09:39 06 декабря 2013 г.
Республика Президенчĕ 2006 çулхи утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче "Пысăк тата вăтам ял хуçалăх организацийĕсене аталантармашкăн пулăшмалли хушма май çинчен" 61-мĕш указ кăларнă. Вăл мĕнле пурнăçланать-ха; Çакăнпа çыхăннă ыйтусене ЧР Ял хуçалăх министерствин кадр политикин тата вĕренÿ пайĕн ертÿçи Вероника Николаева хуравлать. – Документа мĕн тĕллевпе йышăннă; – Чăваш Ен ертÿçи Министрсен Кабинетне ял хуçалăхĕн пысăк тата вăтам организацийĕсене аталантармалли, усă куракан çĕр лаптăкне ÿстермелли, продукци ытларах туса илмелли çула палăртма, экономикăпа социаллă пурнăç кăтартăвĕсене лайăхлатнăшăн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тĕрлĕ харпăрлăхлă хуçалăх ертÿçисене организацисен йĕркелÿ-право никĕсне пăхмасăр хавхалантарма хушнă. – Хуçалăхсен йывăр урапине малаллах туртасси ертÿçĕсенчен нумай килет. Республика влаçĕ председатель е директор пурнăçне лайăхлатсан вĕсем производство ÿсĕмне хăвăртлатасса шанать. Указа АПКри ун чухнехи лару-тăрăва шута илсе кăларнă. 2006 çул тĕлне республикăра аван тупăш илекен пысăк хуçалăхсем сахал юлчĕç. Пĕчĕккисем çĕр ĕçĕнче, выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче халĕ те ăслăлăх-ăсталăхпа туллин усă кураймаççĕ, хăватлă техника хатĕрĕ туянаймаççĕ, производствăна çĕнĕлĕх кĕртеймеççĕ. Сăмахран, Вăрнарти аш-какай комбиначĕн хуçалăхĕпе, "Ольдеевская" агрофирмăпа е "Авангард" обществăн Çĕрпÿ беконĕ" филиалĕпе танлашаймаççĕ. Ку – пуриншĕн те паллă. Министрсен Кабинечĕ указа пурнăçлас тĕллевпе мĕнле йышăну тунă; – Республика хыснинчен уйăракан укçаран пурăнмалли вырăн тутармашкăн (туянмашкăн), ăна юсаттармашкăн социаллă тÿлевпе тивĕçтерме, ипотека кредичĕн процентне тÿлесе татма ыйтакан пысăк тата вăтам хуçалăхсен ертÿçисене çирĕплетме правительство комиссийĕ йĕркеленĕ. Тÿлев йĕркине туса хатĕрленĕ. Патшалăх саккасçисем – Ял хуçалăх тата Строительство министерствисем. Документ еплерех пурнăçланнишĕн вĕсем яваплă. Комисси республика паракан çăмăллăхпа усă куракансен йышне çирĕплетет. Унта хуçалăх экономикинче социаллă пысăк ÿсĕм тунă, тÿрĕ кăмăлпа нумай çул вăй хунă ертÿçĕсене кĕртеççĕ. Комиссире 15-ĕн. Председателĕ – ял хуçалăх министрĕ. Унта тăракансен пысăкрах пайĕ майлă сасăласан кандидата пулăшу илекенсен ушкăнне илеççĕ. Хирĕççисем, майлисем пĕрешкел сасă пухсан ыйтăва председатель сасăлавĕ татса парать. – Çăмăллăха мĕнле çитĕнÿшĕн параççĕ; – Министерствăна документсем тăратичченхи çул кандидат ертсе пыракан вăтам организацире – 101-250, пысăккинче 251 çын е ытларах тăрăшнине, ял хуçалăхĕнче тавар (пулăшу ĕçĕпе пĕрле, хушма хакран тытакан налука шута илмесĕр) 10 миллионран сахал мар тенкĕлĕх туса илнине, хуçалăх кассине çуллен таса тупăш (хырçă-марçă хакĕ кĕмест) хывнине, юлашки 5 çулта ял хуçалăх производствине ÿстернине çирĕплетмелле. Коллективра вăй хуракан çыннăн кашни уйăхри вăтам ĕç укçи иртнĕ çулхинчен ÿснине палăртсан çеç кандидат ыйтăвне тивĕçтереççĕ. Хуçалăх кăтартăвне тепĕр çул лайăхлатсан кандидат хăйĕн хушаматне списока кĕрттерессишĕн иккĕмĕш хут тăратма пултарать. – Документсемпе паллашрăм та социаллă тÿлевсĕр пуçне вĕсене ипотека кредичĕн процентне саплаштарма пулăшнине пĕлтĕм. Тÿлев миçе тенкĕпе танлашать тата мĕнле кредит проценчĕ пирки сăмах пырать; – Тÿлев пурăнмалли вырăн хакĕн 70 проценчĕпе танлашать. Вăл пĕр миллион тенкĕрен ытла мар. Унпа хатĕр хваттер е çурт туянма, е строительсене тытса пÿрт е пая кĕрсе нумай хутлă çуртра хваттер тутарма, е хăй пурăнакан çурта юсаттарма, е тĕпрен юсаттарма пултарать. Укçапа усă курма ирĕк паракан тĕп документ – социаллă тÿлевпе тивĕçтерме йышăннине çирĕплетекен свидетельство. Унта миçе тенкĕ куçарассине те çыраççĕ. Халĕ ыйтăвăн иккĕмĕш пайĕ пирки. Паян хулара ик-виçĕ пÿлĕмлĕ хваттер туянма, строительсене тытса ялта пÿрт е пая кĕрсе нумай хутлă çуртра хваттер тутарма пĕр миллион тенкĕ çителĕксĕр, чылай ытларах тухса каять. Ăна ăçтан тупмалла; Банкран ипотека кредичĕ илеççĕ. Указпа килĕшÿллĕн унăн процентне республика хыснинчен уйăракан укçаран саплаштараççĕ. Патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ çыннăн ăна илме коммерци банкĕнче ятарлă счет уçмалла, республикăн Строительство министерствине хваттер е çурт туяннине, е строительсене тытса пÿрт е пая кĕрсе нумай хутлă çуртра хваттер тутарнине, е хăй пурăнакан çурта юсаттарнине, е тĕпрен юсаттарнине çирĕплетекен акт, строительсемпе çирĕплетнĕ килĕшĕве тăратмалла. Кĕскен, çын пурăнмалли вырăнлă пулсан кăна кĕмĕл пĕр вырăнтан тепĕрне куçать. – Вулакансене кăсăклантаракан тĕп ыйту: кăçалччен миçен тата камсем çав чыса тивĕçнĕ; – Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне – 28-ăн. Вĕсем ял хуçалăхĕнче 10 çултан сахал мар, ытларахăшĕ 20-30 е ытларах çул вăй хунă. Вĕсене тÿлевпе тивĕçтерме тата кредит процентне тÿлесе пыма республика бюджетĕнчен – 26,983 миллион, çав шутра тÿлев валли – 26,898 миллион, кредит процентне саплаштарма 85,3 пин тенкĕ куçарма йышăннă. – Вĕсем банкран ипотека кредичĕ илменпе пĕрех иккен. – Социаллă пулăшăвăн вăтам виçи – 963,7 пин тенкĕпе танлашнă. Тĕрлĕ сăлтава пула 2006 çулта пулăшу пама пуçламан. 2007 çулта – 15, 2008 ç. – 4, 2009, 2010, 2011 тата 2013 çç. – 2-шер, 2012 ç. пĕр çынна тÿлевпе тивĕçтерме тата кредит процентне саплаштарма списока кĕртнĕ. Çак информаципе пурте тата кирек хăш вăхăтра та паллашма пултараççĕ. Ăна Ял хуçалăх министерствин сайтне вырнаçтарнă. – Тавах указпа паллаштарнăшăн. Юлашки çулсенче унпа усă курни нумайăн мар. Паллах, документ тухăçлăхне Ял хуçалăх министерстви хак парать. Вăл пысăк тата вăтам хуçалăхсен хисепне, производство калăпăшне, вăтам ĕç укçине ÿстерме, ял экономикине инвестици ытларах хывма пулăшрĕ-ши; Ку ыйтăва малашне те çĕклĕпĕр. Ю.МИХАЙЛОВ калаçнă.
Автономное учреждение «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики