АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ачасен хăрушсăрлăхне тивĕçтермелле

09:12 04 июня 2014 г.

Çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ республика Правительствин членĕсемпе, ĕç тăвакан влаç органĕсен, федерацин вырăнти тытăмĕсен тата хула округĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ. Михаил Игнатьев çу уйăхĕн 30-мĕшĕнче 2015 çулта Шупашкар хулинче тата Канаш районĕнче Республика Кунĕн тĕп мероприятийĕсене ирттересси çинчен калакан указа алă пуснине пĕлтернĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ уяв мероприятийĕсене хатĕрленессине планпа килĕшÿллĕн пуçăнма чĕнсе каланă. ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова ачасем тата тин çуралнă пепкесем вилесрен асăрхаттарас енĕпе ведомствăсен хушшинчи ĕçе мĕнлерех йĕркеленине пĕлтернĕ. Социаллă, медицина, вĕренÿ тата ытти пĕл-терĕшлĕ йĕркелÿ тата практика мерисем 2014 çулхи кăрлач-ака уйăхĕсенче 2013 çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан 0-17çулсенчи ачасем вилнин кăтартăвĕсене - 22,9 проц., тин çуралнисенне 28,3 проц. чакарма май панă. Тин çуралнă ачасем вилнин кăтартăвĕпе республика федерацин ăнăçлă субъекчĕсен шутне кĕрет, федерацин Атăлçи округĕнче - пĕрремĕш, Раççей Федерацийĕнче виççĕмĕш вырăнсене йышăнать. Çавăнпа пĕрлех ачасем вилнĕ тĕслĕхсем ытларах чухне вĕсене тивĕçлипе пăхманнипе çыхăннă. 2014 çулхи çу уйăхĕн 29-мĕшĕ тĕлне пушара пула 6 ача вилнĕ, шыв объекчĕсенче ачасем пурнăçран уйрăлнă 2 тĕслĕхе регистрациленĕ. 2014 çулта çул çитменнисем çÿллĕ вырăнтан ÿкнĕ 7 тĕслĕхе шута илнĕ. Кăтартусем лайăх енне улшăннă пулин те яваплă çынсен ачасен хăрушсăрлăхне тивĕçтерме, лару-тăрăва йĕркелеме хушма мерăсем йышăнмалла, тенĕ республика Пуçлăхĕ. Канашлăва хутшăннисем Шупашкарти "Раççей регионĕсем - ăнăçлă аталану" VII экономика форумне мĕнле хатĕрленнине сÿтсе явнă. Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Чăваш Ен делегацийĕ Беларуç Республикине кайса килнине пĕтĕмлетнĕ. Республика делегацийĕ Беларуçре çу уйăхĕн 25-28-мĕшĕсенче пулнă. Промышленноç, агропромышленноç ыйтăвĕсемпе, культурăпа вĕренÿ тытăмĕнче ĕçлĕ тĕл пулусем иртнĕ. Делегаци йышĕнчи çынсем Беларуçри предприятисемпе, пулăшу ĕçĕсемпе, çыхăну тытмалли малашлăхпа паллашма пултарнă. Канашлăва хутшăннисем çавăн пекех Чăваш Ен территорийĕнче шăрăх çанталăк вăхăтĕнчи пушар хăрушсăрлăхĕн мерисене, Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене, спорт ăмăртăвĕсене еплерех хатĕрленсе йĕркеленине сÿтсе явнă.

А.КУЗНЕЦОВА.

Автономное учреждение «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика