00:00 23 декабря 2010 г.
Тĕп редакторсен черетлĕ кунĕ хула администрацийĕн ларусем ирттермелли залĕнче иртрĕ. Унта яланхи пекех Чăваш Республикин влаç органĕн представителĕсем, республикăри, хуласемпе районсенчи массăллă информаци хатĕрĕсен ертÿçисем хутшăнчĕç. Калаçу тĕпрен илсен Чăваш Ен Президенчĕ М.Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çыру пирки пычĕ. Экономикăпа, вырăнти влаç органĕсен, предприятисемпе организацисен ĕçĕсемпе çыхăннă ыйтусене хускатрĕç. Куна культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕн çумĕ А.Усов ертсе пычĕ.
Тĕп редакторсен кунне министр çумĕ А.Усов уçрĕ. Хула администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Мясников тата район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Э.Александров хулапа районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн кăçалхи кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕç, залран панă ыйтусене хуравларĕç. Массăллă информаци хатĕрĕсен ертÿçисене уйрăмах вырăнти влаç органĕсем хула тата район хаçачĕсемпе мĕнле хутшăнура тăни интереслентерчĕ. Родион Алексеевичпа Эдуард Валентинович ку енĕпе пĕтĕмпех йĕркеллĕ, "Канаш" тата "Канаш ен" хаçатсем хула тата район пурнăçне çутатса тăнипе кăмăллă пулни çинчен пĕлтерчĕç.
Чăваш Республикин хула строительствин тата общество инфратытăмĕн аталанăвĕн министрĕн çумĕ В.Аврелькин отрасльсен экономикине çĕнетесси М.Игнатьев Президент Патшалăх Канашне янă Çырупа килĕшÿллĕн ку чухнехи Чăваш Енĕн аталанăвĕн тĕп çул-йĕрĕ пулса тăни çинчен доклад туса пачĕ. Владимир Александровичăн республика экономикипе çыхăннă самаях кăткăс ыйтусене хуравлама тиврĕ. Чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультечĕн деканĕ А.Данилов профессор журфак хула тата район хаçачĕсемпе мĕнле çыхăнса ĕçленине уçса пачĕ. Анатолий Порфирьевича та ыйтусемсĕр хăвармарĕç. Чăваш кĕнеке издательствин директорĕ, республикăри журналистсен организацийĕн председателĕ В.Комиссаров Чăваш журналистикипе пичечĕн энциклопедине кăларас ĕç мĕнле пыни çинчен тухса калаçрĕ. Ăна 2012 çулта кун çути кăтартма палăртни çинчен пĕлтерчĕ. Валерий Петрович çавăн пекех журналистсене Раççей, республика шайĕнчи пултарулăх конкурсĕсене активлăрах хутшăнма чĕнсе каларĕ.
Тĕп редакторсен кунĕн практикăлла пайĕ унта хутшăннисен асĕнче нумайлăха юлчĕ. Канашри тавра пĕлÿ музейĕнчи экспонатсемпе паллашнă хыççăн вĕсене "Промтрактор-Вагон" акционерсен хупă пĕрлĕхĕнче йышăнчĕç. Журналистсем пĕрлĕхĕн чукун çулăн çĕнĕ йышши вакунĕсене кăларакан заводра пулчĕç. Унти "ăслă" стануксен, шăратакан "Дайхен" роботăн ĕçĕсене курса тĕлĕнчĕç.
В.АЧЧА.
ŸкерчĔксенче: трибуна умĕнче – райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ Э.Александров; республикăри журналистсен организацийĕн председателĕ В.Комиссаров калаçать.
Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.