09:33 11 июля 2014 г.
Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ вăл е ку ыйтупа тĕплĕ докладсем тăвасси йăлана кĕчĕ. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе иртнĕ виçĕм кунхи ларура вице-премьер - сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова "Чăваш Республикинчи 2013 çулхи ĕç условийĕсемпе сыхлавĕн лару-тăрăвĕ çинчен" патшалăх доклачĕпе паллаштарчĕ. Алла Владимировна пĕл-тернĕ тăрăх - ĕçри инкек-синкек шучĕ пĕлтĕр 15 проц. чакнă. Çав шутра ĕçлекенсем вилнĕ тĕслĕхсем 1,5 хут сахалланнă. Апла пулин те çынсем йывăр суранланнă тĕслĕхсем 1,1 хут нумайланни чăннипех пăшăрхантарать. Çивĕчлĕх строительствăра, тирпейлекен производствăсенче, ял хуçалăхĕнче уйрăмах палăрать. Иртнĕ çул 18 çын пурнăçĕ татăлнă, вĕсенчен 9-шĕ ĕçре ÿсĕр пулнă - çакăнпа, паллах, ниепле те çырлахма юрамасть. Вице-премьер чылай çĕрте ĕç условийĕсем япăххи çинче те чарăнса тăчĕ. Пĕлтĕр ĕçлекенсен 39 проц. сиенлĕ условиллĕ ĕçсенче вăй хунă. Шел те, çак кăтарту 2012 çулхинчен пысăкрах. Ку енĕпе те тирпейлекен производствăсенче, строительствăра, транспорт сферинче çивĕчлĕх пурри куç кĕрет. Пĕлтĕр 62 çын инвалида тухнă, çав шутра професси чирĕсене пула ĕçлейми пулнисем те пур. Министр пытармарĕ: çынсем производствăра инвалида тухасси ÿссе пырать. Çавна май Михаил Игнатьев та тивĕçлĕ тытăмсен, должноçри çынсен ĕç сыхлавĕн ыйтăвĕсем тĕлĕшпе тимлĕ пулмалли пирки асăрхаттарчĕ. Предприяти-организацисене ку енĕпе влаç органĕсен витĕм кÿмелли майсем пур - вĕсемпе усă курмалла. Çавнашкал "витĕм кÿресси" пирки кун йĕркинчи тепĕр ыйтăва тишкернĕ чухне те калаçу пулчĕ. Вице-премьер - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов 2013-2020 çулсенче ял хуçалăхне аталантармалли патшалăх программине улшăнусем кĕртесси пирки сăмах илчĕ. Çав улшăнусем тĕрлĕ енлĕ: вырăнсенчи бюджетсене пулăшассине, ял хуçалăх продукцийĕ туса илессине ÿстерессине пырса тивеççĕ. Анчах ЧР Пуçлăхĕн ыйту çуралчĕ: программăра ĕç тухăçлăхне тăватă хут пысăклатма пултарнă, ĕç укçине вара икĕ хут кăна ÿстерме пăхнă - мĕнле апла; Министр ял хуçалăхĕнче укçа инвестици валли ытларах кирли пирки каласа тÿрре тухма тăчĕ-ха, анчах Михаил Васильевич каялла чакмарĕ: ялта ĕç укçи ахаль те чи пĕчĕкки, ÿстерме тăрăшмалла, предприятисемпе хуçалăхсем çакна тĕпе хумасан вĕсене влаçăн ку енĕпе хистемелле. Капла каланă хыççăн министр та хирĕçлемерĕ: ĕç укçин виçипе çыхăннă цифрăсене тÿр-летĕпĕр... Ял хуçалăх продукцийĕ туса илесси пирки калас тăк - министр кăçалхи ĕçсене шанăçпа хаклать: ÿсĕм пулмалла - тĕш тырă, аш-какай туса илесси пĕлтĕрхинчен ÿсмелле, сĕт вара иртнĕ çулхи шайрах юлать-тĕр. Экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин ют çĕршыв инвестицийĕсене илсе килесси çинчен калакан саккун проекчĕпе паллаштарчĕ. Ăна йышăнни ют çĕршыв инвесторĕсене лайăхрах условисемпе тивĕçтерме май памалла. Çав шутра - налук çăмăллăхĕсем, укçапа çыхăнман мерăсем, çĕр, куçми пурлăх туянмалли майсем. Ку енĕпе тавлашу пулмарĕ, пĕрлех республикăри инвестици ĕç-хĕлне патшалăх енчен пулăшасси çинчен калакан саккун проектне те ырларĕç. Административлă правăна пăсни çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртесси те ыйтусем çуратмарĕ. Сăмах должноçри çынсен яваплăхĕ пирки пырать. Малашне патшалăхăн пулăшу ĕçĕсемпе тивĕçтерменшĕн, туллин тивĕçтерменшĕн, кунашкаллишĕн саккунпа пăхман тÿлев илнĕшĕн те яваплăх пулĕ. Пулăшу ĕçĕпе тивĕçтермелли вăхăта тăсса янăшăн - 3-5 пин, пулăшу ĕçне кÿменшĕн - 5-10 пин тенкĕ. "ЧР тава тивĕçлĕ экологĕ" хисеплĕ ят туса хурассине ырларĕç. Тариф службин ертÿçи Альбина Егорова транспорт хатĕрĕсен техника тĕрĕслевне ирттермелли тÿлевĕн çĕнĕ виçисемпе паллаштарчĕ. Халĕччен вăйра пулнисене 2011 çулхи равштаврах çирĕплетнĕ. Çĕнĕ виçесем нумай пысăкланмаççĕ: калăпăр, çăмăл машинăсен техника тĕрĕслевĕ 50 тенкĕ хушăнать. Ытти транспорт хатĕрĕн - 10-ран пуçласа 100 тенкĕ таран. Чăваш Ен ачисем Крымра канни пирки те сăмах пулчĕ. Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова пĕлтернĕ тăрăх - çак кунсенче унтан 10 ача канса таврăннă, пурте кăмăллă. Халь пысăкрах тепĕр ушкăна ăсатаççĕ, çак йышра та - тăлăх ачасем. Лару Министсрен Кабинечĕн маларах тунă хăш-пĕр йышăнăвне улшăнусем кĕрт-нипе вĕçленчĕ.
Н.КОНОВАЛОВ.
Автономное учреждение «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики