10:09 19 июля 2013 г.
Вăтакас Кипеч ачисем Веньăпа Алеша, иккĕшĕ те вун виççĕре, мĕн пĕчĕкрен туслă. Пушă вăхăта вĕсем ялан тенĕ пекех пĕрле ирттернĕ. Утă уйăхĕн 11-мĕшĕнче, кĕçнерни кун, икĕ тус пĕвене сулăпа ярăнма аннă. Çырантан пĕр аллă метр пек кайсан Веня çаврăнăçусăр пулнипе шыва кĕрсе ÿкнĕ. Ишме пĕлменскер путма пуçланă. Сулă çинче тăракан Алеша çухалса кайнă, çитменнине вăл хăй те шывра тытăнса тăма вĕренеймен. Çакна çыран хĕрринче тăракан Женя асăрханă. Арçын ача кунтан инçех мар пурăнакан Коля Константинов патне чупнă. Ăна инкеке кĕрсе ÿкнĕ Веньăпа Алеша çинчен пĕлтернĕ. Коля каланă çĕре çĕмрен пек тапса сикнĕ. Женьăна тăван пиччĕшне Генăна кайса чĕнме хушнă та хывăнмасăр-тумасăр шыва чăмнă. Пуçĕ çеç курăнакан Веньăна туртса кăларнă та тапаçлана-тапаçлана сулă çине вырттарнă. Коля ăна тата Алешăна çыран патнелле тĕртсе çитеспе пиччĕшĕ пырса та тăнă, шăллĕне тăнне çухатнă Веньăна шыв хĕррине йăтса тухма пулăшнă.
Гена Женьăна хунямăшĕ патне хăнана килнĕ В.Степанов патне янă. Владимир Канашри медицина колледжĕнчен вĕренсе тухнă, районти тĕп больницăн васкавлă пулăшу уйрăмĕнче виç-çĕмĕш çул ĕçлет. Фельдшер шыв ĕçсе тултарнă арçын ачана искусствăлла майпа сывлаттарнă. Кăштахран кĕл тĕслĕ пит шуралса хĕрелнĕ. Владимир Валерьевич пирвайхи пулăшу панă хыççăн васкавлă медицина пулăшăвĕн бригадине чĕнсе илнĕ. Халĕ Веня республика больницинче выртать. Унăн пурнăçĕ хăрушлăхра мар. Веньăна иккĕмĕш пурнăç парнеленĕ Коля Константинов Вăтакас Кипеч вăтам шкулĕн 8-мĕш класĕнчен вĕренсе тухнă. Спортпа туслă. Ирсерен чупать, турник çинче туртăнать, шывра ишме юратать, ашшĕ-амăшне килти хуçалăхри ĕçсене тума, пахча çимĕç ÿстерме пулăшать, кăмăлĕ ырă та уçă. Çакăн çинчен пире кÿршĕре пурăнакан Валентина Семеновăпа Анастасия Степанова каласа пачĕç. Надежда Михайловна хăйĕн тĕпренчĕкĕпе Кольăпа мăнаçланнине палăртса ăна хыттăн çупăрласа питĕнчен чуп турĕ, пичĕ тăрăх савăнăç куççулĕ йăрлатса анчĕ.
– Мана пурте паттăр тесе калаççĕ. Çак сăмаха илтме, паллах, евĕклĕ. Çапах та хам çинчен ун пек калаттарасах килмест. Ман вырăнта кирек кам пулсан та эп тунă ĕçех тунă пулĕччĕ. Атте маттур тени вара питĕ хĕпĕртеттерчĕ. Анне ыталаса чуп туни темрен те хаклă, - терĕ Коля .
Пĕве яла юмахри евĕр илем кÿрет. Ун тавра тĕрлĕ йывăç-тĕм, курăк ÿсет. Хур-кăвакал ишсе савăнать, вăлтапа тытмалăх пулли те пур. Ытарайми илеме инкек ан пăстăрччĕ: ачасене шыв синкер кÿме пултарни çинчен аса илтерсех тăмалла, тăтăшах калаçу ирттермелле. Тата çакна каласа хăварни те вырăнлах пулĕ: Вăтакас Кипеч ял тăрăхĕн мĕнле те пулин вăй çитерсе пĕве татăлса ан кайтăр, пĕвеленĕ вырăнпа машинăсем те çÿреме пултарччăр тесе çĕр купаланă вырăна çирĕплетме, йĕркене кĕртме, пĕве тĕпне унта пухăннă юшкăнран тасатма тăрăшмалла.
В.АЧЧА.
Автор сăн ÿкерчĕкĕ.
Автономное учреждение «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Министерства информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики