09:13 04 июня 2014 г.
Раççей ял хуçалăх банкĕн Чăваш Енри филиалĕнче республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен редакторĕсемпе "çавра сĕтел" иртнĕ. Банк ĕçĕ-хĕлĕпе филиал директорĕ Ирина Письменская, унăн çумĕ Константин Киргизов, банкăн ытти специалисчĕсем паллаштарнă. "Филиал республикăра 14 çул ĕçленĕ хушăра вырăнти предприяти-организацие - 25,4 млрд тенкĕлĕх 9 пин кредит, юридици сăпачĕсене 12,3 млрд тенкĕлĕх 68 пин кредит пачĕ, - тенĕ И.Письменская. - Банкран илнĕ кив-çен укçапа экономикăна инвестицилеме усă кураççĕ. Филиалăн республикăри кредит рынокĕнчи тÿпи çуллен пысăкланать. Кăçалхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне банк 229 пин çын, 5 пин предприяти-организаци ыйтăвне татса пама пулăшрĕ". К.Киргизов пысăк бизнеса та, пĕчĕккине те хăш отрасльте производство йĕркеленине пăхмасăр, вĕсен шухăш-кăмăлне тĕпе хурса кивçен панине палăртнă. Тĕл пулура кăçалхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа раштав уйăхĕн 28-мĕшĕччен республикăри информацин йышлă хатĕрĕсен "Ылтăн пучах" конкурсне ирттересси çинчен пĕлтернĕ.
А.ЮРЬЕВ.
Автономное учреждение «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики