АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ĔÇСĔРРИСЕН ЙЫШĔ ПĔЧĔКЛЕНЕТ

16 июля 2008 г.

Кăçалхи çур çулта районта пурăнакан 3073 çын Канаш хулипе районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра пулăшу ыйтма тата консультаци илме пынă. Вĕсенчен 738-ĕшне ĕç шыракансен шутне кĕртнĕ. Çак цифра иртнĕ çулхи çур çултинчен 107 чухлĕ пысăкрах. 2007 çулхи ултă уйăхра учета тăратнисенчен хĕрарăмсен танлаштаруллă виçевĕ 2, 5 процент пункчĕ чухлĕ пысăкланнă, 16-29 çулхи çамрăксен – 6, 8 процент чухлĕ.

Яланхи пекех ĕçсĕр тăрса юлнă граждансен йышĕнче хĕрарăмсем нумайрах – 72, 7 процент, вĕсенчен 31, 5 проценчĕ – декрет отпускĕнче. Ĕç тупайманнисен 42, 7 проценчĕ – çамрăксем. Ĕçсĕр тăрса юлнисен 34, 4 проценчĕ ĕçрен хăйсен ирĕкĕпе тухнă, 10, 1 проценчĕ – штата пĕчĕклетнипе е предприятине пĕтернипе.

Утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта ĕçсĕр тăрса юлнă 227 гражданина шута илнĕ. Пĕлтĕрхи çак тапхăрпа танлаштарсан ĕçсĕррисен хисепĕ 39 çын сахалтарах. Ĕçсĕрлĕх шайĕ 0, 18 процент пункчĕ чухлĕ чакнă. Кăçалхи çур çулта 613 çын ĕçлĕ пулнă.

Çул çитмен çамрăксене вăхăтлăх ĕç тупса парасси çине пысăк тимлĕх уйăрнă. 14-18 çулти хĕрпе яша вăхăтлăха ĕçе вырнаçас енĕпе патшалăх пулăшăвĕ панă.

Ачасене вăхăтлăх ĕç тупса парас енĕпе ĕçпе тивĕçтерекен центрта Карăклă, Энтрияль, Çеçпĕл, Катек, Çĕнĕ Чалкасси вăтам шкулĕсем, Киров ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕ, Вăтапуç ял тăрăхĕ тачă çыхăнса ĕçлеççĕ.

Граждансене хушма тупăш тупса парса пурнăçĕсене çăмăллатас енĕпе кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче районти предприятисемпе тата организацисемпе 53 ĕç вырăнĕлĕх 28 килĕшÿ тунă: Федераллă миграци службин Чăваш Республикипе ĕçлекен управленийĕн Канаш районĕнчи уйрăмĕпе, районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕпе, Асхва, Ачча, Çеçпĕл, Кăшнаруй, Карăклă, Ухман, Энтрияль, Шелттем, Вăтапуç, Чакаç, Вăтакас Кипеч, Хучел ял тăрăхĕсен администрацийĕсемпе обществăллă ĕçсене 80 çынна вырнаçтарнă. Укçа енчен хĕсĕнсе çитнĕ 9 çын вăхăтлăх ĕç тупнă, вĕсенчен тăваттăшĕ – инвалидсем.

Ĕçсĕррисем ĕçлĕ пулччăр тесе кăçалхи ултă уйăхра 57 çынна квалификаци ÿстерме янă. Çамрăксене профориентаци парас тĕлĕшпе нумай ĕç тунă. Пĕтĕмпе 3073 çын профориентаци пулăшăвĕ илнĕ. Кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче районти 28 çынна договор туса Мускав, Тула, Волгоград облаçĕсене тата Саха (Якути) Республикине стройкăна тата ял хуçалăхне ĕçлеме янă.

Отчет тапхăрĕнче ĕç паракансем 817 ĕç вырăнĕ сĕннĕ, вĕсенчен 95, 3 проценчĕ – рабочи специальноçĕсем. Пурăнма кирлĕ минимумран пысăкрах шалуллă вакансисем – 30, 6 процент. Ĕç рынокĕнчи хĕрÿлĕх, пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, тăрук ÿссе кайнă. Енчен те пĕлтĕрхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 1 ваканси çине 2, 1 ĕçсĕр граждан шутланнă пулсан, кăçалхи пĕрремĕш çур çул тĕлне вара – 3, 8.

Кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче 322 çынна ĕçсĕрлĕх пособийĕ панă. Ку вăл ĕçсĕр тăрса юлнисене шута илнисен 41, 1 проценчĕ шутланать.

Кăçалхи çур çулта çул çитмен çамрăксене вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарма уйăрнă 159, 9 пин тенкĕпе усă курнă, обществăлла ĕçсене йĕркелеме – 50, 4 пин тенкĕпе, ĕçсĕр тăрса юлнă граждансене вăхăтлăх ĕç тупса пама – 11, 2 пин тенкĕпе.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика