09:39 30 апреля 2014 г.
ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов иртнĕ шăмат кун муниципалитет йĕркеленĕвĕсен пуçлăхĕсемпе ирттернĕ видеоконференцире агропром ĕçченĕсене ырă хыпар пĕлтернĕ. Кăçал вĕсене патшалăх хыснинчен 2 млрд тенкĕ, 2013 çулта пăхнинчен чылай ытларах, уйăрма шантараççĕ. Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ тĕлне 2014 çул валли палăртнă укçаран федераци бюджетĕнчен - 483,1 млн, республика хыснинчен 184,1 млн тенкĕ куçарнă. Çав шутран кĕске хушăра тавăрмалли кредит проценчĕпе тата инвестици кредичĕпе, пĕчĕк хуçалăха аталантарма илнĕ кредитпа татăлма 465,1 млн тенкĕ янă. Ял хуçалăхĕнче тавар туса илекенсене ÿсен-тăран çитĕнтерме - 110,9 млн, ăратлă выльăха пăхма - 15,8, паха вăрлăх туса илме - 22,3, тăпра пулăхне лайăхлатма - 23,5, страховани килĕшĕвĕнче пăхнă страховани премине саплаштарма 25,3, ял хуçалăхне информаци-методика пулăшăвĕпе тивĕçтерме 4,3 млн уйăрнă. Ял хуçалăх таварĕ туса илекенсем тата АПК организацийĕсем хальлĕхе 1 млрд та 860,8 млн тенкĕлĕх кредит илнĕ.
С.СЕРЕГИН.
Автономное учреждение «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики