АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Новости » Хаçатăн хаклă тусĕсем!

00:00 01 января 2011 г.

Кăра çилĕллĕ Тигр çулĕ хыçа юлчĕ. Лăпкă та ĕрчевлĕ, телейпе ăнăçу илсе килекен Кролик çулне ура ярса пусрăмăр. Кролик çемьепе пурăнма юратакан чĕр чун, унăн чи паха енĕсенчен пĕри – ырă кăмăллă пулни. Вăл пур çĕрте те – ĕçре, шухăшлавра, япалара – тирпейлĕхе юратать. Çак илемпе ăшпиллĕх символĕ сире те, пире те çулталăк тăршшĕпех çĕнĕ вăй-хал парса, хавхалану кÿрсе тăтăр.

Хисеплĕ вулаканăм, паян эсĕ хаçатăн çĕнĕ çулти пĕрремĕш номерне алла илтĕн. "Канаш енпе" çыхăну тытакансен йышĕ чакманни пире савăнтарать. Эсир район хаçатне шанчăклă тус вырăнне хурса хисепленине, ăнланнине тепĕр хут ĕнентĕмĕр. Хаçат редакцийĕ пĕр çемьене чăмăртаннă тусăмăрсене, çавăн пекех хаçата халăх хушшинче сарас тĕлĕшпе пысăк тÿпе хывнă районти почта çыхăнăвĕн ĕçченĕсене Çĕнĕ çул ячĕпе саламлать, пĕтĕм кăмăлтан тав сăмахĕ калать.

"Канаш ен" вулаканĕсем хаçата тĕрлĕ темăпа материалсем çырса тăчĕç, çивĕч ыйтусем хускатрĕç. 2010 çул Вĕрентекен çулталăкĕ пулнăран учительсемпе редакци хушшинче тачă çыхăну йĕркеленчĕ. Çак туслăх кăçал та малалла тăсăласса питĕ шанас килет.

Пирĕн обществăлла корреспондентсем – тĕрлĕ ÿсĕмри çынсем. Ю.Никитин (Вăтапуç), Н.Арсентьева (Мăкăр), С.Димитриева (Кайри Ăнтавăш), К.Александрова (Шăхаль), И.Терентьева (Çĕнĕ Чалкасси), Р.Григорьева (Улаксар), В.Кузьмина психолог (вĕрентÿ управленийĕ), Ф.Иванова (Матьшÿ), К.Иванова (Янкăлч), М.Васильев (Йăлмачча), А.Степанов (районти ветстанци), Л.Григорьева (Канаш хули), Сухайкасси, Вăтапуç, Чакаç шкулĕсен вĕренекенĕсем, районăн шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем çĕнĕ хыпарсемпе паллаштарсах тăчĕç.

Пирĕн тĕп тĕллев – районăн пурнăçне, ĕçне-хĕлне, кулленхи пулăмсене вăхăтра тата анлăн çутатса парасси, вулакансен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтересси. Хисеплĕ вулакансем, ку тĕлĕшпе сирĕнтен сĕнÿ-канаш кĕтетпĕр.

Сирĕн пурнăç çĕнĕ çулта телейпе тултăр, çутă, тулăх пултăр.

Редакци.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика