09:26 20 сентября 2013 г.
Юн кун районта черетлĕ Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, Чăваш Республикин Суту-илÿ, промышленность тата экономика аталанăвĕн министрĕн çумĕ И.Антонова тата Социаллă аталану, сывлăх сыхлавĕн министерствин социаллă сфера, сывлăх сыхлавĕн аталанăвĕпе стратегилле планлас ĕç пайĕн начальникĕ Н.Зинетуллина Атнаш ялĕнче пулнă, фельдшерпа акушер пункчĕн строительство ĕçĕсемпе паллашнă. Унтан Атнаш ял тăрăхĕнче пурăнакансемпе Киров ячĕллĕ ЯХПК правленийĕн пухусем ирттермелли залĕнче калаçу ирттернĕ.
Кунта тĕл пулу йĕркеличчен информушкăн Çеçпĕл ял тăрăхĕнче пулнă, Анаткасра модульлĕ фельдшерпа акушер пунктне уçнă çĕре хутшăннă. Уява ял халăхĕ йышлăн пуçтарăннă, вĕсем ăшă сăмахсем тухса каланă, пуçлăхсене медицина учрежденийĕшĕн тав тунă.
Ялти пĕрремĕш фельдшер Зоя Васильевна Леонтьева çынсен сывлăхне 41 çул сипленĕ. 1999 çулта вăл тивĕçлĕ канăва тухнă. Ветеран пуçтарăннисене хăйĕн ĕмĕчĕпе паллаштарнă: "Анаткас ялĕ аталансах пытăр, унăн урамĕсенче ача-пăча сасси нихăçан та ан татăлтăр".
Çĕнĕ фельдшерпа акушер пунктне И.Никифорова ертсе пырать, вăл та хăйĕн ĕçне чунĕпе парăннă çынă. Ирина Аркадьевна ялти 146 çуртра пурăнакан 217 çыннăн сывлăхне пăхса тĕрĕслесе тăрĕ.
Хамăр инф.
Автономное учреждение «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики