АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Кăтартусем ÿсĕмлĕ

09:38 30 апреля 2014 г.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев виçĕм кун ĕç тăвакан влаç органĕсен, федерацин вырăнти тытăмĕсен тата хула округĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ. Экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн пĕрремĕш кварталти кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Промышленноç производствин индексĕ пĕлтĕрхи çак тапхăртин 104 проц. танлашнă, тиесе ăсатнă продукци калăпăшĕ те ÿсĕмлĕ - 107,3 проц. Ял хуçалăх производстви 1,3 проц. чакнă. Çавна май халĕ уй-хирти çурхи ĕçсене ăнăçлă ирттерес, усă курман çĕрсене çаврăнăша кĕртес енĕпе çине тăмалла - акакан лаптăксене 570 пин гектара çитермелле, çакă та пĕлтĕрхинчен 20,7 гектар ытларах. Кăрлач-нарăс уйăхĕсенче шутласа панă ĕç укçин уйăхри виçи 18,8 пин тенке яхăн пулнă, пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 11,5 проц. ÿснĕ. Пĕрремĕш кварталти кăтарту 19,2 пин тенкĕ ытларах пулмалла. Округри регионсен хушшинче Чăваш Енре ĕç укçипе çыхăннă парăм чи пĕчĕкки - 4,1 млн тенкĕ. Министр шухăшĕпе - макроэкономикăн чылай кăтартăвĕпе çулталăк пĕтĕмлетĕвĕсем ÿсĕмлĕ пуласса шанма май пур. Финанс министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Енилина пĕрремĕш кварталта республика бюджетне мĕнле пурнăçлани çинчен каласа панă. Халăх хуçалăхĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ отраслĕсен ĕçне туллин тивĕçтернĕ, чи малтан татса памалли ыйтусем валли укçа вăхăтра уйăрнă, кредитор парăмĕ капланас хăрушлăх çук. Патшалăх парăмне те çулталăк пуçламăшĕнчи шайран 18,6 проц. чакарма пултарнă, халĕ унăн виçи 8 млрд тенкĕ ытларах. Михаил Игнатьев хăйсен тупăшне чакарнă районсен бюджечĕсене тĕплĕ тишкерме сĕннĕ. Çав шутра хăй вăхăтĕнче монохуласен шучĕпе çĕр-çĕр миллион тенкĕ укçа илнĕ Улатăрпа Çĕнĕ Шупашкар тупăш виçине чакарни пăшăрхантарать. Канашлура тирпейлекен производство организацийĕсен хушшинче пĕлтĕр йĕркеленĕ экономика ăмăртăвĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Унта хăйсен ушкăнĕсенче "АККОНД" АУО, "ЭКРА" НПП, "Улатăрти механика завочĕ" АУО, "Марпосадский" çăкăр комбиначĕ, "Муркашри кирпĕч завочĕ" АХО мала тухнă. ЧР Пуçлăхĕ вĕсен ертÿçисене дипломсем парса тав тунă. Строительство министрĕ Олег Марков кăçал хута янă çурт-йĕр калăпăшĕ çинчен пĕлтернĕ. Строительство отраслĕнче ырă туртăм палăрать, пĕрремĕш кварталта пурăнмалли 56,8 пин тăваткал метр (103,6 проц.) çурт-йĕр хута янă. ЧР Президенчĕн Пуçлăхĕн администрацийĕн ертÿçи Александр Иванов Çуркуннепе Ĕç уявне мĕнле хатĕрленнипе паллаштарнă. Юлашкинчен республикăн официаллă делегацийĕ ĕçлĕ визитпа Беларуçе каяссипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.

М.АНДРЕЕВ.

Автономное учреждение «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика