09:48 24 января 2014 г.
Ленинграда нимĕç фашисчĕсен блокадинчен хăтарнăранпа 70 çул çитнĕ ятпа Пĕрремĕш канал "Ладога – дорога жизни" нумай сериллĕ фильмăн премьерипе паллаштарать. Валерий Тодоровскипе Александр Велединскин çĕнĕ картинин пĕрремĕш серине кăрлач уйăхĕн 27-мĕшĕнче кăтартĕç. Тăватă сериллĕ картина никĕсĕнче – машина-"полуторкăн" водителĕн историйĕ, вăл блокадăри Ленинграда апат-çимĕç турттарнă. Хулана юр-вар илсе çитерес тĕллевпе тĕп сăнарăн Пурнăç çулĕ – пăрланса ларнă Ладога кÿлли – урлă çÿреме тивет. Фильм серийĕсенчен пĕринче водителе савакан хĕр тупăнать, вăл та теветкеллĕ утăм тăвать: блокадăри çынсем валли кÿлĕ урлă апат-çимĕç каçарма пуçлать. Çак роле Раççей паллă актриси Ксения Раппопорт вылянă. Сериал режиссерĕ каланă тăрăх, Ксения ку сăнара чĕре çывăхне илнĕ, çавăнпа чылай сценăра дублер пулăшăвĕпе усă курма килĕшмен, хăйĕн пурнăçĕшĕн чăнласах та хăрушлăх кăларса тăратнă. Сценăсенчен пĕринче унăн героини юхан шыври пĕчĕк ачасене çăлас тесе пăрлă шыва сикет. Ксения хăйĕн сывлăхĕшĕн хăрамасăрах ку сценăна дублерсăр вылянă. Ятарласа "Ладога - дорога жизни" фильма ÿкермешкĕн "Ленфильм" киностуди специалисчĕсем легендăна кĕрсе юлнă икĕ "полуторкăна" юсаса çĕнетнĕ. Шăпах çак машинăсем блокада çулĕсенче Ленинграда хăтарнă. Ку фильм - Ленинградра пурăннисене тивĕçлипе асăнни, вĕсен чăтăмлăхне хисепленине кăтартни. Тĕп рольсенче Андрей Мерзликин, Ксения Раппопорт, Юрий Кузнецов, Юрий Уткин, Алексей Серебряков ÿкерĕннĕ. И.БЕЛОВА.
Автономное учреждение «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики