09:39 28 мая 2014 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев виçĕм кун Правительство членĕсемпе, федерацин ĕç тăвакан влаç органĕсен территори тытăмĕсен, хула округĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ. Малтанах Михаил Игнатьев республикăн çул-йĕр инфратытăмне аталантармалли хушма мерăсем çинчен калакан указа алă пусни çинчен пĕлтернĕ. Вăл çулсем тăвасси, вĕсене аталантарасси-юсасси питĕ пысăк пĕлтерĕшлине палăртнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ çавăн пекех Петербургри пĕтĕм тĕнчери экономика форумне хутшăнни çинчен каласа панă. Унта РФ Правительствин йÿнĕ инвестици ресурсĕсене анлăлатас тĕллевĕсем çинчен те калаçу пулнă. Çавăн пекех инвестици климачĕн наци рейтингĕпе пуçласа паллаштарнă. Çавна май Михаил Васильевич влаç органĕсен, хула округĕсен ертÿçисене çав рейтинг категорийĕсене тĕплĕ тишкерме чĕнсе каланă, çакă бизнес валли лайăх условисем йĕркелеме кирлĕ. Вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов республика Патшалăхăн пĕрлехи экзаменне ирттерме мĕнле хатĕрленнипе паллаштарнă. Кăçал математикăпа тата вырăс чĕлхипе 7,1 пин ытла çын экзамен тытĕ. Пĕлтĕрхи опыта шута илнĕ, хăрушсăрлăха тивĕçтермелли хушма мерăсем йышăннă. Экзаменсене пĕ-тĕмĕшле пĕлÿ паракан 38 шкулта тыттарĕç. ППЭне хутшăнакансем валли "хĕрÿ лини" (57-21-60) уçнă, тематика сайчĕ те (www.ege21.ru) ĕçлет. Мĕн пур пунктра видеосăнав, металл шыракан хатĕрсем пулĕç. Экзамен материалĕсене тĕрĕслев вырăнне Ятарлă çыхăну управленийĕ илсе çитерĕ. "Вĕренсе пĕтерекенсен умĕнче - яваплă тĕллев. Чи кирли - хăйсен вăйне, пĕлĕвне шанни, экзаменсене хумханмасăр тытма тăрăшмалла", - тенĕ Михаил Игнатьев. Канашлура çавăн пекех шывсем çинчи хăрушсăрлăх ыйтăвне çĕкленĕ. Кăçал кăна 5 çын путса вилнĕ, çав шутра 1 ача. Çавна май, паллах, аслисен ачасем тĕлĕшпе питĕ тимлĕ пулмалла. Спорт министрĕ Сергей Мельников республикăра ирттерме палăртакан сумлă ăмăртусене хатĕрленнипе паллаштарнă. Çав шутра - пĕтĕм Раççейри 18, пĕтĕм тĕнчери 1 ăмăрту. Культура министрĕ Вадим Ефимов Шупашкар кинофестивалĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ.
Н.ЯКОВЛЕВ.
Автономное учреждение «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики