15:43 02 октября 2013 г.
Ф.Г.Григорьев ячĕпе хисепленекен районăн тĕп больници иртнĕ эрне кун хăйĕн 140 çулне паллă тунă. Медицина ĕçченĕсене, çак сферăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă хисеплĕ ветерансене Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн çумĕ Александр Медюков тата район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов саламланă. Александр Юрьевич "шурă халатлă" ĕçченсене, медицина ветеранĕсене, вĕсен шутĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ Мария Александровна Александрова та пулнă, çирĕп сывлăх, ăнăçу суннă. Тивĕçлисене наградăсемпе чысланă.
Владислав Васильевич та районăн тĕп больницин, унăн тĕп врачĕ пулнă Ф.Г.Григорьевăн халăх пурнăçне сыхлассишĕн тăвакан пархатарлă ĕçĕ çинчен ырăпа каланă. Вăл палăртнă тăрăх, районта фельдшерпа акушер пункчĕсене пурне те сыхласа хăварма май килнĕ. 100 ФАП тумалли программăпа килĕшÿллĕн çитес çулсенче Канаш енре çĕнĕ вунă фельдшер пункчĕ тумалла. Пĕрремĕшне – Анаткасри медпункта кăçал уçнă.
Районăн больници 19-мĕш ĕмĕрте никĕсленнĕ. Унăн пĕрремĕш тĕп тухтăрĕ Н.Андриянов пулнă. Каярах çак йывăр та пархатарлă тивĕçе С.Казанкин, В.Иванова, З.Зайкова, Ф.Куликова, Ф.Григорьев, А.Шашков, В.Ямалиев чыслăн пурнăçласа пынă. 2007 çултан пуçласа районăн тĕп врачĕ – Р.Федорова. Рената Николаевна аслă ăрури сывлăх хуралçисен ырă ĕçне малалла тăсать. Районти тĕп больницăн коллективĕн ĕçĕпе халăх кăмăллă.
Хамăр кор.
Автономное учреждение «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики