10:50 30 октября 2013 г.
Юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.
ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Инна Антонова пĕлтернĕ тăрăх – 2013 çулта республикăн инвестици программин объекчĕсем валли бюджетран 5800,6 млн тенкĕ уйăрма пăхнă.
Адреслă инвестици проекчĕсене пурнăçласа 2013 çулхи 9 уйăхра республикăра вĕренĕвĕн, сывлăх сыхлавĕпе культурăн социаллă пысăк пĕлтерĕшлĕ 20 объектне хута янă. Çав шутра – Комсомольски тата Елчĕк районĕсенче шкул çулне çитменнисен вĕренĕвĕн 2 учрежденийĕ, Патăрьел тата Вăрмар районĕсенче 2 шкул, фельдшерпа акушер пункчĕсем 12, Шупашкар хулинче ачасемпе çамрăксен 9-мĕш шкулĕнче бассейн, Йĕпреç поселокĕнче тата Çĕмĕрле хулинче 2 стадион тата ыттисем те.
Çав вăхăтрах темиçе объекта палăртнă вăхăтра хута ярайман, хăш-пĕр объектра бюджет укçипе туллин усă курман.
"Тÿрĕ кăмăллă мар подрядчиксем конкурссенче çĕнтереççĕ, бюджет укçине илеççĕ, кайран хăйсен тивĕçĕсене пурнăçламаççĕ. Объектсене вăхăтра хута яманнипе ачасемпе ашшĕ-амăшĕ йывăрлăха лекеççĕ", – тенĕ Михаил Игнатьев. Республика Пуçлăхĕ тÿрĕ кăмăллă мар подрядчиксемпе ĕçленĕ чухне суд практикипе анлăрах усă курма сĕннĕ.
ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Степанов хĕллехи вăхăтра автомобиль çулĕсене пăхса тăрас енĕпе хатĕрленÿ ĕçĕсене еплерех туса ирттерни пирки каланă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх – ЧР Çул-йĕр фончĕн калăпăшĕ 2013 çулта 2504,8 млн тенкĕпе танлашать.
Пурте усă куракан автоçулсене пăхса тăма ял тăрăхĕсен шайĕнче укçа-тенке тĕрĕслемесĕрех тăкаклаççĕ. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çакнашкал тытăма çивĕч критикленĕ. "Укçана ял тăрăхĕсене ярса эсир бюджет укçи-тенкипе тивĕçлипе усă курнине тишкернĕ-и; Ял тăрăхĕсенче юсав тата çул-йĕр ĕçĕсен пахалăхĕ чылай япăхрах", – тенĕ Михаил Васильевич.
Республика Пуçлăхĕ ял тăрăхĕсенче автоçулсене тытса тăмалли конкурссене район администрацийĕсен шайĕнче ирттермеллине палăртнă.
ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Альбина Алексеева Халăх пĕрлĕхĕн кунне халаланă мероприятисене ирттерме хатĕрленнипе паллаштарнă.
А.ЛЬВОВА.
Автономное учреждение «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики