17:18 25 июня 2014 г.
Çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче Сиккасси ял тăрăхĕнче йăлари хытă каяш полигонĕ (ЙХКП) тăвас ыйтупа Канаш райадминистрацийĕн ларусен залĕнче общество сÿтĕвĕ-явăвĕ иртнĕ. Унта ЧР çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕн çумĕ Е.Юшкин, райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов, Канаш хула администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Зайцев, Канаш, Сиккасси, ытти ял çыннисем хутшăннă. Пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтăва хăйсен ирĕкĕпе сÿтсе явма пуçтарăннăскерсене залра ларма вырăн çитмен. Çапах вĕсем алă сулса çаврăнса утман, трибуна çинче тата президиумра сăмах калакансене хăлха тăратса итленĕ. ЙХКП шăпи çав-çавах тавлаштарать хулапа икĕ района. Вăл этем хăрушсăрлăхне тивĕçтерĕ, унта йĕке хÿре, чир-чĕр саракан ытти чĕр чун ĕрчемĕ теççĕ пулин те çывăхра никамăн та ăпăр-тапăр вырăнĕ тутарас килмест. Çавăнпа йыхравламассерен сÿтсе явма йышлăн пуçтарăнаççĕ. Канашсен пăрахăç вырăнне 1960 çулсенче ĕçе кĕртнĕ. Юлашки çулсенче унта каяш йышăнма "Коммуналлă сервис" обществăна лицензи панă. Вăл çулталăк каяллах вăйне çухатнă, тивĕçлĕ орган ăна тăсман. Çавна пула хула-район ЙХКПсăр юлнă. Унтанпа ăптăр-каптăр начар пухаççĕ. Кÿршĕ районĕсене турттаркалаççĕ. Çул тăкакĕ хушăннăран ĕçĕн хăй хаклăхĕ ÿснĕ. Объекта 2010 çулта В.Алякин предприниматель туянсан каяш вырнаçтарассине икĕ хут ытла хаклатнă. Нумай хваттерлĕ çуртсенчен куллен кăларакан кашни кубла метр каяшшăн малтан - 150, ăпăр-тапăр тăкмăшĕ çĕнĕ хуçа аллине куçсан 320 тенкĕ тÿлеттерме тытăннă. Кĕсьене хулăнлатма тĕллев лартнă бизнесмен пурăнмалли çурт-йĕре пăхса тăракан компанисенчен, предприяти-организацирен укçа сăптăрнă кăна. Чылайăшĕ унпа çирĕплетнĕ çыхăнăва татнă. Вăл хака ÿстернĕрен хула-районта каяш малтанхинчен сахалрах пухăннă. Канаш администрацийĕ тÿлеве пĕчĕклетессишĕн предпринимательпе темиçе çул "кĕрешнĕ". Анчах усси пулман. Хулара та, ял тăрăхĕсенче те купасем хушăннă. Лицензисĕр юлнăранпа кăнăш-канăш вырнаçтарассипе ĕç-пуç пушшех начарланнă. Хĕрĕх ултă пин çын пурăнакан хула тата вăтăр çичĕ пин çын тĕпленнĕ район юридици тĕлĕшĕнчен çулталăк ЙХКПсăр пурăнни шÿт мар. Кивĕскере тăкма чарнă, унта турттарма юрамасть. Ăпăр-тапăр пуçтарассине йĕркелес тĕллевпе Атăлçи экологи компанийĕ лицензи илессишĕн тăрăшса пăхнă. Анчах каяш лаптăкĕ сад юлташлăхĕ çумĕнче вырнаçнипе, çывăхрах Энĕш юхса иртнипе сăлтавласа ăна лицензи паман. Кăçалхи нарăс уйăхĕнче республика Пуçлăхĕ Канашсемпе тĕл пулма çула тухрĕ. Унран журналистсем те юлмарĕç. Те водитель çул пĕлменрен, те "Иван Сусанин" хаçатçăсене тÿрĕ çулран пăрас тĕллев тытнăран репортерсен ГАЗелĕ шăршлă купа тĕлне пырса тухрĕ. Темле завод çумĕнчеччĕ, сарăлсах пыратчĕ. "Ку - хĕлле çитĕнекен кăмпа!" - терĕ калем ăсти. "Мана тĕлĕнтермерĕ", - сăмах хушрĕ тепри. "Канашри каяша кунта турттараççĕ", - ăнлантарчĕ чиновник. Икĕ район муниципалитечĕсем ЙХКП валли çынсем сивлемен вырăнта лаптăк уйăрас тĕлĕшпе çанă тавăрсах ĕçлеççĕ. Саккунпа ки-лĕшÿллĕн ыйтăва сасăлав ирттерсе татса памалла. Темиçе уйăх каялла ăна Комсомольски районĕнчи Александровка ялĕнче йĕркелерĕç. Унта хутшăннисем хăйсен çĕрĕнче ЙХКП тăвассине хирĕçлерĕç. Дубовкăра 147-ĕн сасăланă. Кунта ăптăр-каптăр тăкмăшĕ валли çĕр уйăрассине 3-шĕ çеç хирĕçлемен. 1921 çулхи хĕлле ялтан яла çÿресе чăваш хресченĕнчен те тырă тăпăлтарнине пула пăлхава тухнă Сиккассисен тăхăмĕ те хăйĕн таврашĕнче мăшкăлтăк вырăнĕ тăвасран пăшăрханать. Республика Пуçлăхĕ, райадминистраци, депутатсен ячĕпе çыру янă: полигон проектне вĕсен хутлăхĕнче мар, таçти урăх ялта пурнăçа кĕртме ыйтнă. Вĕсен общество сÿтĕвĕ-явăвĕ иртмен-ха. Сиккассисен клубне 400çын кĕрет. Ял-йыша унта пухса ыйтăва сÿтсе явасса кĕтеççĕ. ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата Строительство министерствисем Сиккассинчен 10 çухрăмра - Тутарстанпа Чăваш Ен чиккинче, Комсомольски районĕпе юнашар - 10 гектар çинче хута яма сĕнеççĕ. А.Зайцев каланă тăрăх - ЙХКПна ĕçе кĕртмешкĕн федераци хыснинчен 232 млн тенкĕ уйăрма шантараççĕ. Унта икĕ районпа хуларан турттарĕç. Райадминистрацире Сиккассисен шухăшне Л.Антонова вĕрентекен пĕлтернĕ. "Районта ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ усă курман çĕр ултă пин гектар, - тенĕ вăл. - Ытти çĕрте полигон тума ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ шутланман лаптăксене суйласа илеççĕ. Министр çумĕ Сиккассинче хывма палăртакан полигон çĕрĕ ял хуçалăх пĕлтрĕшлĕ мар терĕ. Ку информаци чăнлăхпа килĕшсе тăмасть. Тĕллесе хунă лаптăкра люцерна çитĕнет, вăл - ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ. Ăна полигона парсан районăн парлак çĕре пусă çаврăнăшне кĕртмелли программи пурнăçланмасран пăшăрханатпăр". Тутарстанри Кайпăç райадминистрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Р.Хаялиев хăйĕн сăмахне чăвашсемпе тутарсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсенче туслă пурăннинчен пуçланă пулин те кÿршĕри тутарсем Сиккасси ял тăрăхĕнче полигон проектне пурнăçа кĕртессине хирĕçленĕ. Унта ЙХКП питĕ вырăнлă пулассине ырлакансем те сăмах каланă. Сăмахран, Шăхасан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Руссков Канаш енре каяш тулса пынăшăн пăшăрханнине пĕлтернĕ. Район-хула часах ăпăр-тапăр ăшне путĕ тенĕ. "Хăвăн ял тăрăхĕнчен мăшкăлтăк вырăнĕ туни питех килĕшсен проектне Шăхасана илĕрех!" - вырăнтан кăшкăрнă Л.Антонова. Канашсемпе Комсомольскисем общество сÿтĕвĕ-явăвĕ ирттерсе вăл е ку ял тăрăхĕнче ЙХКП тăвас ыйтăва ниепле те татса параймаççĕ. Тен, проекта урăх района ăсатасса шанаççĕ;
Ю.МИХАЙЛОВ, "Х", 116-мĕш №.
Автономное учреждение «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики