09:43 25 июля 2016 г.
Юрий Алексеевич Попов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ:
_ Паян эпир хамăрăн программăна _ «Единая Россия» партин регион уйрăмĕн программине йышăнтăмăр. Вăл малаллахи ĕçсен программи, пулас пилĕк çуллăхри ĕçсен планĕ пулса тăрать.
Программа пурне те ăнланмалла, тĕллевсем паллă _ халăхшăн тăрăшасси. «Единая Россия» пурнăçланми программăсем йышăнмасть. Палăртнă тĕллевсене тÿрре кăларасса шансах тăратăп.
Конференцире парти кандидатсене те пăхса тухрĕ. Чăнах та, кандидатсене пăхса тухиччен малтан, май уйăхĕнче, праймериз пулса иртрĕ. Унта çĕнтернисене парти списокĕпе тата пĕр мандатлă списокпа тăратса палăртрăмăр.
Автономное учреждение «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики