09:59 16 июля 2014 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев виçĕм кун Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ. Ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов хăй яваплă отраслĕн çулталăкăн пĕр-ремĕш çурринчи аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарнă, çавăн пекех Чăваш Ен делегацийĕ Оренбургра иртнĕ Атăл тăрăхĕнчи Уй кунне хутшăнни çинчен каласа панă. Кăçалхи кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче мĕн пур хуçалăхра ял хуçалăх продукцийĕн производствин индексĕ 101 проц. танлашнă. Акса хăварнă лаптăксем - 559 пин гектара яхăн, çакă та иртнĕ çулхинчен 9,3 пин гектар нумайрах. Аш-какай туса илесси, сĕт сăвасси ÿснĕ. Мăйракаллă шултра выльăх шучĕ 211,8 пин пуçпа танлашать - çулталăк каяллахипе шайлаштарсан 100,3 проц. Уй кунĕнче округри агропрмышленноç комплексне аталантарас ыйтăва сÿтсе явнă. Михаил Бабич полпред унта отрасльти лару-тăру юлашки çулсенче лайăхланни çинчен каланă. Республикăна илес тĕк - АПК предприятийĕсене кăçалхи çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне 1 млрд тенкĕ ытла субсиди куçарса панă. Çав вăхăтрах 2012 çулшăн федераци субсидийĕсемпе çыхăннă парăм 62,7 млн тенкĕ юлнă, 2013 çулшăн - 160,4 млн. Çулталăк вĕçлениччен федераци бюджетĕнчен уйăрмалли хушма виçе 162,5 пин тенке çитнĕ. АПК валли кредит уйăрас ыйтусемпе ĕçлекен комиссие пĕтĕмпе 1 млрд ытла тенкĕлĕх 283 инвестпроект ярса панă, анчах паянхи кун тĕлне пĕр заявкăна та тишкермен-ха. Михаил Игнатьев процент виçисене субсидилеме федераци укçи çитменни Раççейĕн мĕнпур регионĕшĕн кăтартуллă пулнине палăртнă. Çĕршывĕпе парăм виçи 22 млрд тенкĕ патнеллех. Хуçалăхсем ытлашшипех кредит илсе пĕтернин çивĕчлĕхĕ те пур. Çавна май Михаил Васильевич финанс енĕпе сыватмалли программăна хутшăннă ял хуçалăх организацийĕсен хăйсен парăмĕсене тепĕр хут реструктуризацилемелли право пуррине аса илтернĕ, унпа çине тăрса усă курма сĕннĕ. РФ Транспорт министерстви тата Раççей Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полпречĕ Оренбургра пĕрле ирттернĕ канашлу пирки те сăмах пулнă. Унта çĕршывсен хушшинчи "Европа - Хĕвел анăç Китай" транспорт маршрутне йĕркеленĕ май федерацин М-7 çулне реконструкцилессине те сÿтсе явнă. ЧР транспорт министрĕ Владимир Филиппов палăртнă тăрăх - çав проекта ăнăçлă пурнăçламашкăн М-7 трассăна 1-б категори параметрĕсемпе килĕшÿл-лĕн реконструкцилемелле. Çак çул çинчи транспорт юхăмĕ питĕ пысăк. Çийĕнчен республика шайĕнчи автоçулсен сетьне тĕнĕл çине ултă тонна тиекен транспорт валли тунă. Çулсен эксплуатаци ресурсĕ пĕтнĕ теме те юрать, йывăр транспорт вĕсене сиенлет. Çав вăхăтрах республика территорийĕнче паян транспорт йывăрĕшĕн нормативĕсене пăхăнман тĕслĕхсен 10 проц. кăна регистрацилеççĕ. Çавна май Михаил Игнатьев ку енĕпе чарусем палăртма, йывăрăшне тĕрĕслемелли постсем йĕркелемешкĕн укçа уйăрма сĕннĕ. Экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин промышленность комплексĕн çулталăкăн пĕрремĕш çурринчи ĕçĕ çинчен каласа панă. Производство индексĕ 103,6 проц. çитнĕ. Тирпейлекен производствăсенчи ÿсĕм тата пысăкрах. Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова Украинăран тарса килнĕ çынсене вырнаçтарас ыйтупа сăмах илнĕ. Хальлĕхе унашкаллисем 71 çын. Тĕпрен илсен - хĕрарăмсемпе ачасем. Вĕсене йышăнма кăмăл тунă çынсем патĕнче вырнаçтарнă. Михаил Игнатьев нушаллă çынсене тарават йышăннă çемьесене тав тунă, Шупашкар хулин, сывлăх сыхлавĕн министерствин ертÿçисене çак ыйтусемпе тимлĕ ĕçлеме хушнă.
Е.ЯКОВЛЕВ.
Автономное учреждение «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики