00:00 13 мая 2011 г.
"Канаш ене" йÿнĕ хакпа çырăнса юлăр!
Хаклă вулакансем! Ялта пурăнаканăн пурнăç çăмăл маррине ăнланса, укçа-тенкĕ ялан çитсе пыманнине туйса, Канаш ене" 2011 çулăн иккĕмĕш çурринче илсе тăма çырăнтару хакне ÿстермерĕмĕр эпир, "Раççей Почтин" Канашри уйрăмĕпе килĕшсе, унчченхи шайрах хăвартăмăр.
Майăн 12-мĕшĕнчен пуçласа 22-мĕшĕччен вара, йÿнĕ хакпа çырăнтармалли вунă кунлăхра, "Канаш ене" (индексĕ 14413) эсир çур çуллăха 156 тенкĕ те 22 пуспа çырăнма пултаратăр, телевидени программипе эрнере пĕрре тухаканнине (индексĕ 54808) - 104 тенкĕ те 15 пуспа.
Кун пек çăмăллăх пĕрре кăна пулать, çавăнпа "Канаш ене" йÿнĕ хакпа çырăнса юлма тăрăшăр, çемье бюджетне перекетлĕр!