09:17 04 июня 2014 г.
Хĕвеллĕ кунсем тăнăран термометр юпи çÿлтен çÿле хăпарать - хăш-пĕр кунсенче самаях пăчă. Кун пек чухне чун кÿлĕ-пĕве хĕррине туртать. Шăрăх çанталăкра уçăлтаракан шывран лайăххи мĕскер пур-ши; Çу кунĕсем - ачасемшĕн чăн-чăн ырлăх. Каникул пулнă май, вĕсенчен чылайăшĕ пĕве-кÿлĕ таврашне васкать, шыва кĕрсе киленет. Хăшĕсем вара унтан тухма та пĕлмеççĕ темелле, тепĕр чух хăрушлăх пирки те шутласах каймаççĕ. Хăйсене ирĕклĕ туйнинчен, аслисем пăхса-сăнаса тăманнинчен те килет çакă. Ача-пăчан мухтанас, пĕр-пĕрин умĕнче мĕнпе те пулин палăрас туртăм пысăк. Çавăнпах хăшĕсем тупăшса çыранран инçе ишсе кайма ăнтăлаççĕ. Инкекпе вĕçленме пултарать çакă: ишсе кайăн-ха, каялла таврăнма вăй юлĕ-ши; Тупăшса тарăна чăмни те инкек кÿме пултарасси çинчен манмалла мар: кÿлĕ-пĕве тĕпĕнче мĕскер пуррине никам та пĕлмест. Хăшĕсем, ишме пĕл-меннисем, автомашина камерисемпе тата ытти хатĕрпе усă курма тăрăшаççĕ. Кунта та, уссипе пĕрлех, хăрушлăх та пур: вĕсем çаврăнса ÿкме пултараççĕ. Ишме пĕлмесен, юнашар аслисем пулмасан, шыва кĕрессинчен тăхтаса тăнине нимĕн те çитмест. Çавăнпа пĕрлех, шывра ашкăнма, пĕр-пĕрне путармалла выляма та кирлĕ мар. Палăртнă вырăнта çеç шыва кĕмелле. Малтан пĕвене е кÿлле тĕплĕн тĕрĕслемелле, шыва кĕме юраман вырăнсенче асăрхаттару паллисем лартмалла. Ачасене хăйсем тĕллĕн çеç шыв хĕррине ямалла мар, аслисенчен дежурство йĕркелени питĕ лайăх. Тарланă хыççăн та тÿрех шыва кĕме юрамасть - малтан лайăх типсе çитмелле, шăм-шака çемçетме тĕрлĕрен хускану тумалла. Аслатиллĕ çумăр вăхăтĕнче те шыва кĕмелле мар - шыв электричествăна хăй витĕр питĕ лайăх ярать. Енчен те кÿлĕ е пĕве урлă электролини карнă пулсан, çак тăрăха çывăха пыма юрамасть. Ачасене хăйсене çеç кимĕ-сулă таврашне те шанса ан парăр. Инкек пулчĕ пулсан çухалса каймалла мар. Юлташăр путнине асăрхасан, ăна хăвăр вăйăрпа çăлма май килмесен, çак вырăна лайăх астуса юлма тăрăшăр, аслисене чĕнме васкăр. Путакан çынна шывран кăларсан çийĕнчех пĕрремĕш пулăшу памалла: искусствăлла майпа сывлаттармалла, çăтнă шыва хăстарса кăларма тăрăшмалла. Васкавлă пулăшу чĕнсе илни те вырăнлă: тепĕр чух ача пурнăçне тухтăрсем çеç çăлса хăварма пултараççĕ. Каникул вăхăтĕнче шкулсенче ĕçпе кану лагерĕсем ĕçлеççĕ. Хĕрÿ ĕç хыççăн, паллах, кашнийĕнех шыва кĕрсе уçăлас килет. Çакна шута илсе чи малтанах ачасемпе шывра асăрхануллă пуласси, малтанхи пулăшу парасси пирки уйрăм инструктажсем ирттермелле, ку тĕлĕшпе аслисенчен яваплă çынсене çирĕплетмелле. Малтанах сыхланнине нимĕн те çитмест теççĕ. Апла пулсан шывра яланах асăрхануллă пуласчĕ. Шывăн турачĕ çук, улăм пĕрчине шанса инкекрен хăтăлаймăн. Аслисене те, уйрăмах эрех ĕçме кăмăллакансене, шывра асăрхануллă пулма ыйтас килет - ÿсĕр çыншăн тинĕс чĕркуççи таран çеç мар, чĕркуççи таран шыв та тепĕр чух океанран тарăн пулнине манас марччĕ.
А.МЯСНИКОВ хатĕрленĕ.
Автономное учреждение «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики