-ха;

– Эпизооти лару-тăрăвне çирĕп йĕркере тытса пырас тĕллевпе диагностикăпа мониторинг тĕрĕслевĕсем, вакцинаци тата прививкăсем туса ирттересси планпа килĕшÿллĕн пулса пырать. Кăçалхи ултă уйăхра 1738 лашана диагностика тĕрĕслевĕ туса ирттернĕ (планăн 102 проценчĕ), 7753 мăйракаллă шултра выльăха – бруцеллез çине (103 проц.), вибриозпа трихомоноз çине – 51 пуç (106 проц.), туберкулез çине – 14464 выльăха (114 проц.), мăйракаллă пĕчĕк 18 выльăха – бруцеллез çине (105 прц.), 186 сыснана туберкулез çине (106 проц.) тĕрĕсленĕ. Профилактика тĕлĕшĕпе мăйракаллă шултра выльăха çĕпĕр язвинчен прививка тăвасси планăн 106 проценчĕпе танлашнă.

– Уртаракан чирпе лару-тăру еплерех;

– Ултă уйăхра уртаракан чир паллисене тупса палăртнă пилĕк тĕслĕх пур. Алешево ялĕнче çак чирпе тилĕ чирленине палăртнă, Пинерте – ĕне, Киров ячĕллĕ ЯХПКн Калиновка ялĕнчи сĕт-çу комплексĕнче – пăру, асăннă хуçалăхăн Калиновка ялĕнчи утарта – йытă, Канаш лесничествин Энтриял ял тăрăхне кĕрекен 20-мĕш кварталта тилĕ аптăраса ÿкнĕ. Уртаракан чире сарма пултаракан çапкаланчăк йытăсемпе кушаксене тытса çывăрттарса яма районпа хулара 18 бригада ĕçлеççĕ. Вĕсем çур çулта ирĕккĕн çÿрекен 834 йытăпа 22 кушака тытса çывăрттарса янă. Профилактика тĕлĕшĕпе районпа хулари 3847 йытта, 356 кушака, 18 лашана, 1656 мăйракаллă шултра выльăха, 649 мăйракаллă пĕчĕк выльăха тата 88 сыснана асăннă чиртен вакцинаци тунă. Чир паллине тупса палăртиччен 47 йытта тата пĕр кушака килтен илсе тухса çÿреме вăхăтлăх чартарнă. Тăватă йытăпа икĕ тилĕ виллине лаборатори тĕрĕслевĕ витĕр кăларнă.

– Лейкоз çинче кĕскен чарăнса тăраймăр-ши;

– Юлашки çулсенче лейкоз вирусĕпе лару-тăру йĕркене кĕрсе пыни палăрать. Енчен те 2002 çулта тĕрĕсленĕ 8714 выльăхран 277-шĕ инфекциллĕ пулнă пулсан (3, 2 процент), 2005 çулта лейкозлă ĕнесен кăтартăвĕ 1, 1 процентпа кăна танлашнă. Кăçал пирĕн районта лейкоз вирусĕ лекнĕ 14 ĕне шутланса тăрать (6621 выльăха тĕрĕсленĕ) ку – 0, 2 процентпа танлашать. Сиккасси, Ухман, Кивĕ тата Çĕнĕ Шелттем ялĕсенче те лейкозлă ĕнесен шучĕ çулран-çул чакса пырать. Шаккăл тата Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕсенче ĕнесене лейкоз вирусĕ çине тĕрĕслеттерме кăмăл тумаççĕ курăнать. Юн илме килсессĕн те выльăхĕсене палăртнă вырăна илсе тухмаççĕ. Çакăн пек ялсем районта тата та тĕл пулкалаççĕ, ветспециалистсене пĕлтерĕшлĕ ĕçе тивĕçлĕ шайра туса ирттермешкĕн ял тăрăхĕн пуçлăхĕсенчен пулăшу ыйтас килет.

– Анатолий Иванович, кайăк-кĕшĕк грипĕ çинчен массăлла информаци хатĕрĕсенче пĕр хушă шавланă хыççăн лăпланчĕç курăнать, эсир çак чир çинчен мĕн калама пултаратăр-ха;

– Сыхланакана Турă та сыхлать, – теççĕ халăхра. Кăçал профилактика тĕлĕшĕпе 45226 кайăк-кĕшĕкпе хур-кăвакала грипран прививка туса ирттернĕ. Çак чир çине Шупашкарти лабораторие 158 проба тăратнă. Саккăрăшне – çут çанталăкри кайăксенчен, çĕр аллăшне Канашри чăх-чĕп фабрикинчен илсе кайнă пулнă. Анализсен кăтартăвĕсем кайăк-кĕшĕк грипĕ пирĕн тăрăхра çуккине çирĕплетнĕ. Прививкăсене туса ирттернĕ хыççăн тепĕр уйăхран Сухайкасси, Сиккасси, Янкăлч тата Асхва ял тăрăхĕсенчен 25-шер проба илсе тепĕр хут тĕрĕслеве тăратнă пулнă. Тĕрĕслев кăтартăвĕсем чăх-чĕпсен иммун системи лайăх аталаннине кăтартнă.

Çуркуннехи тапхăрта çулсеренех выльăх масарĕсене тĕрĕслесе çаврăнатпăр. Районти кашни масарăн хăйĕн номерĕ пур тата çавăн пекех кашнин çинех ветеринарипе санитари карточки уçнă. Тĕрĕслев çакна кăтартнă: выльăх масарĕсем çумĕнче çĕр ĕçĕсем туса ирттермеççĕ, хальтерех выльăх виллисем чавса чикнĕ тĕслĕхсем çук. Кашни масар çинех кĕтÿ кĕтме, утă çулма тата ытти ĕçсем тума чаракан ятарлă асăрхаттару табличкисем вырнаçтарнă. Анчах та пур масар çинче те çак ĕçе тивĕçлĕн вĕçне-хĕрне илсе çитереймен, çакă Янкăлч тата Чакаç ял тăрăхĕсенче уйрăмах курăмлă.

Выльăх-чĕрлĕх витисене дезинфекцилесси планпа килĕшÿллĕн пулса пынă, çак ĕçсене çулталăкăн виççĕмĕш кварталĕнче вĕçлеме палăртнă.

Пĕрремĕш çур çулта 24 мăйракаллă шултра выльăх тата 6 сысна вилнине шута илнĕ. Çак кăтарту ытти çулсемпе илсен чакни палăрать. Выльăх виллисене пурне те Çĕрпÿри шăмă çăнăхĕ хатĕрлекен завода ăсатнă.

– Районта выльăх-чĕрлĕх шучĕ чакса пыни çинчен мĕн калама пултаратăр;

– Чăнахах та, районта сăвакан ĕнесен йышĕ чакса пыни пире питех те пăшăрхантарать. Çулталăк пуçланнăранпа вĕсен шучĕ 42 пуç чухлĕ чакрĕ, çав вăхăтрах иртнĕ уйăхра 10 пуç хушăнчĕ. Юлашки вăхăтра район администрацийĕн АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай специалисчĕсемпе калаçса килĕшмесĕр Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ хуçалăх ĕнесен шутне палăрмаллах чакарнă. Анчах та çав вăхăтрах ĕнесен шутне ÿстерес текенсем те çук мар районта. «Пинер» тулли мар яваплă пĕрлĕх, сăмах май, Белгород облаçĕнчен халь-халь пăрулама тытăнакан 161 пушмак пăру туянса килнĕ. Ĕнисем пурте ула-хĕрлĕ, вĕсен хушшинче йĕкреш пăруллаканнисем те пулнă. Ĕнесене Шăхал ялĕнчи витене вырнаçтарнă, вырăнта пурăнакансем ĕç вырăнĕ тупăннишĕн савăннине пытармасăрах пĕлтереççĕ. Çитес вăхăтра Киров ячĕллĕ ЯХПК та ĕнесен шутне ÿстерме палăртать. Николай Степанович тата Юрий Петрович пек мал ĕмĕтлĕ ертÿçĕсем районта тата та ытларах пулсан кăтартусем палăрмаллах ÿснĕ пулĕччĕç.

ŸкерчĔкре: (çÿлте) Г.Степанов ветврач экспертиза тăвать.

Сăн ÿкерчĕкĕсем авторăн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика