00:00 13 декабря 2010 г.
Раштав уйăхĕн 7-мĕшĕнче, каçхине ултă сехет тĕлнелле, Шăхасан салинче çуран пыракан арçынна автомашина çапса хăварнă. Инкек тÿснĕ арçын Шăхасанта пурăннă, йывăр сурансене пула вăл вырăнтах вилсе кайнă. Çын çине пырса кĕнĕ автомашина инкек пулнă вырăнтан тарса пытаннă, хальхи вăхăтра ăна тупса палăртман.
Преступника тупса палăртас тĕллевпе инкек вăхăтĕнче çывăхра пулнă е урăхла майпа автомашинăна асăрхама пултарнă çынсене çак телефонсемпе шăнкăравласа пĕлтерме ыйтатпăр: 49-0-02 – дежурнăй чаçĕ, 49-0-10, 49-1-83 – районти ГИБДД уйрăмĕ. Информацишĕн хавхалантараççĕ.
М.ЮНУСОВ, районти ГИБДД уйрăмĕн пропаганда инспекторĕ.