09:04 22 января 2014 г.
Кăрлачăн 20-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика Правительствин членĕсемпе, влаçăн территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ. Чăваш Республикин Патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕн ертÿçи Иван Никитин 2013 çулта управляющи компанисем коммуналлă пулăшусемшĕн шутласа палăртнă йĕркене тĕрĕслени, вĕсен улшăнăвĕн мониторингĕ çинчен пĕлтернĕ. Иртнĕ çулта инспекци адресĕпе граждансем 5 пин ытла çыру янă, çав шутра 30 проц. яхăн – пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн шутласа палăртнă тÿлеве сăлтавланин ыйтăвĕсемпе. Управляющи компанисен ĕçне 600 ытла хутчен тĕрĕсленĕ, вĕсен пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх республикăра пурăнакан 47200 çын тĕлĕшпе тÿлеве çĕнĕрен шутласа палăртнă, 2 млн та 650 пин тенкĕлĕх сахалрах тÿлемелле тунă. "Текстильщик" управляющи компани", "Вертикаль" ОООсене, "Кăмăл" акционерсен обществин должноçри çыннине пĕтĕмпе 250 пин тенкĕлĕх штрафланă. Патшалăх конкуренци политики тата тарифсен служба ертÿçи Альбина Егорова каланă тăрăх – çирĕплетнĕ хаксемпе тĕрĕс усă курнине, коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлеве шутласа палăртмалли йĕркесене пăхăннине тĕрĕслеме республикăри 367 адрес тата 84 управляющи компани тăрăх пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлеме панă квитанцисене кашни уйăхрах тишкернĕ. Çакна палăртнă: 2013 çулăн пĕрремĕш çурринче граждансем коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн тÿлесси ÿсмен, 2012 çулхи раштав уйăхĕнчи шайрах юлнă, утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тÿлеве Раççей Федерацийĕн Правительстви палăртнă виçесемпе улăштарнă. ЧР Пуçлăхĕ управляющи компани ертÿçисен пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу ĕçĕсен пахалăхĕшĕн яваплă пулмаллине палăртнă. Çапах та пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмĕнче йĕрке тума влаç тăрăшни çеç çителĕксĕр. Нумай хваттерлĕ çуртсенчи хваттер харпăрлăхçисен хăйсен те ĕç кăтартăвĕсемшĕн управляющи компанисенчен çирĕпрех ыйтмалла. Анчах та паян çулталăкри отчет пухăвĕсене нумай хваттерлĕ çуртсенче ячĕшĕн кăна ирттереççĕ. ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Степанов 2013 çулта регионсенчи авиавĕçевсене аталантармалли "пилот" проекта еплерех пурнăçлани, 2014 çулхи тĕллевсем çинчен каласа панă. Шупашкар-Ĕпхÿ-Шупашкар тата Шупашкар-Самар-Шупашкар маршрутсем тăрăх авиавĕçевсем йĕркеленĕ. Шупашкар-Ĕпхÿ-Шупашкар маршрутпа авиавĕçевсем 2013 çулхи çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче пуçланнă, 54 рейс тунă, 167 пассажир ыйтăвне тивĕçтернĕ. Шупашкар-Самар-Шупашкар маршрутпа авиавĕçевсем юпа уйăхĕн 22-мĕшĕнче пуçланнă, 66 рейс тунă, 137 пассажира каймалли çĕре илсе çитернĕ. 2014 çулта Шупашкар-Самар, Шупашкар-Ĕпхÿ маршрутсемпе эрнере 3-шер рейс тума палăртнă, "АК БАРС АЭРО" акционерсен обществин самолечĕсемпе усă курĕç. 2014 çулта регионсенчи авиавĕçевсене аталантармалли проект тăрăх Чăваш Енре 3 пин пассажира палăртнă вырăна илсе çитерме пăхнă. Авиаперевозчика 2014 çулта Чăваш Республикин бюджетĕнчен пама уйăракан субсиди виçи 8,48 млн тенкĕпе танлашĕ. А.ЛЬВОВА.
Автономное учреждение «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики