АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АХАЛЬЛИ МАР, ЫЛТĂННИ

18 июля 2008 г.

АХАЛЬЛИ МАР, ЫЛТĂННИ

Çÿлти Вăрманьялта хисеплĕ ватăсем сахал мар. Паянхи сăмах Илларионовсем пирки пырĕ. Вĕсем çинчен калаçма вара сăлтавĕ те пур: Геннадий Илларионовичпа Нина Степановна пурнăçра пĕр çулпа алла-аллăн тытăнса утма пуçланăранпа утă уйăхĕн 21-мĕш кунĕнче çур ĕмĕр çитет. Тепĕр пилĕк кунтан, шăматкун, вĕсем тăван-пĕлĕшĕсемпе пĕрле хăйсен ылтăн туйне паллă тăвĕç. Кашни çын пурнăçĕнче ĕмĕрлĕхех асра юлакан туйăн 50 çулхи юбилейĕ упăшкипе арăмĕ çулсем витĕр йăтса тухнă юрату çав тери пысăк пулнине пĕлтерет. «Çав кун вĕсене тем те парнелеме юрать, анчах та çав япаласем ылтăнран е ылтăнланисем пулмалла», – теççĕ халăхра. Çак ырă йăла кулленхи пурнăçра тарăн тымара кайнă.

Геннадий Илларионович хăй çут тĕнчене килни çинчен сассине 1931 çулхи юпа уйăхĕн 25-мĕш кунĕнче панă. Унăн ачалăхĕ йывăр вăхăтра иртнĕ. Йĕркеллĕ тăхăнайман, тăраниччен апатне çиеймен. Вăрçă çулĕсенче ватăсемпе тата хĕрарăмсемпе пĕрле колхоз ĕçĕсене хутшăннă. Çĕнтерĕве çывăхлатас тесе ырми-канми тăрăшнă. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл хăйне вăрçă ачи тет. Ÿссе çитсен Канашри вакунсем юсакан завода çул тытнă, хăйне ĕçе илме ыйтса хут çырнă. Çирĕп хул-çурăмлă çамрăка стропальщика лартнă. Шаннă ĕçе тÿрре кăларнă Геннадий: чĕрĕк ĕмĕр ытла Илларионов республикăри чи пысăк заводсенчен пĕринче вăй хунă. Хăйĕн тăрăшулăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе вăл чукун çул ĕçченĕн наградисене тивĕç пулнă, вакунсем юсакан завод администрацийĕ ăна парнесем, премисем парса хавхалантарнă. Хăй мĕн пĕлнине, пухăннă опытне хаваспах çамрăксене панă, вĕсене ĕçпе те, сăмахпа та пулăшса пынă. Вĕсенчен хăшĕ-пĕрисем паянхи кун та ăна ырăпа асăнаççĕ: «Гена пичче, тав сана», – теççĕ.

Çулсем ватлăх енне сулăнсан Геннадий Илларионович «Урожай» совхозăн тĕрлĕ ĕçĕсенче тăрăшнă. Чылай çул хуçалăхăн выльăх-чĕрлĕхне пăхнă. Кунта та вăл шаннă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа, совеç хушнă пек туса пынă. Пухусенче, уявсенче лайăх ĕçлекенсен ячĕсене палăртнисен хушшинче унăн хушамачĕ те илтĕннĕ.

Малалла сăмах Геннадий Илларионович мăшăрĕ Нина Степановна çинчен пырĕ. Унăн ачалăхĕ хамăр районти Ямăрса ялĕнче иртнĕ, вăл 1939 çулти раштавăн 5-мĕшĕнче çут тĕнчене тухнă. Унăн амăшĕ питĕ ир çĕре кĕнĕ. Тăлăха инкĕшĕ пăхса ÿстернĕ, пиччĕшĕ вăй çитнĕ таран пулăшнă. Çамрăк çамрăках çав – якарах тумланас, тутлăрах çиес, нумайрах пĕлес, таçта та çитсе курас, хăйне юраттарас килет. Нина та çавăн пекех пулнă. Уйрăмах унăн лайăх тумтир тăхăнас килнĕ, тĕрĕсрех каласан – çынтан юличчен, муртан юл теççĕ. Çичĕ класс вĕренсе пĕтерсен çамрăк хĕр Ленинград облаçне торф кăларма кайнă. Çи-пуç начар, урара – резина калуш, хырăм ялан тенĕ пекех пушă. Çăмăл пулман Нинăна. Виçĕ çул чăваш хĕрĕ шурлăхлă вырăнта нушаланнă – торф кăларнă. Хăйне тыткаламалăх укçа ĕçлесе илсен Нина тăван Ямăрсана таврăннă. Пĕррехинче Вăрманьял каччипе, Геннадипе, паллашнă. Тăтăшах тĕл пулма тытăнаççĕ, майĕпен туслăх юратăва куçнă. Кĕçех туй та пулнă. Нина совхозра ĕçленĕ. Бригадир хушнă кирек мĕнле ĕçе те вăхăтра пурнăçланă, çакăншăн ăна хуçалăха ертсе пыраканĕсем те, пĕрле ĕçлекенĕсем те хисепленĕ. Çулсем иртнĕçемĕн çемье те хушăнса пынă. Нина савнă мăшăрне виçĕ хĕрпе икĕ ывăл çуратса панă. Ачисем пĕринчен тепри лайăх, ашшĕпе амăшĕ пекех ĕçчен, ырă кăмăллă. Халĕ пурте вĕсем çемьеллĕ, ача-пăчаллă. Нумаях пулмасть Нина Степановнапа Геннадий Илларионович аслă асаннепе асатте ятне илтрĕç. Алевтина хĕрĕ тата виçĕ мăнукĕ вакунсем юсакан заводра, Лена резецсен заводĕнче, Вера Шупашкарти электроаппаратура заводĕнче ĕçлеççĕ. Вячеслав ятлă ывăлĕ хулапа район прокурорне турттарать. Сергей «Канашгаздорсервис» тулли мар яваплă пĕрлĕхре вăй хурать. Вĕсем ашшĕпе амăшне ăс панăшăн, пăхса ÿстерсе çын тунăшăн, ура çине çирĕп тăратнăшăн, чун-чĕререн тав тăваççĕ, нумай çул пурăнма Турри сывлăх патăрччĕ теççĕ. Çавăн пекех Нина Степановнапа Геннадий Илларионовича кĕрÿшĕсемпе кинĕсем, мăнукĕсем, мăнукĕн ачи, тăванĕсем, пĕлĕшĕсем, кÿршисем мăшăрланнăранпа 50 çул çитнĕ ятпа хĕрÿллĕн саламлаççĕ, юман пек çирĕп сывлăх, сурпан пек вăрăм кун-çул, иксĕлми телей, канлĕ ватлăх, лăпкă пурнăç сунаççĕ. Ылтăн туй ячĕпе нумай ăшă сăмах, çепĕç юрă янăрĕ. Илларионовсем çемье уявне ял çыннисене пурне те хаçат урлă йыхравлаççĕ.

Илларионовсем – ĕç ветеранĕсем. Нина Степановнана Ача амăшĕн иккĕмĕш степеньлĕ медалĕпе наградăланă. Ватлăха пăхмасăр картиш тулли выльăх усраççĕ, ывăл-хĕрĕсене аш-пăш, сĕт-турăх парса пулăшаççĕ. Ачисемпе мăнукĕсем вара канмалли кунсене ялан тенĕ пекех Çÿлти Вăрманьялта ирттереççĕ, ватăсене кил-çуртри, картишĕнчи, пахчари ĕçсене тума пулăшаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика