09:43 19 февраля 2014 г.
Нарăсăн 15-мĕшĕнчен ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрпе чылай вăхăт усă курмашкăн административлă яваплăха ÿстересси çинчен калакан федераци саккунĕ вăя кĕрет. Çĕр лаптăкĕ уйăрассипе, унпа усă курассипе, ăна харпăрлăха илессипе çыхăннă ыйтусем Раççей халăхĕшĕн яланах пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă. Ахальтен мар ĕнтĕ юлашки çулсенче вĕсене тĕрлĕ шайра сÿтсе яваççĕ. Шел те, нумай вырăнта ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр пушă выртать, удобрени хывманран пулăхне çухатать. Раççей Президенчĕ Владимир Путин çĕршыври йывăр лару-тăрăва тишкерсе "Раççей Федерацийĕн Административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан кодексне улшăнусем кĕртесси çинчен" саккуна алă пусса çирĕплетнĕ. Ăна федерацин "Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен çаврăнăшĕ çинчен" саккунĕнче палăртнă вăхăт хушшинче ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕре ĕçе кĕртменшĕн административлă яваплăха ÿстерес тĕллевпе йышăннă. Лаптăк харпăрлăхçисемшĕн, ăна тара илнисемшĕн, çĕр хуçисемшĕн, унпа усă куракансемшĕн – ăна тĕллевлĕн ĕçе кĕртме тивĕçлисемшĕн – штраф пысăкланать. Унăн виçине саккунра цифрăпа палăртман, çавнашкал çĕрсен кадастр хакĕнчен процент кăлараççĕ. Штраф виçи уйрăм çыншăн çĕр лаптăкĕн кадастр хакĕн 0,3-0,5 проценчĕ чухлĕ пулĕ. Должноçри çыншăн çав виçене – 0,5-1,5, юридици сăпачĕшĕн 2-10 процент çирĕплетнĕ. Мĕн пур категоришĕн чи пысăк штраф виçине те палăртнă. Вăл 500 пин тенкĕрен ытла пулмĕ. Республикăра ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр лаптăкĕн кадастр хакĕ вăтамран кашни гектар пуçне 36,3 пин тенкĕ тăрать. Саккуна улшăну кĕртнĕ хыççăн ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрпе тухăçлăрах усă курма пуçласса, ăна пусă çаврăнăшне кĕртессишĕн ытларах вăй хурасса шанатпăр. "Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр çаврăнăшĕ çинчен" саккунпа килĕшÿллĕн лаптăкпа виçĕ çул тата ытларах ял хуçалăх производствинче е унпа çыхăннă ĕç-хĕлре усă курман харпăрлăхçăран туртса илме пултараççĕ. Лаптăкпа усă курманнине ĕнентерекен паллăсене Раççей Правительстви çирĕплетнĕ. Тĕрĕслевçĕсем виçĕ çула тата çĕрпе ытларах усă курман вăхăта лаптăкăн харпăрлăх правине панă кунран пуçласа шутлаççĕ. Республикăра çĕр пуянлăхĕпе тухăçлăрах усă курма тĕллев лартнă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырура харпăрлăхри çĕрĕн пĕр пайне нумай çул пушă вырттарнине палăртрĕ. Çак ыйту федерацин ытти субъекчĕшĕн те çивĕч. "Çĕр хăйне пăхнине юратать", – терĕ Михаил Васильевич. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене виçĕ çулта ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр пайĕсене харпăрлăх правине парассипе çыхăннă ĕçсене вĕçлеме хушрĕ. Çум курăк ашкăрнă çĕрсемпе усă курма пуçласа хыснана укçа ытларах хывăпăр, ăна социаллă ыйтусене татса пама ярăпăр.
Н.ТИМОФЕЕВА, ЧР пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕн çумĕ.
Автономное учреждение «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики