АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Марк Шмулевичпа тĕл пулнă

15:33 07 февраля 2014 г.

Нарăс уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн çыхăну тата массăллă коммуникацисен министрĕн çумĕпе Марк Шмулевичпа тĕл пулнă. Михаил Игнатьев министр çумне республикăра яллă вырăнта пурăнакансене Интернет сечĕпе çыхăнтарас тĕллеве икĕ çулта татса панине пĕлтернĕ. Паянхи кун тĕлне карас çыхăнăвĕпе территорин 97-98 проц. тивĕçтернĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ "Информаци обществи" патшалăх программипе килĕшÿллĕн ялсенчи тĕслĕх библиотекăсене компьютер техникипе пуянлатнине, çавна май паян унти çынсене муниципалитет тата патшалăх пулăшăвĕсене "пĕр чÿрече" йĕркипе кÿнине каласа кăтартнă. Марк Шмулевич нумаях пулмасть алă пуснă саккун пирки пĕлтернĕ, унпа килĕшÿллĕн 250-ран пуçласа 10 пин çын таран пурăнакан пунктсене оптика сечĕсемпе çыхăнтарĕç, ку Чăваш Енре информаци технологийĕсен малашнехи аталанăвĕ валли тивĕçлĕ инфратытăм туса хума май парĕ. "Пирĕн пĕлÿ паракан 500-е яхăн шкул, 1720 ытла ял-поселок, вĕсенчен пĕрре виççĕмĕш пайĕ çак категорие лекет",– палăртнă Михаил Игнатьев. Раççей çыхăну тата массăллă коммуникацисен министрĕн çумĕ министерство малашне те Чăваш Енпе çыхăнса ĕçлеме, республикăна пысăк пĕлтерĕшлĕ программăсене пурнăçа кĕртес ĕçе явăçтарма хатĕррине пĕлтернĕ. И.БЕЛОВА.

Автономное учреждение «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика