16 июля 2008 г.
Çак ĕç иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче пулса иртнĕччĕ. Пысăках мар хула хĕрринче хуçалăх таварĕсем сутакан кирпĕч магазин вырнаçтарнăччĕ. Чăн-чăн инкек йăвиччĕ вăл. Виçĕ çул хушшинче кашни уйăхрах пĕр е икĕ хутчен çаратса каятчĕç ăна. Кашни 10 çаратуран виççĕшне кăна тупса палăртатчĕç. Вырăнти милицин кăтартăвĕсем япăх пулнинчен тĕлĕнме те кирлĕ мар-тăр.
Йĕркесĕрлĕхе пĕтерес енĕпе нимĕн те тумаççĕ теме çукчĕ-ха. Магазина вăл вăхăтра чи сисĕмлĕ сигнализаци вырнаçтарнăччĕ, алăкĕ те çирĕп хулăн тимĕртенччĕ. Шалта та вăрăсене улталамалли тĕрлĕ хими "капканĕсем" лартса тухнă. Çĕрлесерен милици патрулĕ асăннă магазина темиçе хутчен кайса тĕрĕслетчĕ. Анчах та вăрăсем çак лару-тăрура та лавккана кĕрсе тухма май тупатчĕç.
Тĕлĕнтермĕш объект тĕлĕнче ятарлă хурал посчĕ лартма та шутланăччĕ. Анчах хула суту-илĕвĕн директорĕ хакла ларать тесе ку шухăша хирĕçлерĕ, укçа уйăрма килĕшмерĕ. Çак нуша каллех милици çине тиенчĕ.
Хăçанччен тăсăлатчĕ-ши инкек, никамшăн та паллă мар. Телее, пĕррехинче...
Вăл кун ирех 30 градус сивĕччĕ, каç кÿлĕм температура 40 урлă та каçрĕ. Кунашкал çанталăкра усал хуçа та йыттине урама кăлармасть. Çакăнпа усă курма шутланă та ĕнтĕ виçĕ çамрăк вăрăран тăракан ушкăн.
Вĕсенчен пĕри, электротехникăна лайăх чухлаканскер, хальхинче те сыхлав сигнализацине ăнăçлă сÿнтернĕ. Тепĕр иккĕшĕ виçĕ çăрана лумпа çăмăллăнах хирсе кăларнă. Вăрăсен ĕçĕ халичченхи пекех ăнса пынă. Тĕрлĕ тавара икĕ михĕ ăшне чыхса тултарма тытăннă. Анчах та...
Шăпах вăхăтра çитнĕ магазина патруль. Алăк çинче çăрасем çуккине асăрхаса çурта хупăрласа илнĕ, вăрăсем хайхи капкăна лекнĕ. Вĕсен парăннине палăртса аллисене çĕклесе тухмалли кăна юлнă. Анчах та вĕсенчен чи асли, Софронов, вăрланăшăн ларса тухнăскер, решетке хыçне тепĕр хут ăсанма шутламан.
Вăл хушнипе юлташĕсен йĕрке хуралçисене парăнма тивнĕ, хăй вара пĕр курупка ăшне кĕрсе пытаннă. Икĕ вăрра çыхса лартнă хыççăн икĕ милиционер магазина кĕрсе пăхкаланă, анчах Софронова тупайман. Кăшт çутăлсан тепĕр хут тĕплĕн тĕрĕслеме шутланă, алăка çĕнĕ виçĕ çăрапа питĕрсе илнĕ те ирччен нимĕн те пулас çуккине шанса пăрахса кайнă.
Халĕ ĕнтĕ Софроновăн йĕрке хуралçисем тепĕр хут киличчен кунтан хăвăртрах шăвăнмалла. Анчах мĕнле; Чÿречесем – çирĕп решеткеллĕ, тимĕр алăк витĕр тухасси пирки шутлама та кирлĕ мар. Софронов чăннипех тыткăна çакланнă, çăлăнма нимĕнле май та шухăшласа тупайман.
Çапла пĕр сехет ытла кулянса ларнă вăл. Шанчăк пĕтнипе 2 сехетре çывăрма шутланă. Ирхине кирек мĕн пултăр! Ватин тÿкĕ çине выртнă кăна – алăка тултан такам уçма хăтланнине сиснĕ. Нивушлĕ магазин хуçи; Епле савăнăç! Унран тарса хăтăлма вăй çитеретех вăл. Пĕлеймен çав халăх пурлăхне хапсăнакан алăка хăй пекех икĕ путсĕр лумпа хăйăрнине. Вăрăсем графикпа ĕçлемеççĕ, çарату планĕсене пĕр-пĕрне пĕлтермеççĕ-çке. Софронов çапла шухăш тытнă: алăкран кĕрекен пуçлăха питĕ хытă хăратса пăрахмалла та леш аптраса кайнипе усă курса пĕр чăрмавсăр тухса тармалла. Çавăнпа та вăл хăратмăш мĕлке пек пулма хатĕрленсе тăнă. Шурă çĕтĕк татăкĕ тупса куçĕ валли икĕ шăтăк тунă та пуçне витнĕ. Çакă палач калпакĕ пекех курăннă.
Алăк уçăлма пуçласан Софронов ун çывăхнерех пырса тăнă. Алăкран кĕрекенсем михĕ йăтнă икĕ çамрăк çын иккенне курсан вăл тĕлĕннĕ пулин те хăрушшăн çухăрса янă:
– Аха, лекрĕр-и!
Вăрăсенчен пĕри хытă хăранипе тăнне çухатса тÿрех урайне ÿкнĕ. Анчах та теприн нервисем çирĕпрех пулнă курăнать. Вăл хăратмăш мĕлкесене ĕненмен. Софронов магазинран тухса тарма пĕр-ик утăм тусанах ăна питĕнчен янклаттарса янă. Çакна кĕтмен Софронов тăнсăр выртакан каччă çине тĕшĕрĕлсе аннă. Çапаканни хăйĕн юлташне пăрахса тарма пултарайман, ăна питĕнчен юрпа сăтăрса тăна кĕртме хыпаланнă.
Шăпах çак вăхăтра лавкка тĕлне милици патрулĕн машини çитсе чарăннă. Шалти ĕçсен хулари пайĕн дежурнăйĕ сигнализацисĕр хăварнă магазина тепĕр хут тĕрĕслеме шутланă-мĕн.
Хальхинче милицин виçĕ вăрра çыхма тивнĕ. Çак ĕç хыççăн çулталăк ытла магазина, урăх вăрăсем ÿссе çитĕниччен, çаратакан пулман. Ку вара пачах урăх истори.