АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » БАНК ĔÇĔН ĂСТИ

21 мая 2008 г.

Раççей Перекет банкĕн Канашри уйрăмĕн çурчĕ – Канаш хулинчи илемлĕ те хăтлă çуртсенчен пĕри. Кирек кам та, кунти çын-и вăл е хăна, Чукун çул урамĕпе çуран е машинăпа пынă чухне çак виçĕ хутлă, юмахри капăр кермене аса илтерекен офис еннелле киленсе пăхмасăр иртмест. Шалта та таса, тирпейлĕ, пуян сĕтел-пукан – пысăк хулара пурăнакан пĕлĕшĕм калашле, Мускавринчен пĕртте кая мар. Пĕтĕм хăтлăха клиентсене лайăх, пахалăхпа тата вăхăтра тивĕçтерме, вĕсене меллĕ пултăр тесе тунă. Паллах, çакăн пек çуртра ĕçлеме те кăмăллă, ĕçĕ те унчченхинчен ăнăçлăрах пулса пырать тейĕн. Шаннă ĕçе таса чунпа туса пыракансем вара сахал мар кунта. Нумаях пулмасть вĕсенчен пĕринпе паллашма тÿр килчĕ. Халĕ сире те унпа паллаштаратăп. Ăна Лилия Мансуровна теççĕ, хушамачĕ Бухтулова. Тавçăрса илтĕр пулĕ ĕнтĕ, Совет Союзĕн Геройĕн Петр Харитонович Бухтуловăн тăванĕ вăл, тĕрĕсрех каласан – кинĕ. Лилия унăн кĕçĕн ывăлне, çемьери вуннăмĕш ачана, Ивана качча тухнă.

Лилия Канашра çуралса ÿснĕ. 7-мĕш номерлĕ вăтам шкула лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтернĕ. Уйрăмах унăн математикăпа лайăх пулса пынă.

– Пĕчĕк чухне анне хăйĕнпе пĕрле хваттершĕн тата коммуналлă пулăшусемшĕн тÿлеме час-часах Перекет банкне илсе каятчĕ. Укçа шутлакан çуртра маншăн питĕ интереслĕччĕ . Шалта мĕн тунине шутсăр пĕлес килетчĕ. «Акă шкул пĕтерĕн те бухгалтера вĕренме кайăн. Ун чухне вара мĕн пĕлес килнине пĕтĕмпех пĕлĕн», – тенĕччĕ мана аннеçĕм пĕррехинче

Амăшĕн сăмахĕсем тата математика предметне юратниех ăна Канашри финанспа экономика техникумне (хальхи пек каласан колледжне) илсе çитернĕ. Йышăну комиссине банк ĕçне вĕренме илме хут çырса панă, кирлĕ документсем тăратнă. Экзаменсене питĕ лайăх тытнă çамрăк хĕр, часах студент пулса тăнă.

1990 çулта Л.Бухтулова Перекет банкĕн Канашри уйрăмĕнче контролер-кассирта ĕçлеме тытăнать. Ĕçленĕ хушăрах, хăйĕн пĕлĕвне ÿстерес тĕллевпе, Чăваш патшалăх университечĕн экономика факультетне куçăмсăр майпа вĕренме кĕрет. Унта Лилия Мансуровна «Финанссем тата кредитсем» специальноçа алла илет. 2000 çулта ăна кредитăн аслă инспекторне лартаççĕ.

– Кредит илекенсем нумайлансах пыраççĕ. Халăх кредит ытларах чухне тăхтама çук нушасене пĕтерме илет. Сăмахран, хваттер е пурăнмалли çурт, автотранспорт туянма, çурт-йĕр çавăрма, юсав ĕçĕсем тума. Юлашки çулсенче нацин приоритетлă проекчĕсене пурнăçа кĕртесси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ялсенче пурăнакансенчен чылайăшĕ «АПК аталанăвĕ» проектпа килĕшÿллĕн харпăр хăй хушма хуçалăха аталантарма çăмăллăх кредитсем илет. Тĕпрен илсен, ял хуçалăх техники, выльăх-чĕрлĕх, удобренисем, выльăх апачĕ туянма, витесем тума тата ытти те. Çак программăна пурнăçланă çĕре Канаш районĕн çыннисем те хутшăнаççĕ. Хамăр клиентсен хаклă вăхăтне перекетлес тесе, ахаль кунсенче ерçÿ çукккине шута илсе кредит инспекторĕсем çирĕплетнĕ графикпа канмалли кунсенче те – шăматкун 8 сехетрен пуçласа 16 сехетчен – вырсарникун кăнтăрлаччен, ĕçлетпĕр, – терĕ Лилия Мансуровна.

Ĕçне кура хисепĕ, теççĕ халăхра. Çак ăслă сăмахсене Л.Бухтулова та тивĕçлĕ. Шаннă ĕçе тÿрĕ чунпа туса пынăшăн Лилия Мансуровнана Атăлпа Вятка банкĕн правленийĕн, Перекет банкĕн Чăваш Республикинчи тата Канашри уйрăмĕсен Хисеп грамотисене парса чыс тунă. Пĕлтĕрхи ĕç кăтартăвĕсем тăрăх вăл Атăлпа Вятка банкĕн «Банк ĕçĕн ăсти» ята çĕнсе илнĕ, Лилия Мансуровнана ятарлă Дипломпа наградăланă, хаклă парне панă.

– Хăйĕн ĕçне лайăх пĕлет, пултаруллă, пуçаруллă. Коллективра ырă ят çĕнсе илчĕ, мĕн пĕлнине çамрăксене парать, çав хушăрах хăй те вĕренет, банк ĕçĕнчи çĕнĕлĕхсемпе паллашсах тăрать, вĕсене пурнăçа кĕртме тăрăшать, – терĕ Л.Бухтулова пирки Перекет банкĕн Канашри уйрăмĕн управляющийĕ В.А.Александров.

Перекет банкĕн уйрăмĕ клиентсемпе çыхăну тытма, вĕсене пулăшу пама яланах хатĕр. Çакна тĕпе хурса ĕçлеççĕ те ĕнтĕ Л.Бухтуловапа унăн ĕçтешĕсем, пĕтĕм коллектив.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика