АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Ăнăçлă тĕслĕхсем кирлĕ

15:43 01 ноября 2013 г.

 Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăн Суту-илÿпе промышленноç палатин президенчĕпе Игорь Кустаринпа курнăçнă. Тĕл пулура республика экономикин лару-тăрăвне, пĕчĕк тата вăтам бизнес аталанăвĕн малашлăхне, çавăн пекех предприниматель ĕç-хĕлĕн Раççей ВТОна кĕнипе сăлтавланнă çĕнĕлĕхĕсене сÿтсе явнă.

Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх – Чăваш Енĕн ĕç тăвакан влаçĕшĕн предпринимательсен пĕрлĕхĕпе тытакан çыхăну пысăк пĕлтерĕшлĕ. "Тĕрĕс çулпа утатпăр-и, мĕнле йышăнусем тумалла – çакна пĕлмелле. Патшалăх енчен пĕчĕк тата вăтам бизнеса пулăшнине илес тĕк – юлашки тăватă çулта, çав шутра 2013 çулта эпир вĕсене 1,25 млрд тенкĕлĕх пулăшу кÿнĕ", – тенĕ республика Пуçлăхĕ.

Игорь Кустарин Михаил Игнатьева бизнес-пĕрлĕх ыйтăвĕсем тĕлĕшпе тимлĕ пулнăшăн тав тунă, Чăваш Енре унăн представителĕсене Правительство шайĕнче йышăнусем тăвас ĕçе хутшăнтарассине лайăх йĕркеленине палăртнă. "Унччен апла марччĕ, пĕр пилĕк çул каялла кăна-ха çакă уйрăм çынсен çыхăнăвĕсен шайĕнче пулса пыратчĕ", – тенĕ ССП президенчĕ.

Вăл çавăн пекех хăй нумаях пулмасть Чехие тата Словакие кайса килни, унта регионсен экономика форумĕсене çитсе курни çинчен каласа панă. Игорь Кустарин шухăшĕпе – республикăри фермер хуçалăхĕсене техникăпа тивĕçтерни, вĕсем туса илекен продукци пахалăхĕ чикĕ леш енчинчен кая мар. Анчах пирĕн предпринимательсен хăйсен продукцине Анăç тата Тухăç Европа рынокĕсене кăларас, унта мĕн кирлине, технологи требованийĕсене тĕпчес енĕпе çине тăрарах ĕçлемелле.

Михаил Игнатьев экспорт валли продукци туса кăларас тĕллевпе хастар предпринимательсене патшалăх енчен пулăшма хатĕррине палăртнă. "Чикĕ леш енчи рыноксене тухнă ăнăçлă тĕслĕхсем пулсан ĕçсем лайăхрах кайĕç. Ăçта пĕри ăнтарать – унта ыттисен те ăнĕ", – тенĕ вăл.

К.СЕМЕНОВ.

Автономное учреждение «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика