10:03 16 июля 2014 г.
Федерацин налук службин республикăри управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, Чăваш Енре кăçалхи кăрлач-çу уйăхĕсенче мĕн пур шайри бюджетсене 17 мдрд тенкĕ налук пухнă. Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан - 108,8 процент. Тÿлевсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕнче хушма хакран налук тÿпи чи пысăкки - 32,4 процент. Уйрăм çынсен тупăшĕнчен илекен налук - 28,2, усламран - 16,1, пурлăхран - 10,5. Федераци бюджетне 6 млрд тенкĕ ытла хывнă, ку виçе пĕлтĕрхи çак тапхăртин 117,4 процента çитнĕ. Территори бюджечĕ 11 млрд тенкĕлĕх пуянланнă, ку виçе те ÿсĕмлĕ - 4,7 процент (490,4 млн тенкĕ хушăннă). Çав шутра республика бюджечĕн тÿпи - 8,7 млрд тенкĕ (хушăм - 9,4 процент).
Н.ДМИТРИЕВ.
Автономное учреждение «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики