10:10 02 апреля 2014 г.
Пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика Правительствин членĕсемпе, влаçăн территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ. Чăваш Енри потребительсен рынокĕнчи лару-тăрăва экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин тишкернĕ. Вăл Раççей Экономика аталанăвĕн министерствин прогнозĕпе килĕ-шÿллĕн 2014 çулта Раççей Федерацийĕнче инфляци тĕллевлĕ кăтартуран (5 проц.) ÿсессе, 5,5-6 проц. пуласса палăртнă. Чăваш Енре прогноз тăрăх инфляци 5,8 проц. шайĕнче пулмалла. Чăвашстат малтанлăха пĕлтернĕ тăрăх - 2014 çулхи I кварталта инфляци 2,7 проц. танлашнă, ку 2013 çулхи çак тапхăртинчен 0,6 проц. пысăкрах. Апат-çимĕç таварĕсен инфляцийĕ 5,2 проц., иртнĕ çул шайĕнчен 2,5 проц. пысăкрах. Чăваш Ен Пуçлăхĕ паян çĕршывра таварсен дефицичĕ çуккине палăртнă, çавăнпа хăш-пĕр апат-çимĕç продуктне хаклатнин сăлтавĕсене тишкермеле, ку пулăма иртнĕ çулта республикăра япăх тухăçлă тыр-пул пухса кĕртнипе çыхăнтармалла мар. "Эпир пĕр пĕтĕм экономика анлăшĕнче пурăнатпăр, енчен те ял хуçалăх продукцийĕн пĕр-пĕр енĕпе регионта тухăç япăх тăк çак çимĕçсене кÿрсе килме май пур, кунта çивĕч ыйту тухса тăмалла мар. Пирĕн тĕп тĕллев - конкуренци валли, тавар ăна туса кăларакан патĕнчен ирĕккĕнех потребитель патне çиттĕр тесе условисем туса парасси, хаксене сăлтавсăр ÿстерес мар тесе тăрăшасси", - палăртнă Михаил Игнатьев. Экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин ака уйăхĕн 15-17-мĕшĕсенче Шупашкарта "Çĕнĕ энергетика оборудованийĕ нефтьпе газ промышленноçĕ валли" темăпа Топливăпа энергетика комплексĕн энергетикĕсен пĕрлĕхĕн конференцийĕ пуласса пĕлтернĕ. Ун вăхăтĕнче тĕрлĕрен тематика лапамĕ ĕçлĕ, форум хăнисем Чăваш Республикин электротехника предприятийĕсен хăвачĕпе паллашма пултарĕç. Раççей Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕн çумĕ Татьяна Дроздова пĕлтернĕ тăрăх - РФ Правительствин йышăнăвĕпе 2014 çулхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен социаллă пенсисем 17,1 проц. ÿсеççĕ, федераци çăмăллăхçисене уйăхсерен паракан тÿлевсем тата соцпакет хакĕ - 5 проц., ĕç пенсийĕсен страхлакан пайĕ нарăс уйăхĕнчи ÿсĕмрен 1,7 проц. пысăкланаççĕ. Çапла вара 2014 çулхи ака уйăхĕнчен пенсисем пур пенсионерăн та ÿсеççĕ.
Т.СИДОРОВ.
Автономное учреждение «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики