АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЯНКĂЛЧ ТĂРĂХĔ – ЧĂВАШ ЛИТЕРАТУРИНЧЕ

30 апреля 2010 г.

Сарлака ман тăван тавралăхăм. Çулсерен илемленсе, пуянланса пырать вăл. Юрататăп эпĕ хамăн тăван республикăна. Юрататăп эпĕ атте-анне çĕрне. Варсемпе те çырмасемпе касăлса пĕтнĕ уйсене тата çарансене юрататăп. Уй варринче ÿсекен пĕр пĕччен çăкана е юмана курсассăн аса илÿ, ĕмĕт çуралать. Хам тăван тавралăхпа ун çыннисем çинчен хут çине çырса хăварас килет.

Янкăлч – Чăваш Республикинчи Канаш районне кĕрекен чи пысăк ял. "Янкăлч" ятпа çыхăннă урăх нимле ял та, урам та çук пулĕ карттă çинче (чăнах та çук). Эп илтмен.

Нумай çыравçă хăйĕн тăван тавралăхне илемлĕ литература произведенине кĕртет. Паллах, хăш-пĕр вырăнсенчен çыравçăсем йышлăн тухнă, тепĕр тăрăхран – сахаллăн. Пирĕн вырăнтан тухнă пит паллă çыравçăсем шутсăр сахал, çапах та хăш-пĕр кĕнекесенче Янкăлч ялне асăннине вулама пулать.

Эпĕ Янкăлч ялĕнче пурăнатăп. Хам Йĕпреç районĕнче çуралнă. Янкăлч ялĕн çĕрĕ-шывĕ те Йĕпреç районĕпе чикĕленет. Çапла вара çак чикĕ таврашĕнчи тавралăх маншăн пĕртте ют мар пек туйăнать.

Чи малтанах Янкăлч ялĕ çинчен çырнине "Культура чувашского края" ятлă кĕнекен 23-мĕш страницинче куртăм. Унти "Демографическая карта республики" пайра çапла калани пур: "После того, как были сооружены Карлинская, Тетюшская и Алатырская засеки, южные края стали безопасными для оседлого земледелия. И хотя некоторая часть приказанско-заказанских чувашей-язычников возвращается в XVI-XVII веках в Закамье, другие их группы переселяются на территорию Чувашии, деревни: Старые Шигали, ныне Анчикасы Цивильского района, Дальние Шигали, ныне Ямбахтино Вурнарского района (халĕ пирĕн районта), Ближние Сормы Канашского района, а также Старая Сорма (на реке Кувагале). Переселенцами из Казанского уезда основаны деревни Мамышево, Большие Мамыши Чебоксарского района, Татмыш-Ягутли, ныне слившаяся с селом Янгличи Канашского района и т.д.".

Тепĕр тĕслĕх. Валериан Прокопьев "Канаш тăрăхĕн ятлă-сумлă çыннисем" кĕнекинче Валентина Ефремовна Сергеева пирки "Хĕрарăмсенчен пĕрремĕш" статьяра çапла çырнă: "Чăваш Республикин халăха вĕрентес ĕçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Валентина Ефремовна Сергеева Вăтакас Татмăшра 1943 çулхи декабрĕн 2-мĕшĕнче нумай ачаллă хресчен çемйинче çуралнă. Ялти вăтам шкулта вĕреннĕ. 1996 çулта И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн биологи факультетне вĕренсе пĕтернĕ. Янкăлч тата Шупашкар хулин 23-мĕш вăтам шкулĕсенче учительница пулса ĕçленĕ".

Николай Максимовăн "Тапă" (Шупашкар, Чăваш кĕн. изд-ви, 1986) ятлă романĕнчи ĕçсем пĕтĕмпе тенĕ пекех Янкăлч ялĕнчен инçех мар вырнаçнă тăрăхра пулса иртеççĕ. Шăхран, Ачча, Вăтакуç (Вăтапуç пулмалла ĕнтĕ вăл), Экеç (Эйпеç) тенисем хайлавран тухмаççĕ.

Пĕрремĕш кĕнекери 94-мĕш страницăра çапла калани пур: "Çапла, йăнăшман Кĕсен Петти. Вăл вăрмантан таврăннă каç Пикмăрса патне чăнах та Хĕлимунах кĕрсе кайрĕ. Юлан утпа та Пикмăрсапа Хĕлимун иккĕшех тухса вĕçтерчĕç Янкăлч еннелле".

Николай Николаевичăнах "Синкер" романĕнче (Шупашкар, Чăваш кĕн. изд-ви, 1991) иртнĕ ĕмĕрĕн çирĕммĕш çулĕсен вĕçнелле Чăваш Республикин территорийĕнче тата Тутар Республикин чылай районĕнче Калюков банди алхасни çинчен каласа парать. Автор хăйĕн романĕнче çак хурахсен эшкерĕ мĕнле хунаса кайни тата ăна совет чекисчĕсем епле пĕтернине çырса кăтартать.

"Синкер" роман чăваш çыравçисен Союзĕпе республикăри Шалти ĕçсен министерстви 1989 çулта ирттернĕ конкурсра иккĕмĕш премие илме тивĕçлĕ пулнă. Асăннă романта та Янкăлч çинчен асăннă. "Çур сехетрен Валет килсе çитрĕ. Ĕçсе-çисе, кăвак çутă киличчен пÿртрех çывăрса, икĕ таркăн тинех ăшăнчĕç, тумтирĕсене кăмака çине хурса типĕтрĕç. Ирпе ирех вара, мĕлкесем пек, пÿртрен те, ялтан та шăппăн тухса шăвăнчĕç.

Кайсан-кайсан Калюков лашана чарчĕ.

– Ну, Петĕр тусăм, – терĕ вара Валета, – эпĕ халь Янкăлча каятăп, вăл енче никамах та палламĕ мана, унтан пуйăспа Çĕпĕре чавтарăп. Ăсатас кăмăлу пулсан – пĕрле пыр, çук тăк, çакăнтах сывпуллашар".

Чăваш кĕнеке издательстви 2006 çулта "Астăвăм" ("Память") ятпа кăларнă кĕнекен 2-мĕш пайĕн 4-мĕш томĕнче Янкăлч ял администрацийĕнчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине кайнă, çапăçу хирĕнче пуç хунă çынсен списокĕ пур. 166-мĕш страницăра "Метко бомбил вражеские цели" статьяра Иван Иванович Иванов çинчен каланă. "Иван Иванович Иванов родился в с. Янгличи. После призыва в Красную Армию в апреле 1941 г. он попал в авиационное училище. В январе 1942 г. состоялся досрочный выпуск, и младшего лейтенанта И.Иванова направили на Волховский фронт в отдельную авиаэскадрилью 52-й армии. В первых же боях показал себя смелым и отважным летчиком... Заслужил два ордена Красного Знамени, орден Красной Звезды, Отечественной войны I степени, несколько медалей".

Геннадий Викторовăн "Сыны Отечества: воспоминания и размышления" кĕнекин (Чебоксары, 2006) 5-60-мĕш страницисенче Янкăлч ялĕнче çуралса ÿснĕ Раççей Геройĕ Николай Федорович Гаврилов генерал-майор пирки çырнă: "Родился 14 сентября 1958 года в селе Янгличи Канашского района Чувашии. После окончания Янгличской средней школы в 1975 году поступил в Сызранское высшее военное авиационное училище летчиков, которое окончил в 1979 году с отличием" тата ытти те.

Алексей Зайцевпа Валерий Шемякин пухса хатĕрленĕ "Чемпион" кĕнекере Александр Петрович Кидяров çинчен çырни те пур. "1948 çулта Янкăлч ялĕнче çуралнă. Çивĕч куçлă, çирĕп алăллăскер, пăшалтан тĕл пенĕ. А.Кидяров 25 çулта СССР чемпионĕ пулса тăнă".

Геннадий Александровăн "Хыпар" кĕнекин 19 "-че пичетленнĕ "Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнисем (1868-1919)" пайĕнче 1882-1886 çулсенче Янкăлч ялĕнчен Матвей Иванович Иванов вĕреннине асăннă (Шупашкар, 1996, çурла, 3).

"Çÿреттĕмĕр ялтан яла. Декорацисемпе хамăр япаласене тиеме çеç пĕрер лаша кÿлсе паратчĕç. Ас тăватăп, Канаш районĕнчи Янкăлч ялĕнчен Йĕпреç районĕнчи Пучинке ялне куçнă чух çумăр витĕр пылчăк ишсе сакăр çухрăм утрăмăр. Çитсен шкула вырнаçрăмăр та, йĕпе кĕпесене типĕтме кăмака хутса ячĕç". Çапла çырать Тани Юн "Аса илес килменнисем" ятлă аса илĕвĕнче ("Хыпар" кĕнеки. 6 ", Шупашкар, 1993, нарăс, 2).

Паллах, тĕрлĕ документлă кĕнекере е справочникра Янкăлч çинчен каланисене чылай тупма пулать. Ытти илемлĕ литература кĕнекисенче те тупма пулать пулĕ. Хăшĕ-пĕри ман алла çакланман та, эпĕ вуласа пăхман. Çапах та тăван тавралăх çинчен литературăра вуласан чĕрере темле ырă пулса каять. Кашни çырма-çатрана, йывăç-курăка, вăрмана, уй-хире юратас килет. Вĕсем литературăра çырăнса халăх асĕнче юлни такамшăн та паха.

М.ПЕТРОВА, Янкăлч шкулĕн вĕрентекенĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика