18 июля 2008 г.
Утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта 42 пушар тухнă. «Хĕрлĕ автансем» 1205, 3 пин тенкĕлĕх сиен кÿнĕ. Вут-çулăм 8 çын пурнăçне пĕтернĕ, çав шутран иккĕшĕ – ачасем. Тăватă çын хытах пиçсе кайнă. Иртнĕ çул çак тапхăрта 35 хутчен вут-çулăм алхаснă, 6 çын пурнăçĕ татăлнă, 1 ача вилнĕ. Пушарсем 1050, 4 пин тенкĕлĕх сиен кÿнĕ. Çак кунсенче пирĕн ĕçтеш патшалăхăн пушар сăнавĕн Канаш хулипе тата районĕпе ĕçлекен уйрăмĕн пуçлăхĕпе Ф.Смирновпа тĕл пулнă, ăна ыйтусене хуравлама ыйтнă.
– Федор Алексеевич, пушарсен тĕп сăлтавĕсем мĕнре-ха;
– Пурăнмалли çуртсенче 37 пушар тухнă, транспортра – 2, коллективлă садсенче – 2, ытти çĕрте –1. Инкексен тĕп сăлтавĕсене каласа хăварар-ха. Вĕсем – вут-кăварпа асăрхануллă пулманни (13 тĕслĕх, пĕлтĕр çак тапхăрта 12 пулнă), электрохатĕрсене кирлĕ пек вырнаçтарманни тата вĕсемпе тĕрĕс усă курманни (8), кăмакасем юсавсăр пулни (9), газ приборĕсемпе усă курнă чухне пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнманни (1), механизмсемпе агрегатсене юсаса çитерменни (2), ача-пăча айкашăвĕ (4), вут тĕртни (2).
– Хăш ял тăрăхĕсен территорийĕсенче вут-çулăмра çын пурнăçĕ татăлнă;
– Этем ĕмĕрĕнче пурнăç темрен те хаклă. Шел, пур чухне те çакăн пирки тĕплĕн шухăшлама, ăна упрама пĕлейместпĕр-ха. Тимсĕрĕлĕх, эрех-сăрапа иртĕхни, пирус туртнă чухне е вут-кăварпа асăрхануллă пулманни нимпе тÿрлетейми йăнăш, пысăк инкек патне илсе çитереççĕ. Кăçалхи ултă уйăхра Чакаç, Çĕнĕ Чалкасси, Карăклă ял тăрăхĕсенче икшер çын пушарта вилнĕ, Асхва тата Кăшнаруй ял тăрăхĕсен территорийĕсенче – пĕрер çын.
– Çĕртме уйăхĕ мĕнле иртсе кайрĕ;
– Иртнĕ уйăхра районта виçĕ пушар алхаснă. Ку пĕлтĕрхи çак уйăхринчен 5 пушар сахалтарах. Уйăх пуçламăшĕнче çĕрле Ушанар ялĕнче пурăнакан 57 çулти хĕрарăм хуçалăхĕнчи сарай çийĕн çăра тĕтĕм явăнма тытăннă. Такам тĕртсе хăварнă пуль теççĕ. Вут-çулăма вăхăтра сÿнтерни пысăк тăкак кÿмен. Çĕртмен 19-мĕшĕнче те сарай çуннă. Инкек тÿсекенĕ – Кайри Ăнтавăш ялĕнчи 80 çулти ватă. Вут-çулăм ытти хуралтăсем çине те сиксе ÿкнĕ. Пушар сăлтавĕ – электрохатĕрсене вырнаçтармалли йĕркесене пăснинче. Тепĕр икĕ кунтан Сухайкасси ялĕнче механизмсемпе узелсем юсавсăр пулнипе «Ока» автомобиле вут хыпса илнĕ. Салон пĕтĕмпех çунса кайнă.
Сăнавпа профилактика мероприятийĕсен планĕпе килĕшÿллĕн çĕртме уйăхĕнче экономика объекчĕсене тата ытти çуртсен хăрушсăрлăхĕ çине тимлĕх уйăрас енĕпе тĕрĕслевсем ирттернĕ. Тĕрĕслевсен кăтартăвĕсемпе актсем çырнă, тупса палăртнă çитменлĕхсене пĕтерме хушнă.
– Патшалăхăн пушар сăнавĕн Канаш хулипе тата районĕпе ĕçлекен уйрăмĕ вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе çирĕппĕн çыхăнса ĕçлет пулин те, ял тăрăхĕсен администрацийĕсем хăйсен территорийĕсенчи пушар хăрушсăрлăхĕ çине кирлĕ пек тимлĕх уйăрманни сисĕнет. Çак енĕпе вĕсене мĕн сĕннĕ пулăттăр эсир;
– Утă, витаминлă курăк çăнăхĕ хатĕрленĕ, тыр-пул пухса кĕртнĕ вăхăтра вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен май килнĕ таран тулли мерăсем йышăнмалла. Вĕренÿ учрежденийĕсене ертсе пыракансен, ачасен сывлăхне çирĕплетекен тата ĕçпе кану лагерĕсенче пушар хăрушсăрлăхĕ туса памалла. Ял хуçалăх организацийĕсен, предприятийĕсен вырма техникине, йĕтемсене, тырă склачĕсене, элеватора, тырă йышăнакан пунктсене, çĕнĕ тыр-пулăн ытти объекчĕсене тĕрĕслессине йĕркелемелле. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерсе тăрас енĕпе мероприятисем палăртса вĕсене плана, ял территорийĕн схемипе аталанăвне кĕртмелле.