10:38 22 ноября 2013 г.
Чÿк уйăхĕн 18-мĕшĕнче Мускавра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççейри Промышленниксемпе предпринимательсен пĕрлĕхĕн (РСПП) Транспорт тата транспорт инфратытăмĕ енĕпе ĕçлекен комиссийĕн анлă ларăвне хутшăннă. Унта Раççей Федерацийĕнче пысăк хăвăртлăхпа тата хăвăрт çÿрессине аталантарас ыйтăва пăхса тухнă. Лару ĕçне РСПП комиссийĕн членĕсемпе эксперчĕсем, Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн палатисен, ĕç тăвакан влаçăн федераци тата регион органĕсен, граждан обществин институ-чĕсен, ăслăлăх тата эксперт пĕрлĕхĕн, ют çĕршывсенчи чукун çул администрацийĕсен представителĕсем хутшăннă. Хăйĕн сăмахĕнче комисси председателĕ, "Раççей чукун çулĕсем" акционерсен обществин президенчĕ Владимир Якунин çĕршывăн транспорт комплексне аталантарасси çинчен юлашки йышăнусене Раççей Правительстви экономикăн ансат мар условийĕсенче кăларнине палăртнă. Ларура Раççейри тата чикĕ леш енчи экспертсем тухса калаçнă. Вĕсем палăртнă тăрăх, пысăк хăвăртлăхлă çулсене аталантарнă май çĕршывра экономикăри хастарлăхпа ĕç тухăçлăхĕ ÿсĕç, грузсем турттарнин хăй хаклăхĕ чакĕ. Уйрăммăн илсен, "Мускав-Хусан" пысăк хăвăртлăхлă чукун çул магистральне тумалли проект 2014-2019 çулсенче мĕн пур шайри бюджета строительство пынă тапхăрта – 174,6 млрд тенкĕ, хута ярсан 1,53 трлн тенкĕ кÿрĕ. Çак магистрале тунă май 370 пин ытла ĕç вырăнĕ йĕркелĕç. "Раççей чукун çулĕсем" акционерсен обществин эксперчĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, проект строительство пынă вăхăтрах инвестицисене тавăрма пуçлĕ. Чăваш Енре пысăк хăвăртлăхлă çула ĕçлеттернĕ вăхăтра 2019-2030 çулсенче малтанхи пĕ-тĕмлетÿсем тăрăх регионăн пĕтĕмĕшле ÿсĕмĕ – 271,8 млрд тенкĕ, пĕрлештернĕ бюджетăн хушма тупăшĕсем – 60,8 млрд тенкĕ, республика бюджечĕн хушма тупăшĕсем 37,7 млрд тенкĕ пулĕç. Раççейри Промышленниксемпе предпринимательсен пĕрлĕхĕн Транспорт тата транспорт инфратытăмĕ енĕпе ĕçлекен комиссийĕ сÿтсе явнă хыççăн Федераци Канашне, РФ Патшалăх Думине, Транспорт министерствине тата Регион аталанăвĕн министерствине сĕнÿсемпе тухма йышăннă. Михаил Игнатьев журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă, пысăк хăвăртлăхлă çула туни экономика тĕлĕшĕнчен усă кÿнипе пĕрлех Чăваш Енре çул-йĕр хăрушсăрлăхĕ ÿсессе те çирĕплетнĕ. А.ЛЬВОВА.
Автономное учреждение «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики