10:11 14 мая 2014 г.
Виçĕм кун Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен, федерацин вырăнти тытăмĕсен тата хула округĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ. Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова Чăваш Республикин Пуçлăхĕ 2012 çулхи чÿк уйăхĕн 2-мĕшĕнче "2013-2014 çулсенче Чăваш Республикинче ял халăхне пуçламăш медицинăпа санитари пулăшăвĕ парассине çĕнетсе улăштармалли хушма мерăсем çинчен" йышăннă 124-мĕш Указа мĕнле пурнăçлани çинчен пĕлтернĕ. Докладра палăртнă тăрăх - ял халăхне медицина пулăшăвĕ пама республикăра тивĕçлĕ инфратытăм йĕркеленĕ. Ялти медицинăна аталантармалли тĕп çул-йĕр -çемье тухтăрĕ медицина пулăшăвĕ пани. Ялсенче çемье практикин 79 уйрăмĕпе пÿлĕмĕ ĕçлеççĕ тата тухтăр амбулаторийĕсем 43. Районсенчи тĕп больницăсен тытăмĕнче участоксенчи больницăсем, васкавлă медпулăшу уйрăмĕсем, фельдшерпа акушер пункчĕсем пур. Сывлăх сыхлавне модернизацилемелли программăна пурнăçа кĕртнĕ май сиплев учрежденийĕсен пурлăхпа техника никĕсне палăрмаллах лайăхлатнă. Ку чухнехи медицина оборудованийĕ тĕрлĕ чире шала кайиччен палăртма май парать. 2013 çулта 20 модуль фельдшерпа акушер пунктне хута янă, 2014 çулта 43 ФАП уçма пăхнă. Кунсăр пуçне, федерацин "2014-2017 çулсенче тата 2020 çулчченхи тапхăрта ял территорийĕсене пĕр тикĕс аталантарасси" тĕллевлĕ программипе федераци бюджечĕн субсидийĕ шучĕпе тата 8 ФАП уçĕç. "Земство тухтăрĕ" программăна пурнăçлани 2012-2013 çулсенче сывлăх сыхлавĕн ялти учрежденийĕсене çамрăк 186 специалиста ĕçе явăçтарма май панă. Çапла вара сывлăх сыхлавĕн ялти учрежденийĕсене тухтăрсемпе тивĕçтересси 6,3 проц. ÿснĕ. 2014 çулта "Земство тухтăрĕ" программа малалла ĕçлет, ăна пурнăçлама 61 млн тенкĕ уйăраççĕ. Халăх пахарах медпулăшу парасса кĕтет, çавна май сиплев учрежденийĕсен сотрудникĕсен çынсене лайăхрах тивĕçтерме тăрăшмалла. Фельдшерпа акушер пункчĕсем тăвасси мĕнле пынине сÿтсе явса республика Пуçлăхĕ çакăн çинче уйрăммăн чарăнса тăнă: интересленекен ведомствăсен подрядчиксем тÿрĕ кăмăллă пулнине, строительствăра усă куракан материалсен пахалăхне тĕрĕслемелле. Канашлăва хутшăннисем Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 69 çул çитнине халалланă мероприятисене пĕтĕмлетнĕ. ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Александр Иванов пĕлтернĕ тăрăх - республикăн административлă центрĕнче уяв митингĕсем, концертсем иртнĕ, палăксемпе асăну вырăнĕсен умне чечексем хунă. Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче республикăра 170 мероприяти иртнĕ, унта 93 пин ытла çын хутшăннă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ уява çÿллĕ шайра ирттернĕшĕн Çĕнтерÿ кунне халалланă мероприятисен йĕркелÿçисене пурне те тав тунă. "Пирĕн тĕллев - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтер-нĕренпе 70 çул çитнине тивĕçлĕ шайра палăртасси", - тенĕ Михаил Игнатьев. Канашлăва хутшăннисем çавăн пекех Шупашкарта VII хут йĕркелекен пĕтĕм тĕнчери кинофестивале хатĕрленессине сÿтсе явнă. Кăçал вăл çу уйăхĕн 19-24-мĕшĕсенче иртет, ăна сахал йышлă халăхсен кинематографине халаллаççĕ.
А.ЛЬВОВА.
Автономное учреждение «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики