АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Социаллă пĕлтерĕшлĕ бюджетшăн – пĕр саслăн

10:52 29 ноября 2013 г.

Чăваш Республикин пиллĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн 16-мĕш сессийĕ икĕ тапхăрпа ĕçлерĕ. Иккĕмĕшĕнче пĕрремĕш тапхăрта пĕрремĕш вулавпа йышăннă виçĕ саккун проекчĕ пулчĕ. Виççĕшне те комитет ларăвĕнче питĕ тĕплĕн тишкернĕ, сĕнÿсемпе асăрхаттарусене шута илнĕ, икĕ тÿрлетÿ таблици (комитет сĕнĕвĕпе пĕри – йышăнма, тепри – сирме) хатĕрленĕ. Депутатсем чи малтан "Чăваш Республикин 2014 çулхи тата планпа пăхнă 2015 тата 2016 çулсенчи республика бюджечĕ çинчен" саккун проектне тепĕр хут тишкерчĕç. Хальхинче ахальтен мар ăна "социаллă пĕлтерĕшлĕ" тесе хакларĕç. Апла тăк çĕнĕ объектсем хута кайĕç, шалу та пысăкланĕ, кĕскен каласан – пурнăç условийĕсем татах лайăхланĕç. Бюджета малалла тишкерес тĕк унăн чылай пайĕнче ÿсĕм пурри курăнать. Сăмахран, федераци хыснинчен каялла тавăрса памалла мар укçан сумми çитес çул – 34,7 проц., 2015 çулта – унчченхинчен 29,5 проц., 2016 çулта ун умĕнхи çултан тата 20,7 проц. пысăкрах пулĕ. Налук тупăшĕн цифрисем те çÿлелле кармашаççĕ. Налук мар тупăшăн шутĕнче – патшалăх тата муниципалитет пурлăхĕпе, çут çанталăк пуянлăхĕпе усă курнăшăн, административлă тÿлевсем, пурлăх активĕсем сутса тата штрафсенчен пухăннă укçа-тенкĕ, каялла тавăрса памалла мар суммăсен шутне дотацисем, субсидисемпе субвенцисем тата бюджетсен хушшинчи трансфертсем кĕреççĕ. Тăкаксен пайĕ те уçăмлă. Унта ытларах социаллă пурнăçпа культура, вĕренÿ, физкультурăпа спорт, сывлăх сиплевĕн сферинче усă курĕç, массăллă информаци хатĕрĕсен хăйсен "тÿпи" пулĕ. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, çул-йĕр, строительство тата пурнăçри чылай ыйтăва татма кайĕ. Парламентарисем пурте тенĕ пекех (кун пекки халĕччен пулманччĕ-ха!) çитес виçĕ çулхи бюджета пĕтĕмĕшле ырларĕç. Юрий Попов спикер бюджетăн кашни статйишĕн уйрăммăн сасăлаттарнă хыççăн ăна иккĕмĕш вулавпа пĕтĕмĕшле йышăнма сĕнчĕ. 35 депутат уншăн сасăларĕ. Республикăн виçĕ çул-хи бюджечĕпе пĕрлех "Чăваш Республикин обязательнăй медицина страхованийĕн территори фончĕн 2014 çулхи тата планпа пăхнă 2015 тата 2016 çулсенчи бюджечĕ çинчен" саккун проектне те иккĕмĕш вулавпа çирĕплетрĕç. 43 депутатран 42-шĕ унпа килĕшрĕ. Кун йĕркинчи виç-çĕмĕш ыйтупа та чăрмав пулмарĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ – Экономика политики, агропромышленноç комплексĕ тата экологи енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Олег Мешков сĕннĕ çут çанталăк пуянлăхĕпе усă курасси çичен калакан саккун проектне иккĕмĕш вулавпа вăя кĕртрĕç. 16-мĕш сессин ик-кĕмĕш тапхăрĕн кун йĕркине хушма 5 ыйту кĕртнĕ. "Чăваш Республикин инвестици фончĕ çинчен" саккун проекчĕ пушă çĕрте çуралман. Паянхи кунччен эпир ку тĕллевпе федераци хыснинчен уйăракан укçа-тенкĕпе усă курнă. Çитес çултан кун пек "ырлăх" вĕçленет, малашне хамăр бюджетпа тата асăннă фондра пухăнакан тупрапа усă курма тивет. Çавăнпа пĕрлех Чăваш Республикин инвестици ĕç-хĕлне лайăхлатма патшалăх енчен пулăшу кÿмелли саккуна улшăнусем кĕртме йышăнчĕç, иккĕшне те иккĕмĕш вулавпа йышăнчĕç. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ Федерацин Патшалăх Думине пуçарупа тухать: федерацин "Çар çыннисен статусĕ çинчен" саккунне улшăнусем кĕртме сĕнет. Ку ытларах хĕсмет вăхăтĕнче сусăрланнисене пырса тивет.

Ю.СТЕПАНОВ.

Автономное учреждение «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика