Канаш районĕнче ял хуçалăх предприятийĕсем 24 (ял хуçалăх производство кооперативĕсем – 4, тулли мар яваплă пĕрлĕхсем – 18, акционерсен уçă пĕрлĕхĕ - 1, колхоз - 1); хресчен (фермер) хуçалăхĕсем - 61; граждансен харпăр хăй хушма хуçалăхĕсем - 17440.
Кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне пĕтĕм категорири хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăхсен шучĕ 9721 пуçпа танлашать. Аш-какай 2,98 пин тонна, сĕт 27,2 пин тонна хатĕрленĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 29,7 пинн тонна, çĕр улми 30,6 пин тонна, пахча çимĕç 5,26 пин тонна туса илнĕ. Кĕрхи культурăсем 4490 гектар акса хăварнă.
2015 çул пуçламăшĕ тĕлне пушă выртакан çĕрсем 4928 гектар шутланнă. Çулталăк хушшинче 2530 гектарне пусă çаврăнăшне кĕртнĕ.
Нацин приоритетлă «АПКна аталантарасси» проекчĕпе килĕшÿллĕн харпăр хăй хушма хуçалăхсен хуçисене ял хуçалăх производствине аталантарма çăмăллатнă кредитсем парасси малалла пырать. Иртнĕ çул çавăн пек кредитпа 898 çын 244,5 миллион тенкĕлĕх усă курнă.
2014 çулта 41 миллион тенкĕлĕх çĕнĕ техника туяннă.
Районти ях хуçалăх организацийĕсенче 509 çын ĕçлет. Уйăхри вăтам ĕç укçи - 12135 тенкĕ.
2012-2014 çулсенче фермер ĕçне пуçăннă 6 çын хресчен (фермер) хуçалăхне аталантарма патшалăх пулăшăвĕ илнĕ. Пĕр çынна çемье фермине аталантарма çавăн евĕрлĕ пулăшу панă.
Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики