АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Халăхăн 70 проц. пулăшу пахалăхĕ тивĕçтерет

09:40 11 июня 2014 г.

Çĕртме уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика Правительствин членĕсемпе, ĕç тăвакан влаç органĕсен, федерацин вырăнти тытăмĕсен тата хула округĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ. Республика Пуçлăхĕ Чулхулара федерацин Атăлçи округĕн регионĕсенче çут çанталăк газĕпе усă курассине анлăлатас ыйтусемпе ирттернĕ канашлăва хутшăннине пĕлтернĕ. ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова 2014 çулта Чăваш Республикинчи граждансене эмел препарачĕсемпе тивĕçтерессине йĕркелени çинчен каласа кăтартнă. 2013 çулта ирттернĕ тишкерÿ Чăваш Енри ыйтса пĕлнĕ халăхăн 71,1 проц. медицина пулăшăвĕн пахалăхĕ тивĕçтернине кăтартнă. Граждансенчен килекен çăхавсен 3,7 проц. эмелсемпе еплерех тивĕçтернипе кăмăлсăр пулнине палăртать. Çăхавсен 46 проц. эмел препарачĕсене пĕтĕм тĕнчери патентламан йĕркепе çырса панипе çыхăннă. Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх - эмел препарачĕсене патшалăх саккасĕсем тăрăх сутăн илессине централизацилени, аукционсем ирттернĕ май укçа-тенкĕ перекетлени эмел препарачĕсен пахалăхне витĕм кÿмелле мар. Çавăн пекех вăл Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствине республика Правительствипе фармацевтика предприятийĕсем спиртлă шĕвексене сахалрах сутма пуçласси çинчен тунă килĕшĕве мĕнле пурнăçласа пынине тĕрĕслеме хушнă. "Аптека сечĕ "фанфуриксем" сутса тупăш илме мар, халăха кирлĕ эмелсемпе тивĕçтерме ĕçлет", - тенĕ республика Пуçлăхĕ. Çĕртме уйăхĕн 5-мĕшĕнче Çĕмĕрле хулинче ятарлă автомобильсен заводĕнче хĕç-пăшалпа тата çар техникипе усă курас тытăма аталантармалли малашлăх çинчен ăслăлăх-практика конференцийĕ иртнĕ. Ун пирки ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин каласа кăтартнă. Республикăра промышленноç предприятийĕсем Оборона министерствин саккасĕсене пурнăçа кĕртни Чăваш Енĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене пăхса тухассине вĕçленĕ май Михаил Игнатьев Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхне Алексей Ладыкова граждансене харпăр хăй çурчĕсенчен Аш-какай комбиначĕн тăкăрлăкĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсене куçарассипе çыхăннă лару-тăрăва тĕрĕслесе тăма хушнă.

А.ВАСИЛЬЕВА.

Автономное учреждение «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика