16 июля 2008 г.

Сухайкасси вăтам шкулĕнче пуçламăш классене вĕрентекен Л.Зотиковапа Канаш хулинчи Культура керменĕнче районти пултаруллă ачасен «Канаш ен мерченĕсем» фестивалĕ иртнĕ чухне паллашнăччĕ. Сухайкассин çамрăк артисчĕсен ушкăнне вăл, чăваш хĕрарăмĕн ĕлĕкхи тумне тăхăннăскер, баян каласа ташлаттарнă хыççăн тепĕр номерпе сцена çине тухма хатĕрлес тесе грим пÿлĕмне илсе кĕчĕ. Мана унăн хаклă вăхăтне пĕр минутлăха «вăрласа» илме май килчĕ: Лидия Никандровнана баянне тăстарса ярса сăн ÿкерсе илтĕм. Калаçса тăма вăхăт пулмарĕ, çавăнпа та ĕçри телефон номерне блокнот çине çырса илтĕм те сыв пуллашрăм. Тем вăхăтран, унтанпа виçĕ уйăх та иртрĕ пуль, Лидия Никандровнапа телефонпа çыхăнса калаçма тÿр килчĕ.
Л.Зотикован ачалăхĕ Шăмăршă районĕнчи Палтиел ялĕнче иртнĕ. Ялти шкула вĕренсе пĕтерсе ачалăхпа сыв пуллашсан малашнехи пурнăç тĕллевне ăна Света ятлă юлташĕ кăтартнă тесен пĕртте йăнăш пулас çук.
– Лида, атя педучилищĕне вĕренме каятпăр. Унта тем те вĕрентеççĕ: ÿкерме те, ал ĕç тума та, баян калама та, ташлама-юрлама та, фотоапппаратпа усă курма та. Юлташсем нумай пулĕç, студентсен пурнăçĕ епле хаваслă интереслĕ теççĕ тата! – илĕртнĕ Лидăна тусĕ.
Килĕшнĕ унпа Лида, тĕрĕсрех каласан, иртеймен унăн сăмахĕсенчен. Учительсем аслă пĕлÿ илме ÿкĕтленине хăлхана та чикмен вăл. Çитменнине тата питĕ вĕренес, пурне те пĕлес килнĕ çамрăк хĕрĕн. Вăт çапла Лида ашшĕ-амăш килне общежитинчи пÿлĕмпе улăштарнă. Экзаменсене ăнăçлă тытса педагогика училищин алăкне хăюллăнах туртса уçнă. Унăн юлташĕ вара, Света, конкурс витĕр тухайман. Анчах та вăл çакăншăн питех кулянман, тытнă та кĕнĕ медучилищĕне вĕренме.
– Йăнăшмарĕ ман хĕр-тусăм, темиçе çултан унран пит лайăх медсестра пулса тăчĕ, – терĕ манпа калаçакан.
Лида вĕренÿре те, вĕренÿ заведенийĕн пурнăçĕнче те активлă пулнă. Чăнах та нумай япалана вĕреннĕ вăл кунта. Алла пуçламăш классен учителĕн дипломне илсен Лида тăван ялах таврăннă, ачасене музыка вĕрентме пуçланă. Пĕррехинче шкула Чăваш патшалăх университечĕн физикăпа математика факультетне вĕренсе пĕтернĕ çамрăк ĕçлеме килнĕ. Валера, çакăн пек ятлă пулнă вăл, Лидăна куç хывнă, майĕпен юрату амаланнă. Часах икĕ вĕри чĕре пĕр çемĕпе тапма пуçланă. Пĕрлешнĕ хыççăн çамрăк мăшăр Шеллтем вăтам шкулĕнче ĕçлеме тытăннă. Лида Ульяновскри патшалăх педагогика университечĕн географи факультетне куçăмсăр майпа вĕренме кĕнĕ. Валерий Викторович физика, Лидия Никандровна музыка, географи вĕрентнĕ.
Мăшăрĕн тăван ялĕ Сухайкасси пулнă май, 1982 çулта Валерипе Лидия çак яла куçса килсе тымар яраççĕ. Иккĕшне те вырăнти вăтам шкул коллективĕ хăйĕн йышне йышăнать. Лидия Никандровна пуçламăш классене вĕрентет. Тăрăшса ĕçлет вăл. Пулас ăрăва тарăн пĕлÿ тата тĕрĕс воспитани парас ĕçри çитĕнÿсемшĕн ăна 1990 çулта «Раççей Федерацийĕн çут ĕç отличникĕ» хисеплĕ ят параççĕ. Хисеп грамотисен шучĕ те çулсерен ÿссе пынă. Педагогика стажĕ 35 çула яхăн.
– Чăваш телевиденийĕпе А.Васильев юрăç ертсе пыракан «Янра, хут купăс» передачăна курма питĕ юрататтăмчĕ, шел çав ăшă материал экран çинчен çухалчĕ. Çав передачăсене пăхса кăмăла ирĕке янă вăхăтра хут купăс калама вĕрентĕм, малтан эпĕ алла ялан баян тытаттăм. Халĕ ачасене тĕрлĕ пултарулăх конкурсĕсене, фестивальсене хатĕрленĕ чухне купăспа та усă куратăп. Темшĕн-çке пире, ял сывлăшĕпе ÿснĕ çынсене, купăс саси чуна çывăхрах. Çакă, паллах, туйĕ-уявĕ купăспа иртнинчен те килет пулас, ахăртнех, – тет Л.Зотикова.
Лидия Никандровна пушă вăхăтра ал ĕç тума кăмăллать. Вăл тĕрĕ тĕрлеме ăста. Ÿкерчĕкĕсене хăех тăвать – пейзажсем, чĕр чунсем, юмахсенчи сăнарсем, хĕм сапан чечексем. Вăл хатĕрленĕ хитре кавирсене, минтер пичĕсене, ал шăллисене, сĕтел çиттисене, ал тутрисене пĕрре мар куравсене тăратнă. Вĕсемшĕн сахал мар парне, диплом илнĕ. Çак пултарулăх унăн Наташа ятлă хĕрĕнче те пур: тĕрлет, ÿкерет, çыхать. Унăн Юля ятлă хĕрĕ ÿсет. Вăл та кукамăшĕ пекех маттур, уйрăмах юрлама хавас.