09:34 09 июля 2014 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев виçĕм кун ĕç тăвакан влаç органĕсен, федерацин вырăнти органĕсен тата хула округĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ. Тариф службин ертÿçи Альбина Егорова коммуналлă пулăшу ĕçĕсен 2014 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ тарифĕсем çинчен каласа панă. Ăшă энергийĕн тарифĕ 3,4 проц. пысăкланнă, сивĕ шывпа тивĕçтернĕшĕн тата канализацишĕн - 3,1, электроэнергишĕн - 4, çут çанталăк газĕшĕн - 4,1 проц. Республикăн кăçалхи бюджетĕнче çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлемешкĕн субсиди памашкăн 261 млн тенкĕ пăхса хăварнă. Михаил Игнатьев Тариф службине, Патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекцине халăхпа ăнлантару ĕçне йĕркелеме хушнă, асăннă тарифсен ÿсĕмĕн сăлтавĕсем пуриншĕн те ăнланмалла пулччăр. Финанс министрĕ Светлана Енилина çулталăкăн пĕрремĕш çурринче республика бюджетне мĕнле пурнăçланипе паллаштарнă. Оперативлă кăтартусем тăрăх - тупăш тĕлĕшпе бюджета 17780,3 млн тенкĕлĕх (çулталăклăха планпа пăхнин 51 проц.) пурнăçланă. Республика хыснине хывнă налук тупăшĕ 9326,1 млн тенке çитнĕ, пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 5,7 проц. пысăкланнă. Каялла тавăрса памалла мар укçа 8011,2 млн тенкĕпе танлашнă, ку виçе пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 2,9 проц. ÿснĕ. Чăваш Ен бюджечĕн тăкакĕсем утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 17739,5 млн тенкĕ (çулталăклăха планпа пăхнин 45,4 проц.) пулнă. Республика бюджетне утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 40,8 млн тенкĕпе танлашакан профицитпа пурнăçланă.
Д.АНДРЕЕВ.
Автономное учреждение «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики