09:06 15 января 2014 г.
Кăрлачăн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика Правительствин членĕсемпе, влаçăн федераци органĕсен территори управленийĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе 2014 çулта пĕрремĕш хут канашлу ирттернĕ. Çĕнĕ çул тата Раштав каникулĕсен вăхăтĕнче республикăри культура, вĕренÿ тата спорт учрежденийĕсем халăх канăвне йĕркелес тĕлĕшпе мĕнле ĕçленине пĕтĕмлетнĕ. Кăрлачăн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика Правительствин членĕсемпе, влаçăн федераци органĕсен территори управленийĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе 2014 çулта пĕрремĕш хут канашлу ирттернĕ. Çĕнĕ çул тата Раштав каникулĕсен вăхăтĕнче республикăри культура, вĕренÿ тата спорт учрежденийĕсем халăх канăвне йĕркелес тĕлĕшпе мĕнле ĕçленине пĕтĕмлетнĕ. Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Вадим Ефимов пĕлтернĕ тăрăх – патшалăх театр тата концерт организацийĕсем, вулавăшсемпе музейсем 2013 çулхи раштавăн 20-мĕшĕнчен пуçласа 2014 çулхи кăрлачăн 13-мĕшĕччен Çĕнĕ çулпа тата Раштавпа çыхăннă 200 ытла мероприяти ирттернĕ, унта 30 пин ачапа çитĕннисем хутшăннă. Сахал тупăшлă çемьесенчи тата хевтесĕр 5 пине яхăн ача ыр кăмăллăх мероприятийĕсенче пулнă. Çулленех Çĕнĕ çула тата Христос çуралнине халалласа ирттерекен елкăсене, концертсене, эстафетăсене, презентацисене, акцисене республикăри 187 пин ытла ача хутшăннă. Чăваш Ен шкулĕсенчи чи лайăх вĕренекенсем çавăн пекех Мускаври тата Чул хулари Çĕнĕ çул уявĕсенче пулнă. Кăрлачăн 20-мĕшĕччен Наци музейĕнче Хĕл мучи мастерскойĕнче Çĕнĕ çулхи мастер-классен ярăмĕ иртет, патшалăх тата муниципалитет вулавăшĕсенче кăрлачăн 10-мĕшĕнче раштав поэзи вулавĕсем пуçланнă, вĕсем кăрлачăн 25-мĕшĕччен тăсăлаççĕ. ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Мельников пĕлтернĕ тăрăх – Пĕтĕм Раççейри "Спортпа сывлăх вунă кунлăхĕ" акци вăхăтĕнче 4 пине яхăн спорт учрежденийĕпе база ĕçленĕ, сывлăха çирĕплетес тĕллевпе 400 яхăн спорт мероприятийĕ ирттернĕ. Кăрлачăн 5-мĕшĕнче Сывлăхпа спортăн пĕрлехи кунне сывă пурнăç йĕркине килĕштерекен 150 пин çын хутшăннă. Спортпа сывлăх вунă кунлăхĕнче республикăра пурăнакан 334 пин çын хăйсен сывлăхне çирĕплетнĕ. Республика Пуçлăхĕ физкультурăпа спорт занятийĕсене çÿреме мĕн пур ÿсĕмри çынсене кирлĕ майсемпе тивĕçтермеллине палăртнă. Çĕнĕ çул уявĕсен вăхăтĕнче çăлав службин сотрудникĕсем лăш курмасăр ĕçленĕ. Чăваш Республикин Граждан оборони тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров пĕлтернĕ тăрăх – 2013 çулхи раштавăн 25-мĕшĕнчен пуçласа 2014 çулхи кăрлачăн 10-мĕшĕччен республикăра 55 пушара регистрациленĕ, вут-çулăмра 7 çын вилнĕ, вĕсенчен 5-шĕ – ÿсĕр пуçпа табак туртнипе. Çĕн çул тата Раштав каникулĕсене еплерех ирттернине пĕтĕмлетсе республика Пуçлăхĕ Чăваш Енре пурăнакансемпе хăнасен çакнашкал мероприятисенче харпăр хăйне тыткалас культури ÿснине çирĕплетнĕ. Çавна май кăçал 2013 çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан Çĕнĕ çул уявĕсен вăхăтĕнче право йĕркине пăсасси 30 проц. чакнă. Апла пулин те хăрушсăрлăха тивĕçтерес ыйтусем тĕп вырăнтах юлаççĕ. ЧР Финанс министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Фарида Муратова 2014 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне Федераци тата республика бюджечĕсенчен куçарнă, усă курмасăр юлнă укçа-тенкĕ çинчен пĕлтернĕ. Унпа кăçал усă курма палăртаççĕ. Михаил Игнатьев журналистсене Раççей Пичет кунĕ ячĕпе саламланă. Республика Пуçлăхĕ информаци технологийĕсем питĕ хăвăрт аталанса пынă вăхăтра влаç органĕсен тата массăллă информаци хатĕрĕсен тĕллевĕ малтанхи пекех граждансене объективлă та тĕрĕс информаципе тивĕçтересси пулнине палăртнă. А.ЛЬВОВА.
Автономное учреждение «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики