20:46 21 апреля 2017 г.
Павел Юрьевич СЕМЕНОВ: Сухайкасси ял тăрăхӗн пуҫлăхӗ:
_ Чăваш Республикинче муниципалитет пӗрлешӗвӗсен канашӗ нумаях пулмасть ирттернӗ конкурсра «Чăваш Республикин чи лайăх ял тăрăхӗ» конкурсра пирӗн ял тăрăхӗ виҫҫӗмӗш вырăн йышăнчӗ. Ку ҫитӗнӳре ял халăхӗн тӳпи те пысăк вырăн йышăнать. Сухайкассинче кашни урамăнах староста: пуҫаруллă ушкăн пур. Ял ҫыннисемпе тăтăшах пухусем ирттеретпӗр. Ҫакă вырăнти халăхпа ҫыхăну йӗркелеме: ҫынсене ял тăрăхӗнчи ӗҫсене активлă явăҫтарма май парать. Вӗсем вырăнта мӗн тунине тата мӗн тумаллине: мӗнле ӗҫ валли миҫе тенкӗ укҫа тăкакланнине пӗлсе тăраҫҫӗ. Ял-йыш вырăнти ӗҫсене пулăшма хастар хутшăнать.
Сухайкасси ял тăрăхӗнче ҫулталăкра тем тӗрлӗ конкурс та йӗркелетпӗр. Ҫӗнтерӳҫӗсене укҫа-тенкӗпе хавхалантаратпăр. Ҫак ӗҫсене ял ҫыннисем хавхаланса хутшăнаҫҫӗ. Хăйсемех ҫӗнӗ пуҫарусем сӗнеҫҫӗ: субботниксем ирттереҫҫӗ. Вырăнти социаллă учрежденисен ӗҫченӗсем хăй тытăмлăх органне нумай пулăшаҫҫӗ.
Кăҫал пирӗн Сухайкассинче ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пунчӗ хута каймалла. Ăна утă уйăхӗнче уҫма палăртатпăр. Суйлавҫăсен наказӗсене туллин пурнăҫланă. Пухусенче ял тăрăхӗн администрацийӗ ӗҫӗпе кăмăллă пулнине калаҫҫӗ. Ҫакă тата тăрăшарах ӗҫҫлеме хавхалантарать. Ман шутпа: ертӳҫӗпе ял ҫыннисен пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлемелле: вара йӗрке тума пулать.
Автономное учреждение «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики