АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КИЛЕН-КАЯН ПАСАРА КĔРСЕ ТУХĔ

18 июля 2008 г.

КИЛЕН-КАЯН ПАСАРА КĔРСЕ ТУХĔ

Канашри автовокзал çывăхĕнче ял хуçалăх кооперативĕн пасарĕ тăвасси мĕнле пынипе пирĕн районта пурăнакансем кăна мар, кÿршĕ районсен çыннисем те интересленсех тăраççĕ. Мĕншĕн тесен унта ÿстернĕ пахча çимĕçе, садра туса илнĕ улма-çырлана, çитĕнтернĕ выльăх-чĕрлĕхе, сĕт-çупа аш-пăша тата ытти продуктсене сутма питĕ меллĕ пулĕ. Çитменнине тата вырăнĕ пит лайăх: инçех мар автостанци, чукун çул вокзалĕ, федераллă трасса – кĕскен каласан, çул çинче.

Мĕн пытармалли пур ĕнтĕ, чылай чухне çĕршывăн тĕрлĕ регионĕсенче, уйрăмах кăнтăр енче пурăнакансем чăваш ялĕсем тăрăх машинăпа çÿресе йÿнĕ хакпа çĕр улми, купăста, сухан, кишĕр, хăяр тата ытти çимĕç йÿнĕ хакпа туянса пысăк хуласенче, кирлĕ пулсан Канаш хулинчи пасартах, хаклăрах хакпа ярăнтарса самаях услам тăваççĕ. Çавăнпа та ял тăрăхĕсенче кооперативсем йĕркелесе халăхран ытлашши продукцие пуçтарса кăçалхи авăн уйăхĕнче хута яма палăртнă çĕнĕ пасарта сутни сутаканшăн та, туянаканшăн та усăллă пулĕ. Пенсионерсен, чухăн çемьесен, уйрăмах хулара пурăнакансен, чаплă магазинсенче пахча çимĕç, улма-çырла, выльăх-чĕрлĕх продукчĕ туянма укçи çитсех каймасть, çавăнпа та вĕсем чи малтан пасара тухса утаççĕ. Кунта вара хăвна мĕн килĕшет – çавна ил, суйлама çеç ан ÿркен. Йÿнĕ те, тутлă та, экологи енчен те таса, тĕрлĕ химикатсемпе вараласа пĕтермен.

Юлашки çулсенче коллективлă садсем çум курăкпа витĕнме тытăнчĕç тени пĕртте ытлашши сăмах мар. Сад лаптăкĕсен хуçисенчен 40-50 проценчĕ çĕр ĕçне мана пуçларĕ теме те юрать. «Вăрлаççĕ, çаратаççĕ, тĕрлĕ чирĕ çимĕçе пĕтерет, уйрăмах колорадо нăрри хăшкăлтарать. Луччă пасара кайса хама мĕн тата мĕн чухлĕ кирлине туянатăп та пĕр шиксĕр хĕл каçатăп», – тенине тăтăшах илтме пулать. Кĕр кунĕсем кĕрлесе çитсен хула çыннисем черет тăрса тенĕ пек миххи-миххипе пахча çимĕç сутăн илни хальхи пурнăçа çирĕп кĕрсе вырнаçрĕ ĕнтĕ. Çак пулăм пурнăç хăй çуратнă хăйне евĕрлĕ саккун пулса тăчĕ. Ĕçлекен çынсем халĕ укçа-тенкĕ енчен хĕсĕкех мар, ĕç укçисем те начар мар, унччен хавшанă предприятисем çĕнĕрен вăй илсе аталанаççĕ.

Пулас пасар территорийĕ 2, 6 гектар йышăнĕ, суту-илÿ лаптăкĕ – 1, 6 гектар. Унта суту-илÿ речĕсем, аш-какай тата пулă сутмалли павильон, сутă тумалли вырăнсем 800, автомобильтен сутмалли лаптăк, обществăлла туалет, автотранспорт лартмалли тата выльăх-чĕрлĕх сутмалли тăрăллă вырăнсем пулĕç. Территори тавра йывăç-тĕмĕ лартĕç, урнăсем, çуп-çап тăкмалли контейнерсем вырнаçтарĕç. Пасар территорине, унта кĕмелли çулсене асфальт сарĕç. Строительство ĕçĕсене «Вăтам Атăл» акционерсен хупă пĕрлĕхĕн коллективĕ С.Шамуков ертсе пынипе тăвать.

Ял хуçалăх тата ял хуçалăх кооперативĕн пасарĕсене республикăри кашни хулапа районта тума йышăннă. Çак енĕпе ĕçсем мĕнле пынине сÿтсе явас тĕллевпе Чăваш Республикин Ял хуçалăх тата Экономика аталанăвĕпе суту-илÿ министерствисем ытларикун пирĕн районта канашлу ирттерчĕç. Унăн ĕçне М.Игнатьевпа И.Моторин министрсем, Чăваш Республикин ĕç тăвакан влаç органĕсен, федерацин ĕç тăвакан влаç органĕсен территори органĕсен, муниципаллă район администрацийĕсен представителĕсем, ĕçлекен тата тума пуçланă ял хуçалăх тата ял хуçалăх кооперативĕн пасарĕсен ертÿçисем, çак ĕçпе интересленекенсем хутшăнчĕç. Вĕсемпе район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов паллаштарчĕ.

Канашлăвăн пĕрремĕш пайĕ строительство объектĕнче иртрĕ. Райадминистрацин АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ В.Никоноров, пасар директорĕн ĕçĕсене те вăлах туса пырать, ял хуçалăх кооперативĕн пасарĕ тăвасси епле пынипе паллаштарчĕ, ыйтусене хуравларĕ. Валерий Геннадьевич пĕлтернĕ тăрăх, строительство объектĕнче 15 миллион тенкĕлĕх ĕç тунă. Ĕçсене малалла тăсма тата 25 миллион тенкĕ кредит илме палăртнă. Канашлăва хутшăнакансем пулас павильонта чылай тытăнса тăчĕç. Кунта вĕсем «Вăтам Атăл» акционерсен хупă пĕрлĕхĕн генеральнăй директорĕ С.Шамуков тата унăн çумĕ П.Кузнецов стройкăри лару-тăру çинчен каласа панине итлерĕç, хăйсене интереслентерекен ыйтусем çине тивĕçлĕ хуравсем илчĕç. Стройка пуçлăхĕсем каланă тăрăх, объекта палăртнă вăхăтра, кăçалхи авăн уйăхĕнче, хута яма майсем çителĕклĕ.

Канашлу район администрацийĕн ларусем ирттермелли залне куçрĕ. Ăна республикăн ял хуçалăх министрĕ М.Игнатьев ертсе пычĕ. Вăл райадминистраци пуçлăхне В.Софронова сăмах пачĕ. Владислав Васильевич кĕскен районăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, ял хуçалăх кооперативĕн пасарне тăвас енĕпе пухăннă опыт çинчен каласа пачĕ. Республикăри апат-çимĕç предприятийĕсене Канаш районĕн пасарĕнче магазинсем уçассине палăртса хума сĕнчĕ, предпринимательсем валли те суту-илÿ вырăнĕ яланах тупăнассси çинчен пĕлтерчĕ.

Экономика аталанăвĕпе суту-илÿ министрĕ И.Моторин ял хуçалăх тата ял хуçалăх кооперативĕн пасарĕсене йĕркелес ыйту çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Пасарсем уйрăмах хуласене питĕ кирлине палăртрĕ. Çавăн пекех Иван Борисович строительство ĕçĕсене ăçта пуçлассине малтанах тĕплĕ шутламалли çинчен пусарсах каларĕ. Çапла калама вара сăлтавĕ пур: темиçе районта пулас пасар вырăнĕсене улăштарма тивнĕ. Ял хуçалăх министрĕн çумĕ С.Димитриев районсенче пасарсем тăвасси мĕнле пынине тишкерсе тухрĕ. Вăл çак ĕç вăраххăн аталаннине, унăн сăлтавĕсене залра ларакансем патне çитерчĕ. Çавăн пекех канашлура Раççей ял хуçалăх тата Раççейри потребительсен сăнавĕсен Управленийĕсен пуçлăхĕсен çумĕсем А.Андреевпа В.Сергеева, «Раççей ял хуçалăх банкĕ» акционерсен уçă пĕрлĕхĕн Чăваш регионĕнчи филиалĕн директорĕн çумĕ Т.Терентьева сăмах каларĕç, залран панă ыйтусене хуравларĕç.

Канашлăва М.Игнатьев министр пĕтĕмлетрĕ. Михаил Васильевич республикăри хула тата район администрацийĕсен представителĕсене ял хуçалăх тата ял хуçалăх кооперативĕн пасарĕсене тăвассине хăвăртлатас енĕпе мĕнле мерăсем йышăнни çинчен Чăваш Республикин Министрсен Кабинетне утă уйăхĕн 25-мĕшĕччен пĕлтерме хушрĕ. Чăваш Республики вара çак енĕпе тума палăртнă ĕçсем пирки Раççей Федерацийĕн Правительствине пĕлтерĕ. Юлашкинчен министр район администрацийĕн пуçлăхне В.Софронова канашлăва йĕркелесе ирттерме пулăшнăшăн тав турĕ.

Сăн ÿкерчĕкĕсем авторăн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика